26 июля 2014 г.
Хресчен мĕн ĕлĕкрен çĕре унăн пулăхлăхĕшĕн хакланă. Шăпах вăл тухăç мĕнле пулассине витĕм кÿрет-çке. Тăпра вăл - хăйĕн саккунĕсемпе пурăнакан тата аталанакан тытăм тесен те йăнăш пулмĕ. Тыр-пул, пахча çимĕç, йывăç-тĕм лайăх ÿссен çĕр пулăхлăхĕнче иккĕленÿ çуралас çук. Анчах та тăпрара пĕр-пĕр ĕç е япала япăхлансанах ырă мар улшăнусен черечĕ пуçланнине пула вăл пахалăхне çухатнине кашниех ăнланать пулĕ тетĕп. Çапах лайăх сийпе тимлĕ пуласси пирки манаççĕ çав нумайăшĕ. Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн ĕçченĕсем кашни çулах ку енĕпе йĕркене пăснă тĕслĕхсене "тăрă шыв çине кăлараççĕ".
Çакăншăн РФ КоАП-ĕн 8.6 статйин 1 пайĕпе айăплаççĕ. Пĕлтĕр 11 çĕр лаптăкĕ тĕлĕшпе асăннă статьяна "хута яма" тивнĕ. Пĕтĕмпе инспекторсем 6,7 гектар çĕр шар курнине тупса палăртнă.
Палăртмалла, районсен администрацийĕсем те çакнашкал пулăмсем пирки управление пĕлтереççĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, 8 районтан килнĕ 30 çырăва тишкернĕ. Çав шутра çынсем хăйсем тĕллĕн çĕрĕн çиелти сийне хырса илни пирки 9-ĕшĕнче çырса кăтартнă.
Пĕтĕмпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем пĕлтернĕ тăрăх ирттернĕ тĕрĕслевсен кăтартăвĕсем юридици вăйĕнчи 6, должноçри 5 çынна тата 18 гражданина административлă майпа явап тыттарма хистенĕ. Çав шутра - паха сие сая янишĕн те.
Кунашкал киревсĕрлĕхе Шупашкар, Çĕрпÿ, Хĕрлĕ Чутай, Елчĕк, Вăрнар, Улатăр, Муркаш районĕсенче палăртнă.
Акă Вăрнар районĕнчи Пăртас ялĕнчи пĕр хĕрарăм ял хуçалăх продукцийĕ туса илмешкĕн 47,065 гектар çĕр арендăна илнĕ. Анчах та çак лаптăкри пĕр лапам (0,0562 гектар) тĕлĕшпе инспекторсен ыйтусем сиксе тухнă. Ара, унта пĕве тума пуçланă. Çавна май тарăн шăтăках куç умне тухса тăнă. Паллă ĕнтĕ, паха сий "шăрши" те юлман унта. Çак ĕçе пуçарма ирĕк паракан документсем пулманни - пĕр ыйту. Ку тĕслĕхре рекультиваци ĕçĕсем пирки калаçни те вырăнсăр пулĕ, унта проект та хатĕрлемен.
Çĕмĕрле районĕнче вара хăйăр кăларасшăн пулнипе 0,22 гектар çинчи пулăхлă тăпра шар курнă. Çакăншăн яваплă обществăна 22 пин тенкĕлĕх штрафланă.
Муркаш районĕнчи Ильинка ял тăрăхĕн территорийĕнче те хăйăр кăларма тытăннă пĕр общество паха сие упраса хăварас тесе тăрăшман. Çĕре пăсни пирки управление уйрăм çын пĕлтернĕ. Унта та обществăн çĕр ĕçĕсем ирттерме ирĕк паракан документсем пулман. Ку хутĕнче те - 22 пин тенкĕлĕх штраф.
Елчĕк районĕнчи Кушкă арçынни те строительствăн çак материалне 3 тоннăна яхăн кăларнă май çĕрĕн çиелти пайне хырса илнĕ. Унăн та штраф тÿлемелле тата çав лаптăка усă курма юрăхлă тумалла.
Улатăр районĕнчи Алтышево ял тăрăхĕнче те çакнашкал ÿкерчĕк тухса тăнă. Кунта хăть пулăхлă сие (380 кубла метр) хăйăр кăларнă вырăнпа юнашар купаласа хунă. Шăтăкĕ вара 1,5-2 метр тарăнăшех пулнă. 0,19 гектара шар кăтартнă çын яваплăхран, паллах, хăтăлайман.
Çул-йĕр тăвакан тата юсакан пĕр предприятин ĕçне вара пĕрре кăна мар тĕпчеме тивнине палăртаççĕ инспекторсем. "Ĕçне" терĕм-ха та, кунта пулăхлă сие вырăнтан куçарни пирки сăмах пынине палăртса хăварам. Шупашкар районĕнче, сăмахран, вĕсем 25 тăваткал метр чухлă лаптăка чавса пĕтернĕ. Иртнĕ çулсенче общество ĕç-хĕлне пула Муркаш, Вăрнар районĕсенчи ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем вакланнă.
Каламалла, инспекторсен асăрхаттарăвĕсене пĕтерме тăрăшаççĕ общество ĕçченĕсем. Шанас килет, çакăнта штрафсем кăна мар, пулăхлă сие пăсни çĕрсен ял хуçалăх пахалăхне чакарнине ăнланни витĕм кÿнĕ. Пулăхлăха тавăрасси вара питĕ тăкаклă та кăткăс ĕç. Ăна вăхăтра пурнăçламанран лаптăка пусă çаврăнăшĕнчен кăларма пултарас хăрушлăх тухса тăрать-çке.
Н. Васильева,
управлени ĕçченĕ.