26 июля 2014 г.
Чĕр чунсен ерекен хăрушă чирĕсем - сăмахран, сыснасен Африка чуми, ящур, Çĕпĕр язви, бруцеллез тата ытти те - хуçалăхсем пĕр-пĕринпе суту-илÿ тунă чухне те, транспорт урлă та сарăлма пултараççĕ. Тĕслĕхрен, чирлĕ выльăха е унран хатĕрленĕ продукцие тата ăна валли янтăланă апата пĕр хуçалăхран тепĕрне илсе кайнă май. Каламалла, хăш-пĕр амакĕ çынна ерме те пултарать.
Синкер çакнашкал пулăма сирес тĕллевпе Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн специалисчĕсем тĕрĕслев ĕçĕсене йышлатнă. Прокуратура çирĕплетнĕ планпа та, унта кĕртмен ытти мероприятисем те йĕркелеççĕ.
Сăмахран, кăçалхи 1-мĕш кварталта ГИБДД ĕçченĕсемпе çул çине 12 хутчен рейда тухса 97 автотранспорта тĕрĕсленĕ. Раççей Федерацийĕн Ветеринари çинчен калакан саккунне пăснă 6 тĕслĕхе тупса палăртнă.
Кунашкал контроль ĕçĕсен вăхăтĕнче инспекторсем пĕрешкелтерех кăлтăксемпе тĕл пулаççĕ. Çул çинче чарнă çынсен аллинче ытларах чухне выльăх, унтан хатĕрленĕ продукци, чĕр чунсен апачĕ е тĕрлĕ хутăш тĕлĕшпе ветеринари докуменчĕсем çук. Çавна май 3 çынна административлă майпа айăпламалла пулса тухнă. Тепĕр виççĕшĕ тĕлĕшпе пуçарнă административлă ĕçсене тĕпчеççĕ-ха.
Ветеринари докуменчĕсем пурри выльăх пирки иккĕленÿ çуратманни паллă. Мĕншĕн тесен унта ĕнене е вăкăра мĕнле прививка тунине тата ун тĕлĕшпе мĕнле тĕрĕслевсем ирттернине палăртаççĕ. Выльăх пурăннă вырăнта ытти чĕр чун вăл е ку чирпе аптăранине те çыраççĕ.
Клеймо çаптарни те шанчăклăха ÿстерет. Мĕншĕн тесен çакăн умĕн ветеринарипе санитари экспертизи ирттереççĕ.
Çакнашкал йĕркесĕрлĕхсем пирки ГИБДД сотрудникĕсем хăйсем те пĕлтереççĕ. Акă, нарăс уйăхĕнче Çĕрпÿрен ярса панă материалсенех илер. Унта Комсомольски район çыннине тытса чарнă. Вăл мăйракаллă шултра 2 выльăха ветеринари докуменчĕсемсĕр турттарнă. Уншăн ăна 3,5 пинлĕх штрафланă. Сăмах май, штраф виçи пĕлтĕр кăна темиçе хутченех пĕчĕкчĕ. Çурла уйăхĕччен асăннă йĕркесĕрлĕхшĕн 500-1000 тенкĕлĕх штраф шыраса илме пултарнă. Вăкăр-пăрушкана йÿнĕпе туянса, кайран хаклăпа сутса услам тăвакансемшĕн пысăк сумма мар ĕнтