Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Вырмаран пĕлтерĕшлĕрех задача çук паян"

02 августа 2014 г.

 

"Хальхи вăхăтра ку манăн, ку санăн çине пайлани пулма пултараймасть. Ĕçĕ пĕрре - мĕн акса-лартса ÿстернине вăхăтра тата çухатусемсĕр пухса кĕртес пулать. Çавна валли пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенчи, уйрăм харпăрлăхри ерçÿллĕ мĕн пур техникăна, ĕç вăйĕсене пĕрлештерсе мобилизацилени кирлĕ". Çапла палăртрĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - республика ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов июлĕн 30-мĕшĕнче "Ударник" хуçалăхра пулнă май. Çав кун вăл ĕçлĕ çул çÿревре Муркаш тăрăхĕнчи чылай хуçалăхра пулса тыр-пул пухса кĕртес ĕçсене мĕнле йĕркеленипе паллашрĕ. Вырма ĕçĕсемпе ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев тата унăн пĕрремĕш çумĕ - экономика, АПК аталанăвĕн тата муниципалитет харпăрлăхĕн управленийĕн пуçлăхĕ Владислав Ананьев паллаштарчĕç.

Каласа хăвармалла, Муркашсем министр сăмахĕсене тĕпе хурса ĕçлеççĕ. Нумай пулмасть-ха Е. Андреев яч. хис. хуçалăхăн кĕрхи тулă пуссинче "Свобода" хуçалăхăн тата А. Пихтеровăн, А. Толстовăн, П. Толикинăн 4 вырма агрегачĕ тупăшуллă ĕçлерĕ. "Оринино" хуçалăх кÿршĕри "Восток" хуçалăхăн экипажне ĕçе явăçтарчĕ. Ытти çĕрте те çаплах пулмалла.

Сăмах май çĕр ĕçченĕн тĕп пуянлăхĕн - тыррăн сутăн илмелли гарантиленĕ хакĕсем кăçал çураçуллă, пĕлтĕрхинчен 2 - 3 процент е ытларах та пысăкрах. Апат-çимĕçре усă курмалли 3-мĕш класлă тулăн пĕр тоннине 6750 тенкĕпе, 4-мĕш класлине 6450 тенкĕпе, ыраша 5100 тенкĕпе туянма шантараççĕ.

"Ударник" хуçалăхри вырма ĕçĕсемпе тĕп агроном Александр Васильев паллаштарчĕ. Кĕрхи культурăсем кунта 400 гектар йышăнаççĕ. Вырмана июлĕн 24-мĕшĕнче тухнă. Кĕрхи тырăсен тухăçĕ япăх мар: пĕр гектар пуçне вăтамран 30 центнера яхăн. Вырма лаптăкĕ пĕтĕмпе 1120 гектар йышăнать.

Çавăнпа та кĕрхи культурăсем ытларах акса хăварасси çине пысăкрах тимлĕх уйăрма кирлине палăртрĕç вырма ĕçĕсемпе паллашакансем. Кĕр тыррисене вара кăçал кунта 461 гектар акса хăварма палăртнă. "Ударник" хуçалăх майĕсене шута илес пулсан кĕр аки 500 гектартан кая пулмалла мар. Çавна валли хальлĕхе çĕрне те çуррине кăна хатĕрлесе çитерме ĕлкĕрнĕ-ха.

Паллă ĕнтĕ, министра ытти ыйтусем те интереслентерчĕç: тыр-пул пухса кĕртме хутшăнакансен ĕç, тÿлев условийĕсем, тырă типĕтмелли агрегатсем, çунтармалли-сĕрмелли материалсем т. ыт. те. Сергей Владимирович вырмана хутшăнакан комбайнерсемпе те тĕл пулса калаçрĕ. Акă Виталий Петров хуçалăхра механизаторта 45 çул тăрăшать, ĕç çи вăхăтĕнче вара яланах комбайн штурвалĕ умне ларать. Механизаторсене вырмана хутшăннăшăн укçан тÿленисĕр пуçне натурăпа тырă та уйăрса параççĕ. Вĕсем ĕç условийĕсемпе кăмăллă.

- Хуçалăхăн "кивĕ" парăмĕсем чăрмантармаççĕ-и, ĕçре ура хумаççĕ-и; - интересленчĕ министр. Ыйтăвĕ ăнсăртран мар. Хуçалăх ĕçлеме, йывăрлăхсене çĕнтерме пултарать, çынсен ĕçлес кăмăлĕ пысăк. Анчах та пулса тухнă финанс йывăрлăхĕнчен тухма укçа-тенкĕ хывма инвестор кирли куç кĕрет.

Ильич яч. хис. хуçалăх ура çинче çирĕп тăраканнисенчен пĕри. Хуçалăх ертÿçи Игорь Николаев каласа панă тăрăх йăлана кĕнĕ тĕш тырă культурисемсĕр пуçне кунта хĕвел çаврăнăш та, кукуруза та акса тăваççĕ. Выльăхсене хĕл кунĕсенче апатпа тулăх тивĕçтерес тесен пурте кирлĕ. Çитес çул çĕр улми лаптăкне те палăрмаллах ÿстерме шутлаççĕ. Кĕрхи культурăсем акса хăварма 500 гектар ытла çĕр хатĕр ĕнтĕ, татах хатĕрлеме шантарчĕ Игорь Васильевич.

Хуçалăхра вырма ĕçĕсем пĕр тикĕс пыраççĕ. Ытти нумай хуçалăхра КЗС-сене юрăхсăра кăларнă пулсан, кунта ăна сыхласа хăварнă. Çавăнпа та пуçтарса илнĕ мĕн пур тырра кĕлетсене типĕтсе кĕртсе хума май пур. Хуçалăхри КЗС-ра пулса курнă май Сергей Павлов министр тырă типĕтес ĕçе мĕнле йĕркеленипе кăмăллă юлчĕ.

Сергей Владимирович Чкалов яч. хис. хуçалăх ертÿçипе Павел Ефимовпа та тĕл пулса калаçрĕ. Хальхи вăхăтра йывăр лару-тăрăва лекнĕ Чапаев яч. хис. хуçалăха асăннă хуçалăхпа пĕрлештерес ĕç пырать. Юридици докуменчĕсене хатĕрлесе çитерессипе ыйтусем пур. Хыççăн вара пĕрлештернĕ хуçалăхăн ĕçĕсем япăх мар аталанса каймалла. Ертÿçĕ çакна шанать.

Ял хуçалăх министерствин ертÿçи М. Фасхутдиновпа А. Афанасьевăн хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе те интересленсе паллашрĕ. Александр Афанасьевăн уйĕсене пăхса çаврăнчĕ. Хуçалăхра çурхи культурăсем кăçал 180 гектар, кĕрхисем 150 гектар çинче. Вĕсем пулса çитменнипе вырма ĕçĕсене тытăнман-ха. Хуçалăхăн хăйĕн "Дон-1500" комбайн. Вăл паян тесен паян ĕçе тытăнма хатĕр. 4 трактор пурте паян хирте ĕçлет.

Акă третикали уйĕ. Тулăпа ыраш гибричĕ пысăк тухăç парасси куç кĕрет. Анчах та хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертÿçи А. Афанасьев вырмана тухма пĕр эрне тăхтамалли пирки калать. Ку культура сыснасем валли питĕ паха апат шутланать.

Александр Аркадьевич хуçалăха епле йĕркелени çинче те чарăнса тăчĕ. Малтанласа сысна ĕрчетессипе ĕçлеме пуçланă. Патшалăх пулăшăвĕсĕр мар, 1 млн. та 200 пин тенкĕ гранта тивĕçнĕ. Унпа МТЗ трактор туяннă, картиш тытса çавăрнă, витесене йĕркене кĕртнĕ. Анчах та выльăх усратăн пулсан выльăх апачĕ те сахал мар кирлĕ вĕт-ха. Вăл вара йÿнех мар, хăв туса илсен йÿнĕрех ларать, экологи тĕлĕшпе те таса продукци туса илме май пур. Çапла вара хресчен (фермер) хуçалăхĕ сысна ĕрчетнипе пĕрлех выльăх апачлĕх культурăсем, тĕш тырă акса тăвас ĕçе те кÿлĕннĕ. Фермер хуçалăхĕн аллинче халĕ 668 гектар çĕр шутланать, 10 çын вăй хурать.

- Чи пĕлтерĕшли вăл - çĕннине те алла илмелле, çав вăхăтрах кивви пирки те манмалла мар, - тет А. Афанасьев. Хуçалăхра халĕ 1000 пуç сысна тытаççĕ, вăл шутран ама выльăх - 200 пуç. Иртнĕ çул хресчен хуçалăхĕ ял çыннисене 2 пин пуç сысна çури сутнă пулсан, кăçал 4 пин çура сутма май пур. Хуçалăх ертÿçи малашне çĕнĕ витесем хута ярсан выльăх йышне татах ÿстерес шухăшлă.

Çемье пуçĕ пĕрлехи ĕçре мăшăрĕ Люба, ачисем Алинăпа Аркадий та пысăк тĕкĕ пулнине палăртать. Аркадий хальхи вăхăтра иртен пуçласа каçченех трактор рулĕ умĕнче.

Министр çитсе курнă тепĕр хуçалăх та пурнăç уттинчен юлма шутламасть. Сăмах "Юнга" пĕрлешÿ (унччен "ВаСем" ООО пулнăччĕ) пирки пырать. Предприяти управляющийĕ В. Кондратьев пĕлтерĕшлĕ çак саманта уçăмлăн палăртрĕ. Кунта "мĕн те пулин тата мĕн чухлĕ те пулин туса илер те кама та пулин сутар" принциппа ĕçлеме шутламаççĕ, ку е вăл культурăна акса ÿстернĕ чухнех ăна кама, мĕн чухлĕ тата мĕн хакпа сутассине палăртса хума тăрăшаççĕ. Çакă пулма пултаракан çухатусенчен, тăкаксенчен хăтăлма, тупăшлăрах ĕçлеме май парать.

Уйрăмах çак сăмахсене традициллĕ мар культурăсене акса тăвас енĕпе каламалла. Акă Валерий Семенович хăнасене пăри (полба) уйне илсе çитерчĕ. 50 гектар йышăнать вăл. Ăна туянакансем Тутар Республикинчен. Ку кĕрпене ача сачĕсем валли туянаççĕ. Хакĕ вара тырă хакĕнчен 2 - 3 хут хаклăрах.

Шурă пăрăç (горчица) уйĕ те тухăçпа савăнтарма тивĕç. Унăн лаптăкне хуçалăхра 100 гектара çитернĕ. Ăна ыйтакансем те çителĕклипех. Килĕшÿсем пур ĕнтĕ. Асăннă чĕр тавара Италипе Испание тата Польшăна ăсатмалла пулать. Хакĕ тырăран 3 - 4 хут хаклăрах. Пĕлтĕр ку культурăна 15 гектар акнă пулнă, кăçал вара унăн лаптăкне 100 гектара çитерни хăйех çак ĕç тупăшлă пулнине çирĕплетет.

Халиччен нумайăшĕ илтмен тепĕр культура пирки те асăнса хăвармалла. Ку вăл - крамбле. Ăна та çу хатĕрлеме çитĕнтереççĕ. Килограмне 300 тенкĕ тÿлесе туяннă ку культура 10 гектар çинче аван ÿсет. Çу шайĕ вара унра шурă пăрăçринчен те ытларах. Кунсăр пуçне 20 гектар çинче фацели, 80 гектар çинче балтика йĕтĕнĕ (лен) ешерет, теплицăра вара хăяр хăйĕн тухăçĕпе савăнтарать.

Тĕш тырă культурисем пирки те манмаççĕ хуçалăхра. 1030 гектар лаптăкра çурхи тĕш тырă культурисем 350 гектар, кĕрхисем 340 гектар, купăста 15 гектар т. ыт. те. Эпир пулнă уйра та 2 комбайн хĕрсех тырă выратчĕ. Бункертан юлакан улăм валемĕсене вара хыççăнах пресласа пыратчĕç.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - республика ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов Муркаш районĕнче пулса хуçалăхсенче тыр-пула пуçтарса кĕртессине мĕнле йĕркеленипе паллашнă май кăмăллă юлни пирки пĕлтерчĕ.

Сăмах май. Ĕнерхи кун тĕлне районти пĕрле-шÿллĕ тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче тĕш тырă культурисене пĕтĕмпе 2435 гектар çинчен (16 процент) пухса кĕртнĕ, тухăç пĕр гектар пуçне вăтамран 20 центнерпа танлашать.

В. ШАПОШНИКОВ.

Сăн ÿкерчĕксенче: "Ударник" хуçалăхăн уйĕнче пăрçа ăнса çитĕннĕ* çаврăм хыççăн çаврăм - бункер хыççăн бункер* Александрпа унăн ывăлĕ Аркадий Афанасьевсем паян хирте.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика