Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитес çултан çĕнĕлле йĕркелеççĕ

02 августа 2014 г.

 

2015-мĕш çултан Раççейре пенси страховани тытăмĕнчи граждансен прависене тата пенси виçине шутлассине  çĕнĕлле йĕркелеме тытăнаççĕ. Çĕнĕ саккунсем вăя кĕриччен çур çултан та сахалрах юлчĕ. Паян  пенси шутламалли çĕнĕ йĕрке çинчен Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева каласа парать.  

- Роза Алексеевна, 2015-мĕш çултан страховани тата пухăнса пыракан пенсисене хăй тĕллĕн  тÿлеве уйăраççĕ. Страховани пенсине тивĕçмели условисем мĕнлерех улшăнаççĕ,

- 2015-мĕш çултан пенсисене "Страховани пенсийĕсем çинчен" саккунпа шутлама тытăнаççĕ. Унпа килĕшÿллĕн пенси çине хĕрарăмсем малтанхи пекех 55 çула çитсен, арçынсем 60 çула çитсен тухма пултараççĕ. Ĕç стажĕн тата официаллă ĕç укçин пĕлтерĕшĕ пенсие тивĕçме çĕнĕлле тĕп условисем шутланаççĕ - страховани стажĕ 15 çултан кая мар пулмалла (халĕ 5 çултан кая мар), ĕçленĕшĕн пĕтĕм тапхăрти пенси коэффиценчĕ 30-тан  кая мар пулмалла. Çакăн чухлĕ коэффицента кашни çын ĕç укçине икĕ чи пĕчĕк шалу шайĕнче илсе 15 çул хушшинче пухма пултарать.

Çак кăтартусене тапхăрăн-тапхăрăн кĕртеççĕ. 2015-мĕш çулта ватлăхра паракан страховани пенсине тухма страховани стажĕ 6 çул, пенси коэффициенчĕн виçин калăпĕшĕ 6,6-ран кая мар пулмалла. 2025-мĕш çултан вара çĕнĕ йĕрке туллин ĕçлеме тытăнать.

- Пенси çине тухма 30 коэффициент кирли çинчен пĕлтертĕр. Мĕн-ха вăл коэффициент; Ăна мĕнле шутлаççĕ;

- Уйрăм пенси коэффициентне кашни ĕçленĕ çулшăн палăртаççĕ.  Ăна ĕçлекен çыншăн тÿлекен страховани взнос суммине взнос тÿлеме палăртнă чи пысăк ĕç укçинчен тÿлекен взнос калăпăшĕ çине пайланине пенси коэффициенчĕн чи пысăк виçи çине хутласа палăртаççĕ (2015-мĕш çулта пенси коэффициенчĕн чи пысăк виçи - 7,39, 2021-мĕш çулта - 10).

Тĕслĕхрен, 2015-мĕш çулта ĕçпе тивĕçтерекен 20 пин тенкĕ ĕç укçинчен 16:  тарифпа пĕр çулталăк хушшинче 38,4 пин тенкĕ взнос тÿлет. Ĕç укçинчен взнос тÿлемелли чи пысăк виçе, калăпăр, 650 пин тенкĕпе танлашсан - ку суммăран 16: тарифпа взнос 104 пин тенкĕ куçать. Çапла вара 38,4 пин тенкĕне 104 пин тенкĕ çине пайлани 0,37-пе танлашать, 7,39 çине хутласан пĕр çул ĕçлени 2,7 баллпа танлашать. 

Коэффицент шутланă чухне официаллă шалу укçине кăна шута илеççĕ - вăл мĕн чуль нумайрах, çавăн чухлĕ кашни çулшăн паракан пенси коэффициенчĕ те пысăкрах.

Пĕр коэффициентăн хакне кашни çулах Раççей Пенси фончĕн бюджечĕ çинчен Федераци саккунĕпе çирĕплетеççĕ - 2015 çулта унăн  хакĕ 64 тенкĕ те 10 пуспа танлашать.  

- Апла 30 коэффициент ĕçлесе илсен кăна  арçынсем малтанхи пек  60 çулта, хĕрарăмсем 55 çулта пенси çине  тухма пултараççĕ. Енчен те граждансем ĕç укçин  чи пĕчĕк виçинчен сахалрах кăтартсан е пачах та ĕç укçине кăтартмасан  вĕсен ĕç пенсине илме ирĕк пулать-и; Ун пек чух вĕсем пенси çине миçере тухма пултараççĕ;   

- Тивĕçлĕ кану ÿсĕмĕ тĕлне 15 çул страховани стажĕ тата пĕтĕм тапхăрти пенси коэффиценчĕсен сумми 30-тан сахалрах пулсан страховани пенсине памалли вăхăта каярах хăвараççĕ е социаллă пенсипе хĕрарăмсене 60 çула, арçынсене 65 çула çитсен тивĕçтерме май пур.

Çавăнпа та граждансен пенси çинчен маларах шутламалла. Пурин те пĕлсе тăмалла - пенси коэффицентне офицаллă шалу укçинчен шутлаççĕ.  Хăш-пĕр организацисем налук тата страховани взносĕ сахалрах тÿлес тесе официаллă шалăва ĕç укçин чи пĕчĕк пĕр виçе шайĕнче кăна кăтартаççĕ, ыттине конвертра тÿлеççĕ.

Пенси фондне тăратнă отчетсем тăрăх ĕç укçин чи пĕчĕк виçинчен пĕчĕкрех шалăва Чăваш Республикинчи 6 пине яхăн организацире ĕçлекен  50 пин ытла  çын илсе тăрать. Унсăр пуçне ĕç килĕшĕвĕ тумасăр ĕçлекенсем те сахал мар. Кун пек чух граждансен ĕç пенсийĕ çине тухма ирĕк пулмасть. 

Тата çакна каласа хăвармалла. 2014-мĕш çултанпа предпринимательсене 300 пин тенкĕрен нумайрах тупăш пулсан Пенси фондне страховани взносĕ ĕç укçин  чи пĕчĕк пĕр виçинчен нумайрах тÿлеме май туса панă. Çапла вара вĕсен çулталăкри тÿлевĕ 17328,48 тенкĕ тата  300 пин тенкĕрен нумайрах тупăшран 1: хушса тÿлемелле пулать. Ку вĕсене пенсие хăй вăхăтĕнче тухма тата пенси шайне ÿстерме май парать.

- Ĕçлесе шалу укçи илнĕ тапхăрта коэффициентсем мĕнле шутланине пĕлтĕмĕр. Енчен те хĕрарăм ачапа ларать пулсан, е çамрăк çар службинче тăрать пулсан коэффициентсем шутланаççĕ-и?

- Çĕнĕ йĕркепе социаллă пĕлтерĕшлĕ тапхăрсене пенси шутлама стажа кĕртеççĕ, вĕсемшĕн коэффициент хушса параççĕ. Ку вăл: салтакра службăра тăни,  ачана 1,5 çула çитиччен, инвалид ачана тата 80 çула çитнĕ ватта пăхнă тапхăрсем. Кунта çакна палăртса хăвармалла. Ачана çулталăк çурă çитиччен пăхнă тапхăршăн паракан балл виçи кашни ачашăн ÿсет: пĕрремĕш ачана пăхнă кашни çулшăн - 1,8 балл, иккĕмĕшне - 3,6 балл, виççĕмĕшпе тăваттăмĕш ачасемшĕн - 5,4. Енчен те йĕкĕрешсем çуралсан пĕтĕм коэффициента хушаççĕ (1,8 çумне 3,6 хушăнать).

Унсăр пуçне патшалăх амăшлăха хÿтĕлес тĕллевпе ача пăхнă тапхăрсене пĕтĕмпе кăçалтан 4,5 çул таран шута илмелле тунă, 2015-мĕш çултан пуçласа 6 çул таран. 

- Малтан эпир хамăр пенси счечĕ çинче пухăнса пыракан страховани взносĕ пирки Пенси фондĕнче, патшалăх пулăшĕвĕн пĕрлĕхлĕ порталĕ çинче е хăш-пĕр банксем урлă пĕлме пултараттăмăр. Халĕ вара ĕçлекенсем кашни çулшăн мĕнле коэффициент палăртнине тата пĕтĕмĕшле коэффициент суммине ăçта пĕлме пултараççĕ;     

- Пенси фончĕ кашни çыннăн çулталăкри коэффициентне уйрăм шутлать. Мĕн чухлĕ пухăнса пынине "Страховани тунă çыннăн уйрăм кабинечĕ" ятарлă электрон сервисĕнче пĕлме пулĕ.

Хальхи вăхăтра Пенси фончĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçĕ вăл - граждансем 2015 çулччен ĕçленĕ тапхăра коэффициент çине куçарса харпăр хăй лицевой счечĕ çинче шута илесси. Пенси фончĕ республикăри 70: ĕçлекен граждансен 2002-мĕш çулчченхи пенси прависене конвертаци тунă ĕнтĕ. Ку информацие 2002-мĕш çулта пенси системине страховани принципĕ çине куçарнă тапхăрта организацисем урлă  пуçтарнă. Хăйсене ĕçпе тивĕçтерекенсем тата çав тапхăрта официаллă ĕçлемен граждансем нумайăшĕ çак информацие Пенси фондне çитермен. Çавăнпа та вĕсен ĕç кĕнекине е ĕç стажне çирĕплетекен справкăсене Пенси фондне тăратмалла. Кун пирки хуласемпе районсенчи Пенси фончĕн управленийĕсем халăха çыру ярса пĕлтернĕ. Анчах та çынсем е ăнланса çитейменнипе е вăхăт çитменнипе Пенси фондне васкамаççĕ. Ĕç стажне çирĕплетме документсем тăратма чĕнсе янă çыру илекенсене Пенси фондне вăраха тăсса ямасăр кайма сĕнетĕп.  

