20 августа 2014 г.
Тĕп хулара промышленноç предприятийĕсен "Шупашкар - ĕç мухтавĕн хули" фестивалĕ иртнĕ. Пĕрремĕш фестивале хутшăннисене Хĕрлĕ тÿремре Республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев саламланă.
* * *
Августăн 16-мĕшĕнче Шупашкарти "Энергия" стадионта Пĕтĕм тĕнчери профессионал кĕрешÿçĕсен турнирĕ - "Чемпионсен кубокĕ" - иртнĕ. Турнира хутшăннисене, куракансене Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. Игнатьев, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Пĕтĕм тĕнчери Кунг-фу федерацийĕн генеральнăй секретарĕн çумĕ Наталья Матвеенко тата Чăваш Республикин кикбоксинг ассоциацийĕн президенчĕ Алексей Соловьев саламланă.
* * *
Шăмат кун Шупашкарта "Çĕрлехи хула тăрăх" велочупу иртнĕ. Велосипед спортне юратакансене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламласа ăнăçусем суннă.
* * *
Вырсарни кун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çемйипе "Ирхи зарядкăна çăлтăрпа пĕрле" хавхаланса хутшăннă.
"Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В. Путин пире чăннипх те шаннине кăтартрĕ - октябрĕн 9 - 11-мĕшĕсенче Чăваш Енре Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" спорт форумĕ ирттерме хушрĕ. Ку вăл - пирĕн пĕрлехи çĕнтерÿ. Сире çакăнпа саламлатăп!" - тенĕ М. Игнатьев.
* * *
Çав кунах "Аквабайк - Шоу" иртнĕ. Унта опытлă спортсменсем хутшăннă. Хусанти чи лайăх аквабайкерсем шыв çинче (фристайл енĕпе каскадерсем) хăйсен ăсталăхне кăтартнă.
* * *
Уява хутшăнакансем августăн 17-мĕшĕнче кăнтăр иртнĕ хыççăн Хĕрлĕ тÿремре "Стрижи" вĕçев ушкăнĕн маçтăрлăхĕпе киленме пултарнă.
* * *
Августăн 17-мĕшĕнче, Шупашкар хулин кунĕнче, Гагарин урамĕнчен тытăнса Ленин проспекчĕпе 2014 метр тăршшĕ "Пултарулăх бульварĕ" арт-проект тăсăлнă. Кунта 500 ытла пултарулăх çынни хăйĕн ăсталăхне кăтартма пултарнă. Пултарулăхпа искусствăн пĕтĕм маршручĕпех илемлĕ массăллă представлени иртнĕ. Вĕсене уявăн официаллă хăнисем - Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, министрсем, Намиби Республикин Окаванго провицийĕн делегацийĕ тата ыттисем хутшăннă.
"Пултарулăх бульварĕн" нумай программисем шутĕнче "Пирĕнпе пĕрле ĕçлĕр", "Литература" картишĕ", "Чаршава уçнă май" площадкăсем ĕçленĕ. Вĕсенче интересли, савăнмалли чылай пулнă.
"Чăваш Ен тĕп хули çултан-çул ÿсет тата аталанать, çав вăхăтрах хăйĕн урăх пулма пултарайман истори сăн-сăпатне сыхласа хăварать. Паян Шупашкар - пирĕн республикăн мухтавĕ, индустрин хăватлă центрĕ, Раççейри хăйĕн традицийĕсемпе тата культурипе пуян чи хăтлă хуласенчен пĕри", - палăртнă республика Пуçлăхĕ.
* * *
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев эстрада тата джаз юрăçипе, РФ халăх артисткипе Лариса Долинăпа тĕл пулнă. Юрăç Шупашкар питĕ килĕшнине, юрлама кăмăлланине пĕлтернĕ. Уявра Лариса Долина юррисене пин-пин çын итлесе савăннă, кăмăл-туйăмне çĕкленĕ.