Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Статистика информацийĕн пĕлтерĕшĕ паллă вырăн йышăнать"

23 августа 2014 г.

 

Иртнĕ эрнере районта Статистика кунĕ иртнĕ май федераци патшалăх статистикин Чăваш Республикинчи территори органĕн ертÿçинчен Эльвира Максимовăран хăш-пĕр ыйту çине хуравлама ыйтрăм.

-  Эльвира Геннадьевна, муниципалитет шайĕнче Статистика кунне ирттересси çĕнĕ проект е паянхи пурнăç ыйтăвĕ?

- Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Экономика тата социаллă пурнăç аталанăвĕн тулли те тĕрĕс информацийĕ çак информацие йĕркелекен статистика органĕшĕн те, вăл е ку ĕçе йĕркелеме хатĕрленнĕ чухне çак информаци çине таянса  ертÿлĕх  ĕçне пурнăçлакансемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Общественноç та паян информаципе кăсăклансах тăрать. Палăртса хăварас килет, цифрăсен чăнлăхĕшĕн отчет тăратакан специалистсем ответлă. Апла пулсан вĕсем тĕрĕс ĕçлекен çынсем пулмалла.  

- Кирек епле ĕçре те, вăрттăнлăх мар, уççăнлăхпа тĕрĕслĕх кирлĕ, апла пулсан вăл е ку ĕçе йĕркеленĕ чухне официаллă информаци çине таянма пултармалла. Чăвашстат сайтĕнче республика шайĕнчи ĕçе çутатакан тĕрлĕ сборник, экспресс-информаци, уйăхсерен доклад пур. Муниципалитет шайĕнче вара;

- Ку шайри ĕç-хĕл урăхларах йĕркеленсе пырать. Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен бази юлашки тапхăрта кăна майлашма пуçларĕ. Уйрăммăн илсен вара ку шайри кăтарту бази хăй тĕллĕн кăна нимех те калама пултараймасть. Тĕслĕхрен, районта çăкăр пĕçерекен пĕр комбинат, пĕр фабрика е пĕр завод ĕçлет. Вĕсен кăтартăвĕсене вара уйрăммăн палăртма юрамасть, конфиденциаллăх принципне пăхăнмалла. Ку шайри база вара информаци енĕпе чухăн пек курăнать.  

- Ман шухăшпа паянхи инфоромацие çынсем ытлах шанманни сисĕнет. Эсир ку тĕлĕшпе мĕн каланă пулăттăр?

- Статистика - кăткăс пай. Çынсен шухăш-кăмăлĕ те пирĕншĕн пĕлтерĕшсĕр мар. Çавăнпа та  кунта массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе тачă çыхăнура ĕçлени вырăнлă. Цифрăсемпе кăна çынсене тивĕçтерни çителĕксĕр, эпир вĕсене мĕнле илнине те шута хумалла. Уйрăмах хаксемпе инфляцин тата тарифсен динамики тĕлĕшпе кăткăс. Кирек хăш потребитель те çак методологипе пирĕн сайтра паллашма пултарать. Эпир потребительпе калаçăва кĕме нихăçан та хирĕç мар. Енчен те пирĕн методологие тĕрĕс мар тесе йышăнакансем пулсан вĕсенчен хăйсен сĕнĕвĕсене кĕтетпĕр, ăна  Чăвашстатăн Обществăлла канашĕнче пăхса тухăпăр, енчен те вăл сĕнÿре уççăнлăхпа ăнланулăх ытларах курăнать пулсан.

- Эльвира Геннадьевна, демографи лару-тăрăвне те аякра хăварас килмест, унта пирĕн малашлăх курăнмалла вĕт. Тепĕр тесен мăшăрсем икĕ еннелле пăхма пуçланин кăтартăвĕ  ÿсни шухăшлаттарать те.

 - Пирĕн информаци тăрăх районта çулталăк пуçламăшĕ тĕлне 34304 çын шутланнă. Кăçалхи январь - июнь уйăхĕсенче, иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан, 22 ача ытларах çуралнă. Вилнисен йышĕ 11,1 процент  ÿснĕ. Пĕчĕк ачасем вилнин шайĕ, иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан, чакнă. Кăçалхи январь - июнь уйăхĕсенче 78 çемье чăмăртаннă, 42 мăшăр уйрăлнă. Çак тапхăртипе танлаштарсан çемье чăмăртасси 15,2 процент, уйрăласси 2,3 процент чакнă.

- Мĕнле шухăшлатăр, çемьесене  амăш капиталне пани çĕнĕ кайăксем ытларах вĕçсе килесси çине витĕм кÿчĕ-ши?           

- Витĕм кÿни сисĕнет. Ачасем ытларах çуралма пуçласси шăпах çак тапхăрпа пĕр килчĕ. Республика шайĕнче кăна мар, Раççейре те демографи лару-тăрăвне йĕркелеме хавхалантаракан приоритетлă наци проекчĕсем вăя кĕни вырăнли палăрать. 2006 çулта сирĕн районта 435 ача çуралнă пулсан, 2013 çулхи ку кăтарту 529-па танлашрĕ.

- "Ĕçлеме пултаракан  - пенсионер" ăнлану пирки тата мĕн калама пултаратăр?

- Вырăнти халăх ватăлса пырать. Енчен те 65 çулхи тата унран аслăрах çулхи çынсен шайĕ 7 процентран ытларах пулсан халăх ватă шутланать. Сирĕн районти кăтарту вара çакăнтан икĕ хут ытларах е вăл  14,5 процентпа танлашать. Республика шайĕнче те çавăн йышши лару-тăру.

14 çула çитменнисен йышĕ те пĕчĕк (17,2 процент). Çакă та демографире йывăрлăх кăларса тăратма пултарать. Пĕтĕмĕшле илсен вара пенсионерсен йышĕ çамрăк çулхисенчен 20,9 процент ытларах. Ĕçлеме пултаракансен шайĕ 57,9 процент.

- Халăхра "айккинчен лайăхрах курăнать" текен каларăш пур. Эльвира Геннадьевна, эсир республика представителĕ пулнă май пирĕн район экономикине мĕнле сăнлатăр?    

- Хальхи вăхăтра район территорийĕнче 401 организаци регистрациленĕ, вĕсенчен 123-шĕ - вăтам тата пĕчĕк предприяти. Статистика кăтартăвĕсене тĕпе хурсан Муркаш районĕ вăтам аталаннисем шутне кĕрет. 

- Умра пысăк шайлă çыравсем, мĕн параççĕ-ха вĕсем пире?

- Вĕсем пирки чылай калаçăпăр-ха. Кунта вара манăн чи малтанах 1882 çулта Мускав халăх çыравне хутшăннă Лев Толстой шухăшне палăртса хăварас килет. "Çырав пĕлтерĕшĕпе интересĕ общественноçшăн тĕкĕр евĕр, кăмăл пур е çук - общестенноç тата кашниех пирĕнтен ун çине пăхать... Çырав вăл, сиплев мар пулсан та, тĕрлĕ ăнăçсăрлăхран хăтăлма тăрăшни..., - тенĕ вăл.

- Тавах сире манăн ыйтусем çине хуравлама вăхăт тата кăмăл тупнăшăн. Çапах та калаçăва вĕçленĕ май хаçат вулакансене мĕн каланă пулăттăр? 

- Эпир май пур таран кашни категорие информаципе тивĕçтерме тăрăшатпăр. Кунсерен тĕрлĕ енлĕ информаци кăларатпăр, вĕсем вара ăна тишкерччĕр тата хаклаччăр. Кам ытларах информаци пĕлет, вăл ăнăçлăрах ĕçлет.

Р. Илларионова

калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика