23 августа 2014 г.
Юн кун, августăн 20-мĕшĕнче, республикăри пĕрлехи информаци кунĕнче республикăн иртнĕ çур çулти социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ, бюджета пурнăçлани, вĕренÿ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлесси, ял хуçалăх ĕçĕсем пирки тата ытти информацие те республикăри ертÿçĕсем ял-хулара пурăнакансем патне çитерчĕç. Хаçат вулакансене Муркаш районне килсе çитнĕ ĕç ушкăнне ертсе пынă Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн ертÿçи В. Петровпа пирĕн журналист Н. Николаева ирттернĕ калаçу сыпăкĕсемпе паллаштаратпăр.
- Вениамин Иванович, пĕрлехи информаци кунĕнче эсир пирĕн районти хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче çынсене республикăн социаллă пурнăçĕпе тата экономика аталанăвĕпе паллаштарма тĕллев лартнă. Пĕтĕмĕшле илсен мĕнле лару-тăру паян Чăваш Енре?
- Республикăри лару-тăрăва иртнĕ çур çулта малтанах промышленность тата ял хуçалăх производстви, инвестици хывасси ÿснипе, строительство ĕçĕсен, хута яракан çурт-йĕр калăпăшĕ пысăкланнипе палăртмалла. Тавара ваккăн сутассинчи, халăха тÿлевлĕ услугăсем парассинчи ÿсĕмсене те палăртмалла. Çынсен ĕç укçи ÿссе пырать, тупăшĕ пысăкланни те курăнать.
Пĕрремĕш çур çулта, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, производствăна ÿстерме пултарнă предприятисем нумай: "ЧПО им. В.И. Чапаева", "Промтрактор-Вагон", "КАФ", "ЭЛАРА", "ЭКРА" тата ытти нумай пĕрлешÿ, Муркаш районĕнче вырнаçнă "Сеспель" те вĕсен шутĕнчех. Промышленность производствин индексĕ 103,6 процентпа танлашать, ял хуçалăх продукцийĕн производствин - 100,8 процентпа.
Аш-какай туса илесси, сĕт сăвасси ÿснĕ. Çăмарта туса илесси 12,8 процент чухлĕ чакнă, çакă "Юрма" агрохолдинг" пĕрлешÿ çăмарта туса илессинчен аш-какай туса илесси çине куçнипе çыхăннă.
Тĕрлĕ çăл куçран килекен инвестици калăпăшĕ пĕлтĕрхи çак тапхăртин 100,1 проценчĕпе танлашнă. Хальхи вăхăтра пирĕн республикăра 140 ытла пысăк эффективлă тата социаллă пĕлтерĕшлĕ инвестици проекчĕ пурнăçланать.
Çурт-йĕр хута ярасси уйрăмах Шупашкар хулинче пысăк (150,3 процент), Тăвай, Шупашкар, Улатăр районĕсенче те ку кăтартусем пĕлтĕрхинчен пысăкрах.
Пĕрремĕш çур çулта 2600 ытла çемье патшалăх пулăшăвĕпе хăйсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатнă. Республикăра 5 фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлчĕ. Бюджетран уйăрнă укçа-тенкĕпе пурĕ 2616 ача вырнаçтармалăх 14 ача сачĕ çĕкленет, хăшĕ-пĕрисенче тĕплĕ юсав ĕçĕсем пыраççĕ, теприсенче - реконструкци ĕçĕсем. Муркашра та маларах лицей пулнă çурта реконструкцилес ĕçе кăçал вĕçлеме шантараççĕ.
- Вĕренÿ учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленнĕ?
- Хальхи вăхăтра республикăри вĕренÿ тытăмĕнче 1077 вĕренÿ организацийĕ шутланса тăрать. Çак учрежденисем пурте 2014-2015 вĕренÿ çулне хатĕрленеççĕ. Вĕсене йышăнма ятарлă комиссисем йĕркеленĕ. Августăн 11-мĕшĕ тĕлне республикăри 8 муниципалитетра вĕренÿ учрежденийĕсене йышăнасси вĕçленнĕ. Ку ĕç малалла пырать.
Çуллахи вăхăтра 75 вĕренÿ организацийĕнче тĕплĕ юсав ĕçĕсене пурнăçланă, нумайăшĕнче вĕренÿ сĕтел-пуканне улăштарнă, класс пÿлĕмĕсене юсаса çĕнетнĕ, медицина пÿлĕмĕсене, столовăйсене çĕнетнĕ, ытти ĕçсене те пурнăçланă. Республикăри 25 вĕренÿ организацийĕнче спортзалсем юсаса çĕнетнĕ. Çакна валли пурĕ 21 миллион ытла тенкĕ уйăрнă. "Доступная среда" программăпа инвалид ачасене те ыттисемпе тан шкулта вĕренме майсем туса парас тĕллевпе 39 вĕренÿ учрежденийĕнче пурĕ 59 миллион тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ.
Кăçал Шупашкар районĕнчи Янăшра çĕнĕ вăтам шкула хута яма палăртнă. Çитес çул валли республикăри шкулсенче кивелнĕ автобуссене улăштарма çĕнĕ 60 автобус туянма палăртса хумалла.
- Хальхи вăхăтри чи çивĕч тапхăр - вырма. Республикăри пĕтĕмĕшле кăтарту тухăçа вăхăтра тата çухатусемсĕр пухса кĕртме шанăç парать-и?
- Эпир паян çынсем умне çак эрнери ытлари кунхи кăтартусемпе тухрăмăр. Акă Елчĕк, Шăмăршă, Патăрьел, Комсомольски, Пăрачкав, Вăрмар, Куславкка районĕсенче вырма лаптăкĕсем çурăран чакнă ĕнтĕ. Муркаш районĕнче те паян пĕлтернĕ тăрăх вырма ĕçĕн хăвăртлăхĕ ÿссе пырать - тырă вырса илмелли пĕтĕмĕшле лаптăкăн çурринчен иртнĕ. Республикăри тухăç вăтамран халĕ 21,5 центнерпа танлашать, уйрăм районсенче - 26-27 центнерпа та.
Тухăçа çухатусемсĕр пухса кĕртме шанăç пур. Ял çынни ĕç хăвăртлăхне чакармасть, вырмара тÿрĕ кăмăлпа тăрăшать. Çанталăк ура хумасан тухăçа вăхăтра пухса кĕртмелле.