Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Тÿрĕ кăмăлпа тăрăшни курăнать"

23 августа 2014 г.

 

Черетлĕ пĕрлехи информаци кунĕ пирĕн районти тĕрлĕ ял тăрăхĕнче иртрĕ. Тăватă ĕç ушкăнĕ районти çынсемпе курса калаçрĕ, çивĕч ыйтусем хускатрĕ.

Пĕрлехи информаци кунĕнче Муркаш районне килсе çитнĕ ĕç ушкăнне Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн ертÿçи Вениамин Петров ертсе пычĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Ростислав Тимофеевпа пĕрле вăл малтанах Оринин ял тăрăхĕнчи "Восток" хуçалăха çитрĕ. Çумăр çуса иртнĕрен хуçалăх ĕçченĕсем хире тухайманччĕ-ха, çавăнпа та вĕсемпе кунти тракторпа машина паркĕнче калаçма май пулчĕ.

Ростислав Николаевич районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн иртнĕ тапхăрти кăтартăвĕсем çинче чарăнчĕ. Вĕсем вара япăх мар. Промышленность предприятийĕсем туса кăларнă продукци, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, 17 процент ытла ÿснĕ. Ростислав Николаевич "Сеспель" пĕрлешĕвĕн, Мăн Сĕнтĕрте вырнаçнă "МирТрубПласт" предприятин (унăн кăтартăвĕсем пĕлтĕрхинчен 40 хут ÿснĕ) уйрăмах ăнăçлă ĕçне палăртрĕ, А. Вязов уйрăм предприниматель патĕнче вăй хуракансен ÿсĕмне те асăнмасăр иртмерĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕсенче вара лару-тăру, шел пулин те, кун пек лайăхах мар. Районта мăйракаллă шултра выльăх, сысна йышĕ чакса пырать. Ялсенче те ĕне усракансем юлашки çулсенче сахалланчĕç. Çапах та сысна ĕрчетессипе акă "Бездна" пĕрлешÿ тата А. Афанасьевăн хресчен (фермер) хуçалăхĕ тăрăшса ĕçленине палăртмалла.  "Восток" хуçалăха илес пулсан кунта ĕнесен шутне ÿстерме май пуррине палăртрĕ Р. Тимофеев. "Кунта техника çĕнелсе пыни курăнать, выльăх-чĕрлĕх аталантарасси пирки те ытларах шутламалла. Сĕт суса илсе кирек хăш вăхăтра та лайăх тупăш тума пулать, шухăшласа пăхăр. Ĕне ытларах усрама сирĕн вырăнĕ те çителĕклĕ", - терĕ вăл.

Паллах, калаçу вырма пирки те пулчĕ. Кăçал тухăç ытларах пуласса палăртаççĕ. Акă пирĕн районта та вăтамран пĕр гектар çинчен 22 центнер ытларах тырă пухса илеççĕ. Кĕрхи культурăсене акса хăварма хальлĕхе 5600 гектара яхăн çĕр хатĕрленĕ, ку вăл планланинчен 200 гектар сахалрах кăна. Апла çанталăк ура хумасан ĕçе кая юлмасăр пурнăçлама май пур. Çĕр улмине районта пурĕ 360 гектар çинчен пухса илмелле.  "Востокра" - унăн пĕрре улттăмĕш пайĕ. Вырма ĕçĕсене кунта тата 80 гектара яхăн лаптăк çинче туса ирттермелле.

Районĕпе илес пулсан вырма ĕçĕсене çурри ытла пурнăçланă. Республикăн кăнтăр районĕсенче ку тĕлĕшпе лару-тăру лайăхраххине пĕлтерсе Вениамин Петров пĕрлехи информаци кунĕнче хускатма палăртнă ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ: иртнĕ çур çулта республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ тата бюджета пурнăçлани, вĕренÿ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлесси, ял хуçалăх ĕçĕсем,  хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленни тата ытти те. (Хаçат вулакансем кун пирки Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн ертÿçипе Вениамин Петровпа ирттернĕ интервьюра тĕплĕнрех паллашма пултараççĕ).

Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене çутатса Вениамин Иванович çынсене пушар хăрушсăрлăхĕ пирки те аса илтерчĕ. Пирĕн республикăра çулталăк пуçланнăранпа августăн 20-мĕшĕ тĕлне 655 пушар пулнă, вĕсенче 58 çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Вăл шутра - 5 ачан. Акă иртнĕ кунсенче кăна Çĕнĕ Шупашкарти нумай хваттерлĕ çуртра тухнă пушарта виçĕ çын вилнĕ, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи пушарта виçĕ ачана çăлса хăварма ĕлкĕрнĕ. Çавăнпа та пушар хăрушсăрлăхĕ ертÿçĕсене кăна шухăшлаттармалла мар, пирĕн кашнинех сыхă пулмалла. Ĕçе каякан çыннăн пÿрт-çурта тата ачасене хăрушсăрлăхра хăварасси, кÿршĕсен пурнăçĕпе интересленсе асăрхаттару кирлĕ пулсан тăтăш асăрхаттарса тăни йăлара пулмалла. Çул çинчи хăрушсăрлăх та тимлĕхсĕр юлмалла мар, мотоблоксемпе çула тухакансен те тимлĕ пулмалла.

Информаци кунĕнчи ĕç графикĕпе çитсе курма палăртнă тепĕр объект - Ярапайкассинчи вăтам шкул. Тахçанах юсав ĕçĕ ыйтнă  шкул куç умĕнчех палăрмалла улшăннă: коридорта текех юрăхран тухнă урай мар ĕнтĕ - плиткăсем, стенасем çутă тĕслĕ, хăш-пĕр чÿречесене тата алăксене улăштарнă, спортзал çуталса кăна тăрать, коридорти электропроводасене пĕтĕмпех улăштарнă... Çак шкулта юсав ĕçĕсем туса ирттерме кăçал пурĕ 1 миллион та 700 ытла пин тенкĕ уйăрса панă. Учительсем те отпуск мĕнне пĕлмесĕрех тăрăшаççĕ кунта. Ашшĕ-амăшĕсем те çакна курсах ĕнтĕ хăйсен пуçарăвĕпе çичĕ класс пÿлĕмне юсаса çĕнетме пултарнă. Шкулта вĕсем те йышлăччĕ - кашнин валли ĕç пур. Анастасия Горшкова, Наталья Сергеева, Светлана Пайкова, Мария Тимофеева,  Венера Яковлева, Наталья Петрова, Татьяна Трофимова тата ыттисем те активлă пулнине палăртрĕç учительсем. Район администрацине пысăк тав сăмахĕ каларĕç.

Сăмах май районти чылай шкулпа ача садĕнче юсав ĕçĕсем тума кăçал  14 миллион та 900 пин ытла тенкĕ уйăрнă. Район тупăш пухас енĕпе ăнăçлă ĕçленĕрен çак пĕчĕк мар суммăна уйăрма май пулнине пĕлтерчĕ Ростислав Николаевич.

"Бездна" пĕрлешĕве çитнĕ вăхăтра кунта ĕç çыннисем тырă алаççĕччĕ. Пĕрлешĕвĕн ĕçĕсене йĕркелесе пыракан Александр Любимов каланă тăрăх хальлĕхе тухăç пĕр гектартан 20 яхăн центнерпа танлашать. Çак кунсенче тырă типĕтмелли агрегата вырнаçтарассине пĕлтерчĕ вăл. Апла ĕç хăвăртлăхĕ те ÿсмелле. Тырра управа хума кунта икĕ ампар пур: тирпейлĕ, хăтлă, юсавлă.

Юнашар "Герой" хуçалăхра та акă тырă типĕтмелли агрегат вырнаçтарма хатĕрленеççĕ-мĕн. Йĕтем çинче тырă туллиех, ăна тасатнă, типĕтсе ампарсене хумалла кăна. Хуçалăх ертÿçи Г. Иванова ĕçе вăхăтра пурнăçлама ĕлкĕрессине каларĕ. Тырă аласа типĕтекенсем шăпах кăнтăрлахи апата пухăнчĕç. Кунта апата йĕтем çине турттарса килессине йĕркеленĕ. Çакă ĕçлекенсемшĕн, паллах, меллĕ: кашни сехетпе, хĕвеллĕ кунпа туллин усă курмалла-çке-ха.

В. Петровпа Р. Тимофеев хуçалăх ĕçченĕсене республикăри тата районти лару-тăрупа паллаштарнă хыççăн кунти çынсенчен ыйту пулчĕ. "Герой" хуçалăхăн икĕ пушар машини, иккĕшĕ те питĕ кивĕ иккен. Вĕсем çаплипех районти пур пушара та тухаççĕ, анчах та паян-ыран "саланса кайма" пултараççĕ. "Пĕр машинине те пулин нимĕнле майпа та çĕнĕреххи çине улăштарма май-çук-ши;" - тесе ыйтаççĕ. Вениамин Иванович ыйту пĕлтерĕшлине ăнланса "Геройсене" май пур таран хăвăрт пулăшма шантарчĕ.

Вениамин Ивановичпа Ростислав Николаевичăн ĕçлĕ тĕл пулусен маршручĕ "Ударник" хуçалăхра вĕçленчĕ. Кунта çумăр самаях хытă çунă, çавăнпа комбайнсем хире тухайманччĕ. Хуçалăх ертÿçи В. Федоров пĕлтернĕ тăрăх кунта вырма ĕçĕсем туса ирттермелли лаптăк пĕчĕк мар: 1120 гектартан 190 гектарне кăна "тирпейленĕ". Апла пулин те тухăçа вăхăтра пуçтарса кĕртме шаннине пĕлтерчĕ вăл. Кирлĕ пулсан пулăшма хатĕррисем те пур иккен.

Çак кунсенче кунта çĕр улми кăларма тухма та хатĕр, çанталăк кăна тытса чарать-мĕн. «Иккĕмĕш çăкăр» кăçал "Ударникра" 120 гектар çинче. Кĕрхи ырашпа (53 гектар) тулла (35 гектар) акма пуçланă. Пĕтĕмпе вара кунта кĕрхисене 400 гектар çинче акса хăварма тăрăшĕç.

"Тăрăшмалла. Муркаш районĕ яланах республикăра чи лайăх районсен йышĕнче пулнă. Кăçалхи кăтартусемпе те вăл малтисен ретĕнче пуласса шанма май пур, мĕншĕн тесен тÿрĕ кăмăлпа тăрăшни курăнать", - тесе пĕтĕмлетрĕ информаци кунне республикăн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн ертÿçи Вениамин Петров.

Н. НИКОЛАЕВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика