02 августа 2014 г.
Нумаях пулмасть Правительство бюджета пурнăçлани пирки çур çул итогĕсене пĕтĕмлетрĕ. Çапла майпа ĕç тăвакан влаç органĕсен январь - июнь уйăхĕсенчи ĕçне-хĕлне хак пама пулать.
Пирĕн республикăн 2014 çулхи бюджетне РФ Бюджет кодексне 2013 çулта кĕртнĕ улшăнусене шута илсе йĕркеленĕ. Ун чухне республикăн тĕллевлĕ 98 программи вăйра пулнă. Республика законодательствине кĕртнĕ улшăнусем хыççăн республикăн 2014 çулхи бюджетне патшалăхăн 15 программине тĕпе хурса хатĕрленĕ.
Чăваш Республикин бюджетĕнче "программа расхучĕсен" тÿпи 2014 çулта 99 процентпа танлашать.
Оперативлă даннăйсем тăрăх пĕрлехи бюджета июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмĕшле тупăшсем енĕпе 21 млрд. та 229,9 млн. тенкĕлĕх пурнăçланă. Ку вăл çулталăк планĕн 50,6 проценчĕ пулать е иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан 4 процент нумайрах. Вăл шутран республикăн хăйĕн тупăшĕсем 13 млрд. та 345,4 млн. тенкĕ пулнă е пĕлтĕрхи çав вăхăтринчен 4,8 процент нумайрах.
Чăваш Республикин пĕрлехи бюджетĕнче кăçалхи пĕрремĕш çур çулта налук тупăшĕсем 87,3 процентпа, налукпа çыхăнманнисем 12,7 процентпа танлашнă.
Налуксем пĕтĕмпе 11 млрд. та 648,1 млн. тенкĕ пухăннă е пĕлтĕрхинчен 2,7 процент нумайрах. Организацисен тупăшĕнчен илекен налук сумми 2 млрд. та 516,2 млн. тенкĕпе (5,5 процент нумайрах), уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен налук сумми 4 млрд. та 803,6 млн. тенкĕпе (9,1 процент нумайрах) танлашнă.
Каялла тавăрса памалла мар уйăрнă укçа сумми 7 млрд. та 884,6 млн. тенкĕ пулнă е 2013 çулхи çав вăхăтринчен 2,6 процент нумайрах.
Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне бюджет расхучĕсем 20 млрд. та 495,4 млн. тенкĕ пулнă, иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен 10,9 процент ÿснĕ. Социаллă политика валли 3 млрд. та 594,2 млн. тенкĕ, вĕренÿ валли 7 млрд. та 499,8 млн. тенкĕ, сывлăха сыхласси, физкультурăпа спорт валли 3 млрд. та 603,1 млн. тенкĕ, наци экономики валли 2 млрд. та 861,2 млн. тенкĕ уйăрнă.
Çĕр-шыв Правительстви регионсем умне çынсене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерес задача лартать. Çавна май 2013 çулта республикăра бюджет расхучĕсен 16 процентне çав тĕллевпе уйăрнă. Ку кăтарту ытти регионсем хушшинче чи пысăккисенчен пĕри (Раççейре - 12 процент, Атăлçи федераци округĕнче - 13 процент).
Ку расхутсем пуласлăх валли хывакан укçа-тенкĕ пулса тăраççĕ. Çак укçа-тенкĕпе больницăсем валли пысăк технологиллĕ аппаратура туянаççĕ, фельдшерпа акушер пункчĕсем уçаççĕ, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тата медицина учрежденийĕсене, шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсене тăваççĕ, реконструкцилеççĕ, капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçлаççĕ.
Раççей Президенчĕ В. Путин хăйĕн "май" указĕсемпе экономикăра, социаллă политикăра, сывлăха сыхлас ĕçре, вĕрентÿпе наукăра питĕ пысăк план кăтартăвĕсене пурнăçлассине палăртнă. Патшалăх ертÿçи хăй интервью панă чухне "Правительство тата регионти влаçсем умне лартнă задачăсен шайне ятарласа ÿстернĕ" тата вĕсене пурнăçланипе кăмăллă, анчах ĕç татах нумай-ха тесе пĕрре кăна мар каланă.
Пирĕн республика та малта пыракан регионсен шутĕнче. Республикăри влаç органĕсен ĕçĕн итогĕсемпе Чăваш Ен "май" указĕсене пурнăçлассипе чи лайăх 8 субъект шутне кĕме пултарнă.
Çынсене социаллă хÿтлĕх парассине лайăхлатнипе пĕрлех республикăра экономика секторне финанслассипе те çине тăрса ĕçлеççĕ. Хăш-пĕр регионсенче экономикăна укçа-тенкĕ уйăрасси сахалланни палăрать пулсан, Чăваш Енре вăл 2013 çулхи пĕрремĕш çур çултипе танлаштарсан 23 процент ÿснĕ. Танлаштарма: Раççейĕпе ку цифра 8 процент, Атăлçи федераци округĕпе 4 процент.
Ĕç тăвакан влаç органĕсен ĕçĕ-хĕлĕн рейтингĕ енĕпе республика чи лайăх 20 регион шутне кĕме пултарнă. Ку хаклава Раççей Финанс министерстви 2013 çул итогĕсемпе ирттернĕ.
Регионăн инвестици илĕртÿлĕхне ÿстерес тĕллевпе Чăваш Республики тĕнчери паллă икĕ рейтинг агенствинче (Fitch Ratings тата MoodyĔs invtstors Servise) кредит рейтингĕсем илнĕ. Вĕсен кăтартăвĕсем республикăна парăм политикине ăнăçлă туса пыма тата регионăн инвестици илĕртÿлĕхне ÿстерме май параççĕ.