26 июля 2014 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Президенчĕпе Владимир Путинпа тĕл пулнă. Михаил Игнатьев патшалăх пуçлăхне 2012 çултан тытăнса Чăваш Енре демографи лару-тăрăвĕ лайăхланма тытăнни пирки каласа панă. 2013 çулта пурăнакансен шучĕ 1027 çын чухлĕ ÿснĕ. Ку тенденци сыхланса юлать. Нумай ачаллă çемьесенчи ачасен шучĕ юлашки 2 çул хушшинче 11 процент ÿснĕ.
Обществăпа политика тĕлĕшĕнчи лару-тăру республикăра тăнăç. 128 наци тата 8 йăх представителĕ килĕштерсе, хăйсен традицийĕсене, пурнăç мелĕсене тата культурине сыхласа хăварса пурăнать. Çакă нумай енлĕ Раççей культурин уйрăлми пайĕ пулса тăрать.
Михаил Игнатьев çавăн пекех Раççей Президентне республикăра граждансен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас, шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсене тăвассин программине пурнăçлас ĕçсем мĕнле пынă пирки, Чăваш Енĕн кăçалхи экономика аталанăвĕн прогнозĕсем çинчен каласа панă.
Сăмах май. Раççей Президенчĕн 2012 çулхи майăн 7-мĕшĕнчи указĕсемпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикинче çул-йĕр карттисенче палăртнă пур кăтартусем те çирĕп пурнăçланса пыраççĕ. Кăçалхи январь - май уйăхĕсенче республикăра ĕçлекенсен уйăхри вăтам ĕç укçи шайĕ 20126 тенкĕпе танлашнă. Тухтăрсен вăл 26650 тенкĕ (хушма ĕçсене пурнăçланине шута илмесĕр), учительсен 21190 тенкĕ, ача сачĕсен воспитателĕсен 19250 тенкĕ пулнă. Сывлăха сыхлассин сферине илес пулсан 2013 çулта, 2010 çулхипе танлаштарсан, çынсем вилесси чакнă.
2010 çултан тытăнса Чăваш Енре çынсем пурăнассин вăтам тапхăрĕ 2 çул чухлĕ ÿснĕ, 2014 çулта 70,7 çулпа танлашмалла. Обществăра социаллă тата политика лару-тăрăвĕ лайăхланса пынă май çынсем ыранхи пурнăçа шанăçпа пăхасси ÿссе пырать. Çакă демографи лару-тăрăвĕнче те палăрать. Акă виçĕ, тăватă тата пилĕк ачаллă çемьесен шучĕ 11 процент ÿснĕ.
2011 - 2013 çулсенче шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсене 23 ĕçе кĕртнĕ. Кăçал 14 ача сачĕ хута яма палăртнă. 2011 - 2015 çулсенче Чăваш Енре 49 ача сачĕ хута яма тата реконструкцилеме, ачасем валли хушма 20 пин вырăн йĕркелеме, çапла вара ача сачĕсенчи черетсен ыйтăвне пĕтĕмпех татса пама палăртнă.
2012 çулхи июлĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2019 çулта Шупашкар хулине никĕсленĕренпе 550 çул тата 2020 çулта Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине уявласси пирки Указа алă пуснă. Çавна тĕпе хурса Раççей Федерацийĕн Правительствин 2013 çулхи январĕн 28-мĕшĕнчи 74-р номерлĕ хушăвĕпе уяв кунĕсене паллă тăвассипе туса ирттермелли мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Культура, физкультурăпа спорт, сывлăх сыхлавĕн тата транспорт инфраструктурин чылай объектне реконструкцилеме пăхнă. Вĕсем çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăраççĕ.