23 августа 2014 г.
Пуян пирĕн район хăйĕн историйĕпе, хăйĕн мухтавлă ывăл-хĕрĕпе. Анчах пурте пĕлетпĕр-и-ха эпир хальхи район территорийĕ авалхи Пăлхар патшалăхне кĕнине; Питĕ сахал пĕлетпĕр. Çавăнпа та манăн ун чухнехи пирки тата авалхи çар пуçĕсем çинчен çырса кăтартас килет.
Аслă Пăлхар патшалăхĕ VII ĕмĕр пуçламăшĕнче йĕркеленсе каять. Унăн тĕп хули - Хăнакур (Фанагория). Вăл вăхăтра патшалăх Каспи тинĕсĕнчен пуçласа Балкан таран, çурçĕрте Окапа Сăр юхан шывĕсем таран тăсăлнă. Çурçĕр Кавказпа Азов тинĕсĕсем те унта кĕнĕ, тĕп хули вара хальхи Таман çур утравĕнче пулнă.
VII ĕмĕр варринелле Кăтра-паттăр (Кодра батор) хăйне майлă йăхсемпе хĕвел тухăçĕпе çурçĕрелле куçма пуçлать. Вăл 5 юхан шыв юхса выртнă çĕрте чарăнать. Пĕри Атăл ятлă, тата тепĕр 4-шĕ: Чулман Атăл (Каменная - Кама), Нухрат Атăл (Вятка), Шур Атăл (Белая), Хора Атăл (Черная - Ока). Кăтра-паттăрпа пĕрле ку вырăнсене сăвар, хазар, сугутчан, уби, элшел йăхĕсем пухăнаççĕ. Çапла вара Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ йĕркеленет. Вăл питĕ хăвăрт аталанать, çирĕпленет. Патшалăхăн тĕп хули - Болгар. XI - XII ĕмĕрсенче Атăлçи Пăлхара хĕвел тухăçĕнче Урал тăвĕсем хупăрласа тăнă, кăнтăрта - Каспи тинĕсĕ таран, хĕвел анăçĕнче - Ока юхан шывĕ (Хора Атăл), çурçĕрте - Пăрлă (Ледовитый) океан. Патшалăх сарăлнă çемĕн культурăпа чĕлхе те аталанаççĕ.
Манăн ватă кукаçин Александрăн ывăлĕ пулнă. Хĕрлĕ Çар офицерĕ, капитан вăрçăран аманса сĕм суккăр пулса таврăнать. Унăн ачисем: Валя, Римма, Геннадий, Люся. Геннадий кукка Совет Çарĕн офицерĕ, подполковник, чăваш чĕлхипе сăмахĕсене нумай тĕпчерĕ, кĕнекесем те пичетлесе кăларчĕ. Вĕсем хушшинче "Чувашско-венгерский словарь", "Чувашские Амазонки" т. ыт. те. Авалхи венгрсен чĕлхинче 800-е яхăн пăлхар-чăваш сăмахĕ пулнине палăртать вăл. Хальхи вăхăтра вара венгрсен чĕлхинче 250 чăваш сăмахĕ.
Атăлçи пăлхар патшалăхĕ аталанса пынă май хăрушлăхсем те сиксе тухаççĕ.1224 çулта тутар-монголсем мирлĕ пурăнакан патшалăх çине тапăнаççĕ. Тĕп хули ун чухне Пÿлер (Биляр) пулнă. Çапах тутар-монголсем çĕнтереймеççĕ. Ку вĕсемшĕн пĕрремĕш ăнăçсăр çапăçу пулать. 1241 çулта тин тутар-монголсем пăлхарсен çĕрне çĕнсе илеççĕ.
Вăл вăхăтра чăвашран тухнă паттăрсем сахал мар пулнă. Вĕсенчен пĕри - Чăваш-паттăр. Пусмăра кĕнĕ пăлхар халăхне çăлас тесе çапăçнă. Пур чухне те çĕнтерме май килмен. Çăлăнас тесе çынсем Камăпа Атăл хĕрринчен Çавал (Цивиль) юхан шывĕ хĕрринелле куçса килнĕ, Ункă юппине çитнĕ. Кунта пурăнма пуçлаççĕ. Маларах Уби (Красноармейски районĕ), каярахпа юнашарти ялсем йĕркеленеççĕ. Кунта куçса килнĕ çынсене Чăваш-паттăра асăнса чăвашсем теме пуçлаççĕ.
Чăваш ялĕсем сарăлсах пыраççĕ. XIV ĕмĕр пуçламăшĕнче Ункă юхан шывĕ хĕрринче Ишек (Ишек - чăваш пăхаттирĕ) ялĕ пуçланса каять. XV - XVII ĕмĕрсенче Ишекĕн несĕлĕсен ячĕсемпе татах ялсем пулса каяççĕ: Али (Алины ялĕ), Байзар, Котяк, Тогонаш т. ыт. те.Çапла эпир чăвашсем ăçтан тухнине, пирĕн тăрăхри ялсем мĕнле пуçланса кайнине пĕлме пуçларăмăр.
Малалла манăн хамăр тăрăхри çар пуçĕсем пирки чарăнса тăрас килет. Акă вĕсем: Акпарс, Аккас, Чура-паттăр, Очак.
Акпарс пирĕн района кĕрекен Хорачка ялĕнче пурăннă (XVI ĕмĕр).Вăл княç та, çар пуçĕ те, чăвашсемпе çармăссен наци геройĕ те пулнă. Вырăссен Иван Грозный (Хаяр Иван) патшипе калаçусем ирттернĕ. Хусан ханĕсене хирĕç вырăссемпе пĕрле çапăçма тупа тунă. 1552 çулта Акпарс чăвашсен чиккинче хăйĕн çарĕсемпе Хаяр Иванăн Мускав отрячĕсене кĕтсе илнĕ. Хусана хирĕç пынă çапăçусенче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă.