- Коэффициент мĕнле шутланине пĕлтĕмĕр. Коэффициента усă курса пенси виçине мĕнле шутлаççĕ; 

- Пенси калăпăшне мĕн пур коэффициента унăн хакĕ çине хутласа тупаççĕ. Унсăр пуçне кашнине çирĕплетнĕ тÿлев хушаççĕ - кун пек çирĕплетнĕ тĕп виçе хальхи пенси формулинче те пур - унăн сумми 3935 тенкĕпе танлашать.

Кунта çакна палăртса хăвармалла. Çĕнĕ саккун йĕркипе тивĕçлĕ кану ÿсĕмне çитсен пенси çине тухмасăр малалла ĕçлекенсене хавхалантармалли норма кĕртнĕ. Каярах пенсине тухнă кашни çулшăн преми коэффициенчĕ хушса тÿлеме палăртнă. Тĕслĕхрен, пенсие 5 çул каярах тухсан  çирĕплетнĕ тÿлев 36 :, страховани пенсийĕ 45 процент ÿсет.

- Пенсин çирĕплетнĕ тÿлев виçине ÿстерсе тÿлемелли йĕрке çĕнĕ саккунра пур-и; Ял ĕçченĕсене çав енчен мĕнле çăмăллăх туса панă?

- 1-мĕш ушкăн инваличĕсене, 80 çулхи ватăсене, "çурçĕр" районĕсенче ĕçлекенсене çирĕплетнĕ тÿлеве малтанхи пекех ÿстерсе тÿлеççĕ. Тĕслĕхрен 1-мĕш ушкăн инваличĕсен, 80 çулхи ватăсен ыттисен пек 3935 тенкĕ мар икĕ хут нумайрах (7870 тенкĕ). Çĕнĕ саккунпа ялта пурăнакансене 30 çултан кая мар ял хуçалăхĕнче ĕçленĕ пулсан çирĕплетнĕ тÿлеве 25 процент хăпартса тÿлеççĕ. Раççей Правительстви икĕ çул хушшинче çак йĕркене çирĕплетме палăртнă - 2016-мĕш çултан  тÿлеве ÿстерсе параççĕ.  

- Пенсие маларах тухмалли нормăсем сыхланса юлнă-и çĕнĕ саккунра?

- Çĕнĕ саккунра пенсие маларах тухмалли нормăсем сыхланса юлнă. Сиенлĕ тата йывăр условиллĕ ĕç вырăнĕ пур организацисем валли улшăнусем кĕртнĕ. Малтан вĕсен 1-мĕшпе 2-мĕш Списокпа ĕçлекенсемшĕн Пенси фондне саккунра çирĕплетнĕ хушма тарифпа взнос тÿлемелле пулнă: 1-мĕш Списокпа - 9 процент, 2-мĕш Списокпа - 6 процент. 2014-мĕш çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ "Ĕç условийĕсене ятарлă хакласси çинчен" федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн организацисен сиенлĕ тата йывăр ĕç вырăнĕсене ятарлă хакламалла. Унăн кăтартăвĕсем тăрăх Пенси фондне тÿлемелли взнос тарифĕ 2 процентран 8 процент таран пулать. Хушма тарифа пĕчĕклетме май пурри ĕçпе тивĕçтерекенсене ĕç условийĕсене лайăхлатма хавхалантарать.

Тата предприяти ĕçлекен çынпа калаçса татăлса патшалăх тытăмне кĕмен пенси фончĕпе килĕшÿ туса ун урлă пенсие маларах тивĕçтерме пултарать. Ун пек чух хушма взнос ун тытăмне хывăнать.

Учительсемпе  медицина ĕçченĕсем пенсие маларах тухмалли йĕрке улшăнман: учительсем малтанхи пекех 25 çул педагогика стажĕ пулсан, врачсемпе медицина сестрисем ялта - 25 çул, хулара  30 çул сиплев ĕçĕнче вăй хурсан ÿсĕме пăхмасăрах пенсие тухма пултараççĕ.     

- 2015-мĕш çултан вăя кĕрекен çĕнĕлĕхсем хальхи пенсионерсене пырса тивеççĕ-и; Тата  ĕçлекен пенсионерсен малтанхи пек кашни çул пенсийĕсене ÿстермелли йĕрке упранса юлать-и;

- Граждансен 2015-мĕш çулччен йĕркеленнĕ пенси прависем сыхланса юлаççĕ - 2014-мĕш çул хушшинче вĕсен пенсийĕсене уйрăм пенси коэффициенчĕ çине куçарма палăртнă. Пенсионерсен пенси виçи улшăнмасть, кашнин пенси правине коэффициент çине  куçараççĕ.

Ĕçлекен пенсионерсен пенси шайне çулсерен шутласа ÿстерес ирĕк сыхланса юлать. Пенси виçин чи пысăк ÿсĕмĕ 3 коэффицентпа танлашать, тепĕр майлă каласан 23 пин тенкĕ таран шалу укçине шута илеççĕ. 

Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн

пресс-служби хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика