Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккуна халăхпа пĕрле çыратпăр

02 августа 2014 г.

 

Федераци шайĕнче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелессин саккунсен пуххи улшăнчĕ. Унти тĕп çĕнĕлĕхсем тата вĕсем пирĕн республика çинче мĕнле палăрасси пирки эпир Чăваш Республикин юстици министрне Надежда ПРОКОПЬЕВĂНА каласа пама ыйтрăмăр:

- Çапла, 2014 çулхи майăн 27-мĕшĕнче Федерацин 136-ФЗ номерлĕ Саккунне йышăнчĕç. Асăннă саккун Федерацин "Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен патшалăх влаçĕн саккунсем кăларакан (халăх суйлакан) тата ĕç тăвакан органĕсене йĕркелессин пĕтĕмĕшле принципĕсем çинчен" Саккунĕн 26.3 статйине тата Федерацин "Раççей Федерацийĕнчи вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелессин пĕтĕмĕшле принципĕсем çинчен" Саккунне улшăнусем кĕртет.

Асăннă саккунпа килĕшÿллĕн çĕнĕ муниципалитет йĕркеленĕвĕсем туса хума май пуррине палăртнă: районсем çине пайланакан хула округĕсем тата асăннă хула округĕнче шалта йĕркеленекен районсем. Çакăн пек муниципалитет йĕркеленĕвĕсене туса хума Раççей Федерацийĕн субъекчĕсене ирĕк панă.

Татах пĕлтерĕшлĕ тепĕр улшăну. 2015 çултан тытăнса вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене хула тата ял тăрăхĕсем çине пайласа çирĕплетсе парĕç. Унчченхи пекех хула тăрăхĕн полномочийĕнче вырăнти пĕлтерĕшлĕ 39 ыйтăвах юлать. Анчах та ял тăрăхĕсен полномичийĕнче 13 ыйту кăна хăварма палăртнă, ыттисене муниципалитет районĕ шайĕнче татса памалла пулĕ. Çавăнпа пĕрлех Раççей Федерацийĕн субъекчĕсене полномочисене вырăнти тата регион шайĕнчи влаç органĕсем хушшинче пайлама право панă.

Чи пĕлтерĕшли - федераци саккунĕ вырăнти влаçа йĕркелемелли формăна суйласа илме май парать. Муниципалитет йĕркеленĕвĕн пуçлăхне е тÿрремĕн суйламалла, е халăх суйланă орган йышĕнчен. Çавăн пекех муниципалитет районĕн халăх суйлакан органне хальхи пек тÿррĕн суйласа е ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсенчен тата депутатсен халăх суйланă органĕсен йышĕнчен йĕркелемелле. Суйласа илнĕ йĕркене субъект саккунĕнче çирĕплетмелле.

- Федерацин çĕнĕ саккунне пурнăçа кĕртессипе республикăри патшалăх влаç органĕсем мĕнле ĕçсем туса ирттереççĕ-ха?

- Эпир ĕç ушкăнĕ йĕркеленинчен пуçларăмăр. Ун шутне Чăваш Енĕн ĕç тăвакан тата саккунсем хатĕрлекен влаç органĕсен, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, общественность представителĕсене, федерацин тĕп инспекторне, регионсенчи политика партийĕсен, Тĕп суйлав комиссийĕн тата Чăваш Республикин Общество палатин, ТОС-сен представителĕсене, старостăсене, муниципалитет йĕркеленĕвĕсен пуçлăхĕсене, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене кĕртрĕмĕр.

Июль уйăхĕн пуçламăшĕнче ĕç ушкăнĕн пĕрремĕш ларăвне ирттертĕмĕр. Саккунсене кĕртекен улшăнусене муниципалитет йĕркеленĕвĕсенче анлă сÿтсе явассине йĕркелес терĕмĕр. Çавна валли хушма ушкăнсем 7 йĕркелерĕмĕр, çĕнĕлĕхсене тишкерсе хак парассине йĕркелеме вырăнсене тухса çÿрекен ушкăнсен йышне тата ертÿçисене палăртрăмăр.

Ĕç ушкăнĕсен членĕсем пур районпа хулана çитсе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене йĕркелемелли майсем (вариантсем) пирки калаçусем ирттерчĕç, вĕсене район активĕсене, депутатсене, ТОС представителĕсене, ĕç коллективĕсене, общество организацийĕсене, политика партийĕсен регионсенчи уйрăмĕсене, обществăн ытти представителĕсемпе граждансене анлă явăçтарчĕç.

