Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçе чун туртнипе пурнăçласан

26 июля 2014 г.

 

Татьяна Львовăпа ĕç вырăнĕнче паллашрăмăр. Ăнсăртран темелле мар. Çак хастар та пултаруллă хĕрарăм пирки район хаçатĕнче çырса кăларма вулакансем шăнкăравларĕç. Унăн вăхăт сахаллине ăнланатăп, çапах та манпа калаçма вăл кăштах вăхăт уйăрма май килнине пĕлтерчĕ.

Татьяна Ильинична Львова - Шурчари ветеринари участокĕн заведующийĕ. Çак ялтанах. 2001 çултанпа ку ĕçре. Унччен вара Хусанти патшалăх ветеринари институтне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн 1993 - 2001 çулсенче Çатракассинчи ветеринари участокĕнче вăй хунă.

Ветеринари участокĕнче вăй хуракансем пăхса тăракан участок пĕчĕк мар. Ярапайкасси ял тăрăхне кĕрекен "Герой" хуçалăхра, кашни ялпа хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче мĕн чухлĕ выльăх-чĕрлĕх тытнине вăл алă çинчи пÿрнесем пекех лайăх пĕлсе тăрать. Çакă хамăр калаçуранах аван курăнчĕ. Ку тĕлĕшпе вара Валентина Тимофеева фельдшерпа Алла Шурнова ветеринари санитарĕ те пысăк калăпăшлă ĕç пурнăçланине асăнчĕ ветеринари участокĕн заведующийĕ.

Ĕç калăпăшĕ тенĕрен. Асăннă участок Шурча, Кÿстерек, Çĕньял Шурча, Шуркасси, Вăрăмой, Ярапайкасси, Ермак, Милютакасси, Елача, Итакачкасси, Сыпай, Иштерек, Тури Тăмлай, Анатри Тăмлай, Çĕн Тăмлай, Вускасси ялĕсенче пурăнакансен килти хуçалăхĕсенчи выльăхсене пăхса тăрать. Калама кăна çăмăл - 16 ялта выльăх-чĕрлĕх тытакансем 835 хуçалăх. Выльăхсене пурне те кирлĕ пек пăхса тăрас пулать, профилактика мероприятийĕсене те ирттермелле, чирлĕ выльăхсене сиплемелле. Кун пек чухне пĕр выльăх патне пĕрре пырса кайнипе ĕç вĕçленмест. Сиплев ĕçĕ-хĕлĕ тепĕр чухне чылай вăхăта тăсăлать.

Кунсăр пуçне "Герой" ял хуçалăх производство кооперативĕн выльăхĕсене, Ярапайкассинчи Андрей Сорокин хуçалăхĕн 58 пуç ĕнине, Сергей Юхтановăн 500 пуç чăх-чĕппе индоуткисене тата цесарккисене, Владимир Хлебниковăн хресчен (фермер) хуçалăхне, "Герой" хуçалăх территорийĕнчи Валерий Григорьевăн 37 пуç усракан сурăх фермине те шута илес пулать. Сахалах мар.

- Çуран е маршрут автобусĕпе çÿрес пулсан ниепле те ĕлкĕрме май çук. Хамăн автомашина пуррипе кăна пур çĕре те вăхăтра çитме май тупатăп. "ВАЗ-21015" автомашинăпа куллен çула тухма тивет, - каласа парать участок ертÿçи.

Акă эпĕ пынă кун та Татьяна Ильинична çула тухма хатĕрленетчĕ. "Ярапайкассинчен йыхравларĕç, - пĕлтерчĕ вăл. - Инна Силова хуçалăхĕнче ĕнен пăруланă хыççăн мастит пулни палăрать, сиплес пулать. Итакачкассинчи Алексей Петров хуçалăхĕнче вара ĕнен çили çине шĕпĕнсем тухнă, блокада лартмалла пулать". Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе çыхăннă терминологие ăнлансах пĕтерейместĕп пулин те, çак ĕçсене туса ирттересси пĕлтерĕшлĕ пулнине каламасăрах ăнлантăм. Çавăнпа та выльăх тухтăрне Татьяна Львовăна хамăн ыйтусемпе урăх тытса тăма шухăш пулмарĕ. Пархатарлă ĕçре ăнăçусем сунса эпĕ унпа сыв пуллашрăм.

Çавна та каласа хăвармалла. Татьяна Ильинична хăйĕн мăшăрĕпе Олег Леонидовичпа виçĕ хĕр пăхса ÿстерет. Пĕринчен тепри маттур. Лаура ятли 11-мĕш класран вĕренсе тухнă ĕнтĕ. Снежанăпа Валерия шкула çÿреççĕ-ха. Вĕсем те ашшĕ-амăшĕнчен тĕслĕх илме тăрăшаççĕ. Улми улмуççинчен аякка ÿкмест тени тĕрĕсех пулĕ.

Шурчари ветеринари участокĕн ÿсĕмĕсене çирĕплетекен грамотăсем сахал мар. Вĕсем хушшинче çулталăк итогĕсемпе лайăх кăтартусем тунăшăн панисем те, территорие тирпей-илем кĕртес енĕпе ăнăçуллă пулнăшăн панисем те пур. Тĕлĕнме кирлĕ мар: ăçта ĕçри ăнăçушăн тăрăшаççĕ, унта йĕркелĕхпе тирпейлĕх ыйтăвĕсем те кайри вырăнта мар.

В. ШАПОШНИКОВ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика