23 августа 2014 г.
Йĕпе-сапаллă кунсем хушшинчи уяр вăхăтăн кашни сехечĕпе туллин усă курма тăрăшса районти ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем вырмана çухатусемсĕр ирттерессипе тăрăшаççĕ. Çĕр ĕçченĕ хирте те, йĕтем çинче те йывăрлăхсем умĕнче пуç усмасăр ума лартнă тĕллевсене туллин пурнăçлассишĕн ĕçлет, ыранхи кунпа пурăнать.
Эпир "Путь Ильича" агрофирмăна çитнĕ чух хуçалăхри кашни хирте, йĕтем çинче хĕрÿ ĕç шавĕ тăратчĕ. Хуçалăхăн ĕç тăвакан директорĕ А. Воробьев та пире тырă выракансем патĕнче кĕтсе илчĕ.
- Иртнĕ кунсенче агрофирмăн 3 "хир карапĕ" те çуртрисен пуссисене тухрĕ. 700 гектар йышăнаççĕ вĕсем пирĕн хуçалăхра. Технологие пăхăнса ĕçленĕрен кĕрхи культурăсен тухăçĕ те начар пулмарĕ. Çухатусемсĕр пухса кĕртсен çуртрисем те япăх пулмалла мар. Хамăрăн ĕмĕтсене эпир пĕрлехи вăйпа туллин пурнăçа кĕртес тетпĕр. Агрофирма ĕçченĕсем те пирĕн шухăша ырлаççĕ. Ытарлă каласан, çĕнĕ «çăкăр» пирĕн вăйсене пĕр тĕллеве пĕрлештерет, тухăçлăрах ĕçлеме хавхалантарать, - терĕ пире икĕ "Акрос-580" комбайн ĕçлекен хире илсе тухнă май Алексей Валентинови
Эпир хире çитнĕ çĕре "хир карапĕсем" черетлĕ çаврăм туса тухрĕç. Малта пыракан комбайн çинче - ашшĕпе ывăлĕн экипажĕ. Пирĕн ума çитсен "хир карапĕ" чарăнчĕ те тыр-пулшăн кĕрешекенсем пирĕн пата пычĕç. Шкул пĕтернĕ хыççăн 1974 çулта техникăпа паллашнă Виталий Николаевич Гаврилов - паян хуçалăхри ăста механизаторсенчен пĕри. Хăйĕн пĕлĕвне çамрăксене парассинчен те пăрăнмасть вăл. Акă иккĕмĕш çул ĕнтĕ хăйĕнпе пĕрле Евгений ывăлне ĕçлеттерет. "Кун каçа 60 тонна çĕнĕ тырă çапса тĕшĕлетпĕр. Çак ÿсĕм килĕштерсе ĕçлемесĕр пулмастех. Ытти экипажсем те вырмара пĕр минут вăхăта та пушшăн тăрса çухатасран асăрханса ĕçлеççĕ. Кун пекех пулсан авăн уйăхĕ пуçланнă тĕле финишалла çывхаратпăр", - терĕ ывăлне нумай калаçма вăхăт çуккине систерсе куçне уй инçĕшĕнчен илмесĕр ветеран комбайнер.
Аслисем каланине тепĕр "хир карапĕ" çинче ĕçлекен çамрăк экипаж та çилпе вĕçтермест. Вĕсем: Геннадий Ильин, Иван Васильев. Ĕçре пултаруллăскерсем хуçалăх ертÿçипе А. Воробьевпа тата район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕпе-экономикăпа АПК аталанăвĕ тата муниципаллă харпăрлăх управленийĕн ертÿçипе В. Ананьевпа ырă шанчăкпа калаçни  аялти сăн ÿкерчĕкре) вĕсене ĕç условийĕсем тивĕçтернине кăтартать тесе шутлама май пачĕ.
Çĕнĕ «çăкăр» хиртен йĕтем çине пĕр чăрмавсăр кайса тăрать. Ăна аласа типĕтекен бригада та йĕтем çине пынă тырăна купара нумай вырттармасть.
- Тырă аламалли тата типĕтмелли кашни агрегат юсавлă пулнăран хиртен килнĕ пурлăха май пур таран çийĕнчех аласа-типĕтсе кĕлете кĕртсе хума тăрăшатпăр. Çак ĕçре пире район администрацийĕн ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă килĕшÿ туса йышăннă çамрăксем пысăк тĕкĕ параççĕ. Шкулта вĕренÿ çулĕ пуçланичченех вĕсем кунта пулĕç, - Орининти вăтам шкулта вĕренекенсен тăрăшулăхне шута хурса калаçрĕ ĕç тăвакан директор заместителĕ Николай Смирнов. Вĕсем тырă типĕтекен комплекс машинисчĕпе Алексей Степановпа (сылтăмри сăн ÿкерчĕкре сулахайран сылтăмалла) агрегатсем тикĕс ĕçленине тата бункертан таса та типĕ тырă тухнишĕн савăнăçа пытармаççĕ те.
Эпир калаçнине итлекен ачасем çав самантра пĕр минутлăха та тырă алас ĕçе пăрахмарĕç. Сергей Бычков, Алексей Лепешкин, Василий Шерстяков, Николай Корольков, Алексей Иванов, Данил Скуратов (çÿлти сăн ÿкерчĕкре сулахайран сылтăмалла) аслисем хăйсене мухтанине ĕçпе çирĕплетсе парасса шантарчĕç.
- Ачасем лайăх ĕçлеççĕ. Вĕсене тырă алама та, типĕтме те, ытти ĕçсене те шанатпăр. Ĕçрен катара тăманскерсем ÿссе çитсен ырă çын пуласса паянах шанма пулать, - терĕ ачасен ĕçĕпе кăмăллă пулнине палăртса йĕтем заведующийĕ, бригадир тата складовщица Нина Еремеева.
Шаптак Турай йĕтемĕ çинче никам та алă усса ĕçсĕр çÿрени куç тĕлне пулмарĕ. Паян тĕллевлĕ ĕçлесен çитес хĕл кунĕсем те выçă та сивĕ пулмĕç. Агрофирмăра мĕн пурнăçланипе лăпланма васкамаççĕ. Çĕнĕ технологисемпе тачăрах ĕçлесси, паянхи кун ыйтакан ĕç формисене шыраса тупса вĕсене çийĕнчех пурнăçа кĕртесси, ĕçлекенсене пĕр тĕллев тавра пĕтĕçтересси ыранхи ÿсĕмсен никĕсĕ пулни кашни утăмрах палăрать.
Вырма ĕçĕсем кал-кал пынипе пĕрлех ĕнерхи кун тĕлне агрофирма ĕçченĕсем пĕр çын пек ĕçлесе кĕрхи культурăсене 310 гектар акса хăварма ĕлкĕрнĕ. Ку вăл мĕн палăртнин виççĕмĕш пайĕ кăна. Кунта Хорнуйсемпе Шаптаксем ума лартнă тĕллевсене туллин пурнăçлас ĕмĕтпе куллен ĕçе тухаççĕ.
Çĕнĕлĕхсемпе туслă коллектив шав малалла пăхни кашни ĕçрех курăнать. Кашни мелпе туллин усă курсан хуçалăхăн экономики те тĕрекленĕ, аталанăвĕ те вăй илĕ, кунта ĕçлекенсен пурнăç условийĕсем те ырă енне улшăнĕç. Çакна эпир шанатпăр, - пĕтĕмлетрĕ хамăр çул çÿреве район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ-экономикăпа АПК аталанăвĕ тата муниципаллă харпăрлăх управленийĕн ертÿçи В. Ананьев.
...Пиçсе çитнĕ тырă пуссинче хресчене вырмана чĕнсе ăрша вылять. Çанталăк уяр. Анчах кĕр çитнĕ май ырă çанталăк та нумайлăха пулас çук. Апла пулсан паянхи ĕçе ырана хăварас марччĕ...
А. БЕЛОВ.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.