Кунпа пĕр вăхăтрах федераци шайĕнче йышăннă улшăнусене Чăваш Республикин Общество палатинче, республикăн Тĕп суйлав комиссийĕнче те сÿтсе явнă. Шупашкар хулипе илес пулсан çĕнĕлĕхсене сÿтсе явасси тĕрлĕ енлĕ иртет.

- Мĕнле сĕнÿсем паракансем пур; Ытларахăшĕн шухăш-кăмăлне пĕтĕмлетни мĕн кăтартса парать?

- Эпĕ хам темиçе муниципалитет йĕркеленĕвĕнче те пултăм. Улатăрта, Улатăрпа Пăрачкав тата Çĕмĕрле районĕсенче пулма тÿр килчĕ. Çавна палăртма пултаратăп.  Ыйтăва сÿтсе явнă çĕре пурте активлă хутшăнаççĕ. Сĕнÿсем тĕрлĕрен пур. Тухса калаçакансенчен ытларахăшĕ муниципалитет район пуçлăхне пĕтĕм халăхпа тÿрремĕн суйласшăн, район пуçлăхĕнех район администрацине те ертсе пымалла теççĕ.

- Апла пулсан икĕ влаç кирлĕ мар теççĕ: ытларахăшĕ муниципалитет района район пуçлăхĕ те, сити-менеджер та ертсе пырассине хирĕç?

- Çапла, кун пек чухне муниципалитет районăн халăх суйланă пуçлăхĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ те пулса тăрать. Апла-тăк вырăнти влаç пĕр алăра пулать. Ку вăл суйлавçăсем енчен шанăç пысăк пуласси пирки те калать, çавăн пекех халăхпа суйланă пуçлăхăн халăх умĕнче обязательствисем те пысăкрах пулĕç, ответлăхĕ те ÿсĕ.

Ял тăрăхĕсен пĕтĕм полномочийĕсен 3 пайĕнчен 2 пайне (39-тан 26-шне) район шайне панипе те муниципалитет район пуçлăхне тÿрремĕн суйлассин пĕлтерĕшне уйрăмах ÿстермелле.

- Çынсем ял тăрăхĕсенчи влаç органĕсене йĕркелесси пирки мĕн калаççĕ-ха?

- Эпĕ хам пулнă районсене илес пулсан, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хăйсем ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене тÿрремĕн халăхпа суйлаттарасшăн. Ку вăл демократилĕхе кăтартса парать.

Тухса калаçакансем хушшинче урăх шухăшлисем те çук мар, кун пеккисем йышлăрах та. Вĕсем ял тăрăхĕсен шайĕнче ял тăрăхĕн пуçлăхне ял тăрăхĕн депутатне суйланă çынсен йышĕнчен суйлаттарасшăн. Çакна вĕсем ял тăрăхĕн депутачĕн статусĕ ÿсессипе сăлтавлаççĕ. Халĕ вара, вăрттăнлăх мар, депутатсене суйланă чухне хăшне-пĕрне депутата суйланма ÿкĕтлеме те тивет.

Сĕнÿсене сÿтсе явнă май пур муниципалитетра та влаç субъектра пĕрре пулмалла тесе палăртаççĕ. Нумайăшĕ район пуçлăхне суйлама кандидат суйласа илнĕ чухне республика Пуçлăхĕн, ял тăрăхĕн пуçлăхне суйлама кандидат суйласа илнĕ чухне район пуçлăхĕн витĕмĕ пулма пултарасси пирки палăртать. Влаç вертикалĕ пулмаллине палăртса ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем çине мĕнле пысăк тивĕç хунине шута илсе вĕсене професси, харпăр хăйĕн тата управлени ăсталăхне шута илсе уйăрса лартмалла тума сĕнекенсем те пур.

Чăваш Ен Пуçлăхне çакăн пирки пĕлтерме ыйтакансем те пулчĕç. Хальхи вăхăтра уйрăмах влаç çирĕплĕхĕ кирлĕ. Çынсен тĕп интересĕ - вырăнти влаç умĕнче тăракан задачăсене эффективлă татса пама пултарасси.

Пĕр депутатăн ăслă сăмахĕсем уйрăмах асăмра юлчĕç. Хăйĕн сăмахне вăл Раççейри тата пĕтĕм тĕнчери хальхи событисене шута илсе пур шайри влаçа пĕрлештерме кирлинчен пуçларĕ.

- Саккун проектне халĕ хатĕрлесе çитернĕ-и;

- Республикăри районсемпе хуласенче, Чăваш Енĕн Общество палатинче, ытти çĕрте обществăпа сÿтсе явнă чухнехи сĕнÿсенчен май пур таран ытларахăшне шута илсе эпир "Чăваш Республикин "Чăваш Республикинче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелесси çинчен" Саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен" саккун проектне туса хатĕрлерĕмĕр.

Проектра палăртнă тăрăх муниципалитет йĕркеленĕвĕн халăх суйлакан органне муниципалитет суйлавĕнче халăхпа суйламалла. Тепĕр майлă каласан пур шайри депутатсене те, хальхи пекех,  хăйсен округĕсенче тÿрремĕн суйлаççĕ. Иккĕмĕшĕнчен, хуласенче (Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Улатăр, Çĕмĕрле) хальхи йĕркенех хăварас тенĕ. Асăннă муниципалитет йĕркеленĕвĕн пуçлăхне халăх суйланă орган хăйĕн йышĕнчен суйлать.

Виççĕмĕшĕнчен, питĕ нумайăшĕн шухăшне тĕпе хурса, муниципалитет районăн пуçлăхĕ пĕр вăхăтрах район администрацийĕн пуçлăхĕ те пулса тăрать, ăна пĕтĕм халăхпа суйлама сĕнеççĕ.

Тăваттăмĕшĕнчен, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пĕр вăхăтрах ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ те пулса тăрать, депутатсен ял тăрăхĕнчи Пухăвĕн председателĕн тивĕçĕсене те пурнăçлать. Ăна халăх суйлакан органăн хăйĕн йышĕнчен суйламалла пулать. Кунта ытларахăшĕн сĕнĕвĕ пирки кăна сăмах пымасть. Çакă ял тăрăхĕсен депутачĕсен статусне ÿстермеллине те, район пуçлăхĕсене тÿрремĕн суйлассине те, юлашки виçĕ çул хушшинче ял тăрăхĕсен 284 пуçлăхĕнчен виççĕмĕш пайне икĕ е ытларах хут суйлама тивнине те шута илес пулать. Çитменнине, маларах асăнтăм ĕнтĕ, ял тăрăхĕсен полномочийĕн калăпăшĕ виçĕ хут чакать.

Пĕлтерĕшлĕ тепĕр самант. Харăсах виçĕ должноçа пурнăçлассине законодательствăпа ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем çине кăна хунă.

Çавна палăртса хăварнă пулăттăм. Вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелессине сÿтсе явасси вĕçленмен, вăл малалла пырать. Халăхпа малалла сÿтсе явма, унăн коррупцие хирĕçлĕхĕн экспертизине ирттерме саккун проектне Чăваш Республикин Юстици министерствин сайтĕнче вырнаçтарнă. Çавăн пекех татах тĕплĕнрех паллашма тата сĕнÿсем тăратма проекта вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене, ытти органсемпе организацисене ярса панă.

- Кунсăр пуçне тата вырăнсенче ытти йышши ыйтусене çĕклекенсем пулмарĕç-и?

- Ун пеккисемсĕр мар. Хула тытăмĕнче, сăмахран, Шупашкарта, районсем йĕркелес шухăшлисем пачах пулман. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене парти списокĕсемпе мар, пĕр мандатлă округсемпе суйлама сĕнеççĕ. Кун пек чухне суйлавçăсем хăйсем камшăн сасăлани пирки те, суйлав умĕн панă сăмахсемшĕн кайран камран ыйтмаллине те пĕлеççĕ. Чылайăшĕ ял тăрăхĕсене пысăклатасшăн е хăшĕсене пачах пĕтересшĕн, муниципалитет районĕсен администраци центрĕсенче вырнаçнă ял тăрăхĕсен полномочийĕсене муниципалитет районĕсен администрацийĕсен полномочине парасшăн, хальхи тăнăçлăха сыхласа хăварасшăн пулнă пирки пĕлтерчĕ т. ыт. те.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика