20 августа 2014 г.
Августăн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин центрĕнче "Чăваш Республикинче пурăнакансен сывлăх шайне çирĕплетесси тата пурнăç пахалăхне ÿстересси çинчен" Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указне вăя кĕртес ыйту тавра республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе муниципалитет йĕркеленĕвĕсен шайĕнче брифинг иртрĕ.
Чи малтанах Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн пĕрремĕш çумĕ Татьяна Богданова çыннăн сывлăхне витĕм кÿме пултаракан факторсем çинче чарăнчĕ.
- Сывлăх вăл - комплекслă ăнлану. Çыннăн сывлăхĕ çине медицина системи кăна витĕм кÿмест. Эпир хамăра епле тытни, хамăр çине мĕнле пăхни вара питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ, - калаçăва пуçларĕ Татьяна Геннадьевна.
Эпир пурăнакан тавралăх тасалăхĕпе ăнăçлăхне, сахал хускану тунине, вĕренÿ пахалăхне, спорт ĕçĕнчи пахалăха, вăл шутра çул-йĕр пахалăхне те çÿлерех асăннă фактор шутне кĕртмелле. Республика Пуçлăхĕн Указĕ шайĕнче кашни муниципалитет йĕркеленĕвĕн сывлăх профильне суйласа илсе унпа тĕллевлĕ ĕçлеме хатĕрленмелле, харпăр хăй территорине комплекслă тишкерÿ тумалла, çыннăн сывлăхĕ çине лайăх тата япăх витĕм кÿме пултаракан самантсене палăртмалла. Çаксене шута хурса муниципалитет йĕркеленĕвĕн стратеги планне хатĕрлемелле. Тĕпре вара демографи потенциалĕпе халăх йышне сыхласа хăварасси, çавăн пекех çынсен вилеслĕхне чакарасси, пурнăç пахалăхне лайăхлатасси пулмалла.
Халăхсем хушшинчи ВОЗ стратегийĕпе килĕшÿллĕн сывлăх профильне хатĕрлессинче секторсем хушшинчи хутшăнăва тĕпе хумалла. Çакă муниципалитетăн вĕренÿ, культура, сывлăх сыхлавĕн, экологи, тавралăха хăтлăх кĕртес тата ытти сферăна пырса тивет. Ку енпе ĕçлессинче халăх шухăш-кăмăлĕ тĕпре пулмалла.
Чăваш Енĕн Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин медицина реабилитацийĕн штатра тăман тĕп специалисчĕ Елена Наумова профилактика ĕçĕпе инфекциллĕ мар чирсем çинче чарăнчĕ.
- Инфекциллĕ мар чирсем - сахăр диабечĕ, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем, сывлавпа апат ирĕлтерекен органсен чирĕсем - пурнăç йĕрки тĕрĕс пулманнипе çыхăннă. Шел пулин те, çакăн йышши чирсем пĕтĕм чирĕн 70 процентне йышăнаççĕ. Çак кăтарту шăпах эпир хамăр сывлăх çине алă сулнине çирĕплетет, - калаçăва тăсрĕ Елена Наумова.
Указпа килĕшÿллĕн йĕркеленекен профилактика системинче медицина компонентне (йывăр чир шала кайнă пациентсене пăхса тĕрĕслесе тăрасси) тата медицина тĕлĕшсĕр енпе (сывă пурнăç йĕркине йĕркелесси) ĕçлессине пăхса хунă.
- Сывлăх çирĕплĕхĕ çине мĕн витĕм кÿнине тата вăл çирĕп пултăр тесен мĕн тумаллине пирĕн граждансен хăйсен пĕлмелле, - терĕ Елена Наумова.
Çавăн пекех вăл профилактика ĕçĕ çине пысăк тимлĕх уйăрмаллине палăртрĕ, кăçалхи çичĕ уйăхра диспансеризаци мĕнле пынипе паллаштарчĕ.
Калаçăва Шупашкар хула администрацийĕн социаллă ыйтупа ĕçлекен пай ертÿçи Галина Васильева малалла тăсрĕ. Шупашкар хули "Сывă хуласем" проекта хутшăнма пуçланăранпа кăçал вунă çул çитрĕ. Тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕ ирттерни тата ытти мероприяти çинче чарăнчĕ вăл.
Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Любовь Шемарина çÿлерех асăннă ĕçсене тивĕçлĕ шайра ирттерессинче массăллă информаци хатĕрĕсем те активлă пулма хатĕрри пирки каларĕ.
- Пĕрлехи тăрăшулăхпа харпăр хăй сывлăхне çирĕплетме май паракан мероприятисене ытларах йыша хутшăнтарма тата сывă пурнăç йĕркине çутатакан материалсене ытларах кун çути пама тăрăшăпăр, - терĕ вăл брифинга вĕçленĕ май.
Р. Илларионова.