Иртнĕ çул Туçи çармăссем патĕнче пулкалама тÿр килнĕччĕ, Куçма хулине (Козьмодемьянск) çитичченех. Хулана çитиччен пирĕн еннелле 12 çухрăмра аслă çул хĕрринче питĕ мăнаçлă палăк пур. Вăл Акпарс ячĕпе çĕкленĕскер. Ăна чăвашсемпе çармăссем хăйсен чăн-чăн паттăрĕ тесе шутлаççĕ. Çулпа иртсе çÿрекенсем Акпарс палăкĕ патне яланах чечек çыххисем хураççĕ.
Аккас пирки. Вăл Акпарсăн чи çывăх тусĕ пулнă. Хорачкарах çуралнă. Халĕ те Мăн Хураçка çыннисем вĕсемпе мухтанаççĕ. Ял таврашĕнче Аккас ятне аса илтерекенни - Аккас каççи. Кунсăр пуçне вуншар сăрт, вар, кĕпер-каçă, юхан шыв, раща пур. Хураçкара вара халĕ Аккасов хушаматлисем те пур.
Амак тутарсен (хансен) пусмăрне (XVI ĕмĕр) хирĕç тăнă çын пулнă. 1552 çулта Мускав çарĕсем Хусана кайнă чухне Амак отрячĕсем вырăссене апат-çимĕçпе пулăшнă. Атăлăн сулахай çыранĕ енче çулсем тата кĕперсем тунă. Çав çулсемпе Хусана çитнĕ. Истори материалĕсенче çырнă тăрăх Амак Мăн Шашкар ялĕнче çуралнă пулнă.
Хаяр Иван патша Хусан хулине илнĕ хыççăн тепĕр темиçе уйăхранах хăй чăвашсене панă сăмахне манса каять. Хусан ханĕсен пусмăрĕнчен тухнă чăвашсем вырăссен чурисем пулма пуçлаççĕ. Çакна Амак чăтма пултарайман, хăйĕн отрячĕсемпе вырăссен çарĕсене хирĕç тăнă, тăван чăваш халăхне çăлнă, чура пулма паман. Анчах та вырăссен пысăк та анлă çарне хирĕç нумай тăрайман, Атăлăн сулахай енне куçма тивнĕ.
Атăлăн сулахай енче Амак питĕ çÿллĕ сăртсене куç хывать. Йĕри-тавра çутă кÿлĕсем. Кунта вырăссен çарĕсем Амакпа унăн отрячĕсене çавăрса илеççĕ. Çапах та Амак çарĕсем парăнмаççĕ, вырăссене аркатса тăкаççĕ. Анчах Амак çапăçу хирĕнче вилет. Ăна хăй вилнĕ ту çинех пытараççĕ. Ку вырăнсем питĕ паллă: Амакçар сăрчĕ, Амакçар киремечĕ, Амакçар кÿлли.
Çар çыннисен сăмахĕсемпе каласан Амакçара çапла каламалла - Амакăн çарĕ. Ку вырăна хăйĕнпе пĕрле вилнĕ çар çыннисене те унтах пытарнă, çавăнпа та çар вырăнĕ теме пулать. Ку вырăна пур çĕртен те пырса çÿреме тăрăшаççĕ. Чăвашсем-и, çармăссем-и, Атăл тăрăхĕнчи е Урал таврашĕнчи чăвашсем-и - пурте Амака пуç таяççĕ, унăн чунĕ чăваш халăхне пурăнма вăй-хăват панине ĕненеççĕ.
Хусан ханĕсене хирĕç тăнă тепĕр паттăр - Чура-паттăр - XVI ĕмĕрте пурăннă. Ку паттăр çар пуçĕ чăвашсене Ылтăн Урта тамăкĕнчен хăтарса çапăçса пирĕн района кĕрекен Актай ялĕ çывăхĕнче пуçне хурать. Кунтах Актайпа Чăваш Сурăм (Элĕк районĕ) хушшинче вар пур. Ăна вара Чура-паттăр варĕ теççĕ. Ăçта çурални паллă мар.
Юлашки вăхăтра час-часах Чăваш наци радиовне (FM-105 хум) итлетĕп. Унта вара пĕр çын Чура-паттăр Патăрьел районĕнче çурални пирки пĕлтерчĕ. Çавăн пекех Чура-паттăр тăвĕ пурри пирки каларĕ.
Хам ума лартнă тĕллеве вĕçлесе пырас тетĕп. Анчах кăштах та пулин Очак пирки çырса пĕлтерем. Вăл Очăкасси ялне пуçараканĕ. Унăн шăллĕ Бахти Ильдино ялне пуçарса янă (чăн ячĕ Пахшаш). Очак Ботаков Раççей çĕр-шывне çирĕплетессишĕн парăнса ĕçленĕ çын. 1594 - 1595 çулсенче вăл вырăссен патшинчен Атăлăн тепĕр енчи пĕр утравĕпе усă курасси пирки çыру илет. Вара çав утравпа Очăкассисемпе юнашар ялсенчи çынсем усă курма пуçлаççĕ.
Эпĕ çырса кăтартнă паттăрсем - чăн-чăн чăвашсем. Чăн-чăн чăвашсем нимĕнле тĕне те кĕмен-йышăнман. Çавăнпа вара вĕсене чиркÿсенче асăнмаççĕ, авалхи чăвашсен йĕркипе е киремет (часовня) патне парне çакса, е мăчавар кĕллисемпе аса илеççĕ.
Б. ШУРНОВ, ялкор.