02 августа 2014 г.
Июлĕн 30-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи общество канашĕн черетлĕ ларăвĕ пулчĕ. Унта право йĕркине сыхлакан органсен ертÿçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертÿçисем, ветерансем тата ответлă ытти ĕçченсем хутшăнчĕç. Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев уçрĕ тата ертсе пычĕ. Чи малтанах вăл районти тĕрлĕ отрасль аталанăвĕпе паллаштарчĕ.
Кун йĕркинче пăхса тухма палăртнă пĕрремĕш ыйту çар ĕçне пурнăçласси тата çак тапхăрчченхи çамрăксемпе ĕçлесси пулчĕ.
- Çамрăксене РФ Оборона министерствин аслă пĕлÿ паракан çар вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кайма суйлассипе республика шайĕнче чи начар кăтарту пулни питĕ пăшăрхантарать. Çакă çар ĕçне пропагандăласси çителĕксĕррипе те çыхăннă пулĕ. Контракт çар службин килĕшĕвне тăвакансен социаллă гарантисем, çăмăллăхсем пур, анчах та çакна суйлакансене тата ăна юрăхлисене тупма йывăр. Кăткăс лару-тăруран мĕнле те пулин хăтăлмаллах, - терĕ ЧР Çар комиссариачĕн Муркаш тата Элĕк районĕсен пайĕн пуçлăхĕ Александр Кочуров.
Кунта ОБЖ вĕрентекенĕсен, шкул директорĕсен, çавăн пекех ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен тата ыттисен тимлĕхĕ те вырăнлă пуласса шанас килет.
Иккĕмĕш ыйту уйрăмах йывăр преступлени тăвассин профилактики тавра пулчĕ.
- Юлашки вăхăтра ун пирки тăтăшах калаçрăмăр. Апла пулин те çак ыйтăва кун йĕркинчен кăлармастпăр. Пĕтĕм вăйпа тата йышпа кăткăс лару-тăруран хăтăлмаллах, преступноçпа кĕрешмеллех, - терĕ Ростислав Николаевич профилактика ĕçне вăйлатма тата çак тытăмри кашни субъектăн витĕмлĕн тимлемеллине, çапла майпа преступлени çулне пÿлмеллине палăртса.
Иккĕмĕш ыйтăва район администрацйĕ çумĕнчи çул çитменнисемпе вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссин ĕç-хĕлне йĕркелекен секторăн ертÿçи Лариса Петрова тишкерчĕ.
- Ял тăрăхĕсене комиссипе тухса профилактика ĕçне ирттересси малалла пырать. Учетра тăракан йывăр çемьесем йышлă, çулталăкăн пĕрремĕш çурринче 307 çемьере пулса вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрăмăр, - каласа парать Лариса Геннадьевна.
Çулталăкăн пĕрремĕш çурринче ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă икĕ ачана çемьене вырнаçтарнă. Йывăр çемьесенчи 9 ачана районти больницăна вăхăтлăх хÿтлĕхе панă, халĕ вара вĕсем хăйсен малтанхи çемйисенче. Эрехе пуринчен мала хурса тăтăшах йĕркесĕр пурăнакан 7 ашшĕ-амăшне сиплеве ăсатнă.
Республикăри юсану колонийĕсенчен вĕсем пирки тĕрлĕ информаципе тивĕçтерме 29 ыйту килнĕ. Ирĕке тухакан çынсене кулленхи пурнăçа хăнăхма тата ĕç вырăнĕ тупма çăмăл мар. Вĕсене те пĕрлехи пулăшу кирлĕ, вăхăтра асăрхани преступлени çулĕ çине тăрассинчен хăтăлма пулăшĕ. Кунта та ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тимлĕхĕ кирлĕ.
Паянхи кăткăс пурнăç алкоголь продукцийĕпе суту-илÿ тăвассинче улшăну кĕртеме хистет, унсăрăн малашлăх питĕ иккĕлентерет. Çавăнпа та асăннă канаш Чăваш Республикин Патшалăх Канашне хăй ыйтăвĕпе тухать. Алкоголь продукцийĕпе суту-илÿ тăвакан мĕн пур лавккара тата обществăлла апатлану предприятийĕнче çак продукцие сутассин ятарлă кĕскетнĕ вăхăтне сĕнет. Килте тата каçхи вăхăтра çак продукципе суту-илÿ тăвакансен штраф калăпăшне ÿстерессине пăхса тухма ыйтать.
Район шайĕнче 2014 - 2020 çулсем валли "Повышение безопасности жизнедеятельности населения и территорий Моргаушского района Чувашской Республики" муниципалитет программи йышăннă. Йĕркене пăхăнассине çирĕплетес, йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисене асăрхаттарас тĕлĕшпе "Безопасное сельское поселение" конкурс ирттерме йышăннă. Кунта вара шăпах йĕркене, шыв çинчи хăрушсăрлăха пăхăнасси, йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисене асăрхаттарсси, демографи лару-тăрăвĕ тата ытти кăтарту тĕпре тăрать. Ку тĕлĕшпе укçан хавхалантару уйăрассине пăхса хунă. Халăх дружинникĕсен тăрăшулăхĕнчен те вырăнти лару-тăру чылай килет. Вĕсем те тимлĕхре юлĕç.
Кун йĕркинчи виççĕмĕш ыйту хресчен (фермер) хуçалăхĕсене аталантарасси пулчĕ. Ку тĕлĕшри ĕç-хĕле район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Владислав Ананьев тишкерчĕ. Ял хуçалăхне çĕнĕ варкăш кĕнĕ май районта 1998 çулта пĕрремĕш хресчен (фермер) хуçалăхне регистрациленĕ. Фермерсен ытларах пайĕ тĕш-тырă, пахча çимĕç туса илессипе ĕçлет, выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе танлаштрсан, кунта тăкак шайĕ пĕчĕкрех. Иртнĕ çулхи кăтарту тăрăх 49 фермер 5318 гектар çĕр çинче ака-суха ĕçĕ тунă. Кăçал 38 хресчен (фермер) хуçалăхĕ 4908 гектар çинче тĕрлĕ продукци туса илет.
2014 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 70 хресчен (фермер) хуçалăхĕ шутланать, Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче 10 единица пулсан, Уйкас Янасал ял тăрăхĕнче пачах та çук.
Ял хуçалăх предприятийĕсемпе танах асăннă категори патшалăх шайĕнче уйăракан мĕн пур çăмăллăхпа, пулăшупа усă курать. Иртнĕ çул пĕтĕмпе 8 миллион та 155 пин тенкĕлĕх пулăшăва тивĕçнĕ. Кăçалхи пулăшу 6 миллион та 824 пин тенкĕпе танлашать.
Иртнĕ çул уйрăм пуçаруçăсем грант тивĕçрĕç: А. Афанасьева - 1,1 миллион тенкĕ, Д. Смирнов - 1,1 миллион тенкĕ, А. Петров - 1 миллион та 15 пин тенкĕ. Кăçал Л. Волковăна 1099 пин тенкĕлĕх, Д. Пайкова 1073 тенкĕлĕх грант уйăрнă.
- Патшалăх пулăшăвĕпе тĕллевлĕ усă курса малалла аталанасса, ялсенче хушма ĕç вырăнĕсем йĕркелессе шанас килет, - терĕ Владислав Кириллович.
Ларăва хутшăнакансен, уйрăмах ветерансен чылай ыйту хускалчĕ.
- Çапла вара пире пăшăрхантаракан-шухăшлаттаракан ыйту сахал мар. Ăна пĕрле сÿтсе явăпăр, общество канашĕ умне кăларăпăр. Пирĕн йышăнусем район аталанăвĕшĕн, çынсен ăнăçлăхĕшĕн ĕçлеччĕр, - терĕ Ростислав Николаевич ларăва пĕтĕмлетнĕ май.
Р. Илларионова.