26 июля 2014 г.
Пирĕн районти 16 ял тăрăхĕнче 177 ял. Вĕсенче пурĕ 13500-е яхăн уйрăм кил хуçалăхĕ тата нумай хваттерлĕ 174 çуртра 1840 хваттер. Кунпа пĕрлех ялсенче дача вырăнне усă куракан килсем те пур.
Кăçалхи январь-июнь уйăхĕсенче хваттерсенчен пурлăх вăрланă 9 преступление регистрациленĕ, суда уголовлă 6 ĕç янă, пĕр ĕçе чарса лартнă, 4 ĕç - производствăра. Çак преступленисене уçса парасси 85,7 процентпа танлашрĕ.
Хваттерсенче, уйрăм килсенче вăрăлла ĕçсене асăрхаттарас тĕллевпе çынсене тăтăшах калатпăр пулин те, пирĕн асăрхаттарăва пур чухне те асра тытманнисем те пур.
Чи малтанах кил хуçисен хăйсен тимлĕ пулмалла. Килтен кайнă чух чÿрече-форточкăсене хупса хăварма манмалла мар, уйрăмах пĕрремĕш - иккĕмĕш хутсенче е уйрăм пÿртре пурăнакансен. Кÿршĕре шанчăклă çынсем пурăнаççĕ пулсан - вĕсене, хăвăр тăвансене те пÿрте пăхса тăма ыйтмалла.
Çăра уççине те кил таврашĕнче хурса хăварни тепĕр чух инкекпе вĕçленме пултарать. Нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакансен вара домофон тата видеокамерăсем вырнаçтармалла. Çакă питĕ кирлĕ. Пирĕн районта нумай хваттерлĕ çуртсем çине-çинех хăпартаççĕ, çавăнпа та унта пурăнма куçакансен хăйсен хÿтлĕхĕ пирки маларах шухăшламалла.
Хальхи вăхăтра уйрăм пÿрте те хурал сигнализацине лартса хÿтĕлеме май пур. Сигнализаци системинчи информацие кĕсье телефонĕпе çыхăнтарма пулать. Е тата тревога кнопкине вырнаçтарса ăна районти шалти ĕçсен пайĕн дежурнăй чаçĕн пульчĕ çине кăларма та пулать.
Эпир вара хамăр енчен преступленисене асăрхаттарас тесе учетрисене тĕрĕслесе тăратпăр. Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта кун пек 257 çын пулнă, вĕсенчен 10-шĕ тĕлĕшпе адмнадзор çирĕплетнĕ, 24-шĕ - çул çитменнисем, сывлăх сыхлав учрежденийĕсенче учетра тăракан 7 наркоман, срокчен маларах ирĕке кăларнă 13 çын, айăплавĕ ирĕкрен хăтармалла маррипе çыхăннă 86 çын.
Тăкак курас мар, сиен тÿсес мар тесен харпăр хăйĕн кил-çурчĕ хÿтлĕхре пулмаллине пурин те асра тытмалла. Яланах асăрхануллă та тимлĕ пулăр.
С. Егоров,
оперуполномоченнăй.