Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » М. Игнатьев йĕркелÿ комитечĕн ларăвне хутшăннă

23 августа 2014 г.

 

Августăн 19-мĕшĕнче Мускавра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинче 2014 çулхи октябрĕн 9 - 11-мĕшĕсенче Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" спорт форумне хатĕрленсе ирттерессипе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн пĕрремĕш ларăвне тата Раççей Президенчĕ çумĕнчи Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен канаш ларăвне хутшăннă.

Ларăва Раççей спорт министрĕ Виталий Мутко ертсе пынă. Йĕркелÿ комитечĕн членĕсене вăл форума ирттермелли вырăна Раççей Президенчĕ Владимир Путин суйласа илнине пĕлтернĕ.

"Тÿрех калас тетĕп, Президент ăнсăртран суйламан. Вăл çакна шута илнĕ: Чăваш Республикинче юлашки çулсенче физкультурăпа спорт лайăх аталанса пыраççĕ. Кунта пурлăхпа техника базин никĕсĕ çирĕпленет, физкультурăпа спорт занятийĕсем ирттерме условисем ытларах туса параççĕ, спортпа туслисен йышĕ ÿсет", - палăртнă Виталий Мутко.

Вăл пĕлтернĕ тăрăх форум лапамĕсенчи дискуссисен тĕп темисенчен пĕри спорт резервĕ хатĕрлесси пулĕ. "Чи аслă çитĕнÿсен спортĕнче эпир начар мар кăтартусемпе палăртăмăр. Çапах та вĕсене çирĕплетме спорт хатĕрленĕвĕн учрежденийĕсен тытăмне çĕнетсе улăштармалла", - тенĕ РФ спорт министрĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче палăртнă тăрăх Пĕтĕм тĕнчери спорт форумне Шупашкарта йышăнасси республикăшăн пысăк чыс та пысăк яваплăх пулса тăрать. Çавăнпа ЧР Министрсен Кабинечĕ, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем, общество организацийĕсем, Шупашкарта пурăнакансем  ĕçе хастар пуçăннă.

* * *

Спорт форумне тата Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен канашăн ларăвне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен республикăри йĕркелÿ комитечĕн пĕрремĕш ларăвне ирттернĕ. Форума хутшăнакансене транспортпа тивĕçтермелли схема туса хатĕрленĕ. Вĕсене сывлăш тата чукун çул транспорчĕпе илсе килĕç. Аккредитациленĕ хăна çурчĕсен списокне палăртнă. Унта 43 хăна çурчĕ - 28 тĕп (2932 вырăн хатĕрленĕ) тата саппас 15 çурт (хушма 500 вырăн).

Форум мероприятийĕсенче 23 спорт объекчĕпе усă курасшăн. "Шансах тăратăп: пĕтĕм тĕнчери ăмăртусем, тĕрлĕ йышши ĕçлĕ, культура форумĕсем ирттерсе пухнă опыт пире çĕр-шыв общественноçĕшĕн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие чи çÿллĕ шайра ирттерме пулăшĕ", - тенĕ Михаил Игнатьев.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика