Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çирĕп пăхăнмалла

26 июля 2014 г.

 

Çул-йĕр çинче транспорт хатĕрĕсен йышĕ çулсеренех нумайланса пырать, вăл шутра мопедсем тата çакна майлă ытти транспорт хатĕрĕ те. Мопедсен рулĕ умĕнче чылай чух - çул çитменнисем.  Вĕсем çул-йĕр правилисене пĕлнĕ-пĕлмен çула тухаççĕ, çавăнпах тĕрлĕ инкек пулма пултарать, уйрăмах çулла.

Акă кăçал майăн 25-мĕшĕнче Тренккăра мопед çаврăнса ÿкнипе унăн водителĕ суранланнă. Майăн 27-мĕшĕнче Кив Матьăкпа Кĕртекасси хушшинчи çул çинче каллех мопед çаврăнса ÿкнĕ. Водитель те, пассажир та суранланнă.

Пĕлтĕр те çул çитменнисем хутшăннипе çул-йĕр çинче инкек пĕрре кăна мар пулнă. Ачасемпе, вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе тĕл пулса калаçнă чух çак тĕслĕхсене туллин илсе кăтартатпăр, апла пулин те асăрханулăх сахалланни курăнать. Çавăнпа та иртнĕ кунсенче асăрхаттару мероприятийĕсем те ирттертĕмĕр. Июлĕн 17-мĕшĕнче "Мото" ятпа, июлĕн 18-мĕшĕнче  "Внимание - дети!" ятпа ятарлă операцисем пулчĕç.

Çул-йĕр çинчи инкексен тепĕр сăлтавĕ - руль умне ÿсĕрле ларни. Июнь уйăхĕн вĕçĕпе июль уйăхĕн пуçламăшĕнче кăна кун пек тĕслĕхсем час-часах пулчĕç. Ÿсĕр водительсене пула пулнă икĕ инкекре икĕ çын вилнĕ, виççĕн суранланнă. Икĕ тĕслĕхĕнче те куракансен кăтартăвĕсем тăрăх вилнĕ водительсем ÿсĕр пулма пултарни паллă. Ку тĕлĕшпе экспертсем ĕçлеççĕ. Кунсăр пуçне ÿсĕр водительсене пула тепĕр виçĕ инкек (учета кĕменнисем) те пулнă.

Иртнĕ çур çулта вара çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăснă тата медицина тĕрĕслевне тăма хирĕçленĕ 45 водителе административлă майпа явап тыттарнă.

Июльте "Нетрезвый водитель" ятарлă мероприяти ирттертĕмĕр. Пирĕнпе пĕрле полицин штатра тăман сотрудникĕсем, участковăйсем, патрульпе пост сотрудникĕсем те çула тухрĕç. Пурĕ виçĕ ушкăн йĕркелерĕмĕр. Профилактика мероприятийĕ вăхăтĕнче административлă майпа 5 водителе асăрхаттарнă, вĕсене пурне те вырăнти çулсем çинче чарнă.

Инкек куçа курăнса килмест теççĕ. Çавăнпа та çамрăксен те, аслисен те çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмалла.

 

С. Иванов,

ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика