20 августа 2014 г.
РАЙОНТА. Ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем çурла уйăхĕн 19-мĕшĕ тĕлне 9220 гектар (68 процент) çинче вырма ĕçĕсене пурнăçланă. "Оринино", "Юнга", «Восток», "Колос" хуçалăхсемпе "Путь Ильича" агрофирмăра тата А. Толстов хресчен (фермер) хуçалăхĕнче вырма лаптăкĕсен çуррине ытла çапса тĕшĕленĕ те ĕнтĕ. Паян пур çĕрте те çĕр ĕçченĕ çуртрисен пуссисенче ĕçлет, йĕтем çинчи тырăна аласа типĕтес тата ампарсене кĕртсе хурассипе тимлет.
"Ударник" хуçалăхра çĕр ĕçченĕ хăйĕн ĕçĕпе тăрăшулăхĕ çине шанса ĕçлесси - ăруран ăрăва пыракан ырă йăла. Мĕнре-ха сăлтавĕ; "Аттесемпе асаттесем пуçарнă ĕçе пирĕн юхăнтарма, уксахлаттарма юрамасть", - теççĕ хуçалăхра чунне парса ĕçлекен ĕçченсем. Паян вĕсен пысăк йышĕ - вырмара. Эпир йĕтемсем çинче пулнă кун тĕлне хуçалăх 506 гектар (34 процент) çинче вырма ĕçĕсене вĕçленĕччĕ. Вырмалли лаптăк татах та самай пулни хуçалăх ĕçченĕсене хăратмасть. "Хамăр вăя шанатпăр. Техники те юхăнчăкки мар-иç", - терĕç пĕр саслăн тырă алакансем эпир Матьăк йĕтемĕ çине çитсе ĕçсем епле пынипе кăсăклансан.
Николай Иванов, Раиса Иванова, Нина Михайлова, Галина Николаева тырă алакансем, йĕтем заведующийĕ Светлана Максимова, Владислав Аркадьев водитель паян пĕр çыхăра туслă ĕçлесе хиртен килнĕ тырăна йĕтем айĕнче нумай вырттармаççĕ. Каннă вăхăтра вара вĕсем хаçат-журналпа, пĕчĕк кĕнекесемпе паллашма хавас. Ĕçлекенсем уйрăмах район хаçатне кăмăллани, вĕсем ытти хуçалăхсенчи ĕçсемпе те интересленсех тăни сисĕнчĕ.
Вăрманкасси йĕтемĕ çинче те паян ларса канма вăхăт çук. Апла пулин те кунта ĕçлекенсем те Валентина Афанасьева библиотекаре хăйсем патĕнче тăтăшах курма хавас.
Вырма халăха пĕрлештерет. Çакă "Ударник" хуçалăх йĕтемĕсенче пулсан та куç умне тухать.
А. СЕМЕНОВА,
Матьăк клуб
заведующийĕ.