23 августа 2014 г.
Пĕрлехи информаци кунĕн пĕр ушкăнĕ Чуманкасси ял тăрăхĕнчи ĕç-хĕлпе паллашрĕ. Чи малтанах делегаци Чкалов ячĕпе хисепленекен хуçалăхра пулнă май ĕç çыннисен шухăш-кăмăлĕпе интересленчĕ.
- Мĕн пур лаптăкăн çурри çинчен тыр-пул пухса кĕртрĕмĕр. Тухăçне хурламалла мар, анчах та вăхăтăн-вăхăтăн çуса иртекен çумăрĕ чăрмав кÿчĕ, халĕ çине тăрсах ĕçлетпĕр, - каласа парать хире тухма хатĕрленекен Болеслав Никитин.
Ытти механизаторсем те хире тухма хатĕрленеççĕ, хĕрарăмсем тыр-пула михĕсене тултараççĕ, кашни ĕçчен хăй вырăнĕнче тимлет. Хуçалăх ертÿçи Павел Ефимов уй-хире пăхса çаврăнса килнĕ хыççăн хăйĕн шухăш-кăмăлне каларĕ.
- Вăхăтпа туллинех усă курма тăрăшатпăр. Акни-лартнине пухса кĕртмеллех. Ĕнер те çĕрлехи вăхăта пăхмасар кĕрхи культура акрăмăр. Кĕрхине ытларах акни çапах та лайăхах, пысăкрах тухăç пуласса шанма пулать. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, тырă тата сĕт хакĕ пĕчĕкрех. Çавăн пекех тĕрлĕ субсиди шайĕ те сахалланчĕ, - пăшăрханать ертÿçĕ.
Юлашки вăхăтра Павел Ефимов икĕ хуçалăх ĕçне ертсе йĕркелесе пырать. Хальлĕхе кунта хăйне майлă йывăрлăх та çук мар, парăма вăхăтра татмасан пени хăпарать. Хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă хыççăн Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ Ирина Коннова хăй шухăшне палăртрĕ.
- Хуçалăха çирĕп ертÿçĕ тытса пыни тата хуçалăхăн аталанас туртăмĕ пурри сисĕнет. Апла пулсан малашне те ĕçлекенсем тивĕçлĕ ĕç укçи илччĕр, çапла майпа пулас пенсийĕсене йĕркелеччĕр, - терĕ Ирина Николаевна çитменлĕхсене пĕтермеллине палăртса.
Кун йĕркинче пăхса тухма палăртнă ыйтусем тавра калаçнă хыççăн Ирина Коннова çавăн пекех çак самантсем çинче те чарăнчĕ. Уйрăм пенси коэффициентне кашни ĕçленĕ çулшăн палăртаççĕ. Ăна ĕçлекен çыншăн тÿлекен страховани взнос суммине взнос тÿлеме палăртнă чи пысăк ĕç укçинчен тÿлекен взнос калăпăшĕ çине пайланине пенси коэффициенчĕн чи пысăк виçи çине хутласа палăртаççĕ. Коэффициент шутланă чухне официаллă шалу укçине кăна шута илеççĕ. Вăл мĕн чухлĕ нумайрах, çавăн чухлĕ кашни çулшăн паракан пенси коэффициенчĕ те пысăкрах.
Кăçалхи çур çулта вĕренÿ тытăмĕ валли республика шайĕнче 7499,8 миллион тенкĕ уйăрнă. Çакă - унчченхи çулхин 114,6 проценчĕ. Çав укçапа пĕлÿ çурчĕсене реконструкциленĕ, вĕсен ĕç-хĕлне тивĕçтернĕ, шкул умĕнхи вĕренÿ учрежденийĕсенче ĕçлекенсен шалăвне ÿстернĕ тата ытти тĕллевпе усă курнă. Информаци кунĕ Чуманкасси шкулĕнче тăсăлчĕ. Кун йĕркинче вĕренÿ организацийĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне епле хатĕрленни пирки те ыйту пулнăран чи малтанах ĕçлĕ делегаци кунти ĕç-хĕлпе тĕплĕн паллашрĕ.
- Пĕтĕмĕшле илсен пирĕн шкул ачасене йышăнма хатĕр. Шкулта косметика юсавĕ ирттертĕмĕр. Ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе хăш-пĕр класа линолеум сартăмăр. Вĕренÿ пособийĕсем çителĕклĕ. Малтанласа шутланă тăрăх çĕнĕ вĕренÿ çулне 180 ача килмелле. Шел пулин те, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, ача йышĕ пĕр класс чухлĕ чакрĕ. Çитес вăхăтра ку лару-тăру лайăх енне улшăнас шанăç пур, - паллаштарчĕ пĕтĕмĕшле ĕç-хĕлпе Валентина Николаева завуч.
Тĕл пулăва малалла тăснă май хăш-пĕр ыйту ума тухрĕ.
Ыйту: Исетерккĕри пĕр тăван Алексеевсен урамĕнче тума пуçланă çула вĕçлеме çитес вăхăтри плана кĕртнĕ-и; Çитес тапхăрта çул-йĕр тăвас ĕç валли мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрма палăртнă тата вăл хăш ялсенче пулĕ;
Хурав: - Çул-йĕр тăвас, тытса тăрас ĕç валли бюджетра укçа-тенкĕ питĕ çителĕксĕр. Хальлĕхе асăннă урамра çул тăвассине вĕçлеме май çук. Çулталăк вĕçлениччен Чуманкасси ялĕнчи 430 метр çула туса пĕтермелле. Ку вăл унти пĕтĕмĕшле ĕçĕн 50 проценчĕ. Ăна валли пĕр миллион тенкĕ ытла укçа кирлĕ. Çитес вăхăтри ĕçсем - çаксем, - хуравларĕ асăннă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Белов.
- Самантпа усă курса çакна пăлартса хăвармалла. Хăш-пĕр урамра пурăнакан пуçаруçăсем никам çине шанмасăр хăйсем вăйĕпе вак чул йышши материалпа çул-йĕр сарма пултарчĕç. Май пур таран çапла тусан лайăх.
Çавăн пекех йăлари хытă каяш пур çĕрте те йăваланни питĕ пăшăрхантарать, ăна унта-кунта пăрахассине йăлана кĕртмелле мар. Нумаях пулмасть Исетерккĕ ялĕ патĕнчи çул çаврăмĕнче çÿп-çап пăрахса хăварнă Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи икĕ çынна штрафлама тиврĕ, - калаçăва малалла тăсрĕ вăл.
Ял тăрăхĕнче 1 пин те 300 ытла пай çĕрĕ, 350-шне харпăрлăха куçарнă, 462-шĕ тĕлĕшпе документ тăвас ĕçсем пыраççĕ, вĕсем хушшинче вара ни унталла, ни кунталла тапранман çынсем пур. Ăнланмалла, пай çĕрĕпе кашниех уйрăммăн ĕçлеме вăй-хал çитереймĕ. Çавăнпа та "улăм пĕрчинчен тытăнса çăлăнăç шыратăп" тенĕ евĕр хăшĕ-пĕри пай çĕрне хуçалăха усă курма панă.
Ыйту: Пай çĕрĕсене хуçалăха панă-ха, анчах та икĕ енлĕ килĕшÿ тăвасси чăрмавлă.
Хурав: - Кунта ял тăрăхĕн администрацийĕн те, хуçалăхăн та çынсене ăнланса пулăшма тăрăшмалла. Юридици тĕлĕшĕнчен тĕрĕс икĕ енлĕ килĕшÿ тумалла, сăмахпа кăна калани документ мар, - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Владислав Ананьев.
Ыйту: Çитес çултан пуçласа Раççейри пенси страховани тытăмĕнчи граждансен прависене тата пенси виçине шутлассине çĕнĕлле йĕркелеме тытăнаççĕ тенине илтнĕччĕ.
Хурав: - 2015 çултан пенсисене "Страховани пенсийĕсем çинчен" саккунпа шутлама тытăнаççĕ. Ĕç стажĕн тата официаллă ĕç укçин пĕлтерĕшĕ пенсие тивĕçме çĕнĕлле тĕп условисем шутланаççĕ: страховани стажĕ 15 çултан кая мар пулмалла, ĕçленĕшĕн пĕтĕм тапхăрти пенси коэффициенчĕ 30-тан кая мар пулмалла. Çакăн чухлĕ коэффициента кашни çын ĕç укçине икĕ чи пĕчĕк шалу шайĕнче илсе 15 çул хушшинче пухма пултарать, - ăнлантарать Ирина Коннова.
Çавăн пекех ытти ыйтусем те хускалчĕç тĕл пулура.
Р. Илларионова.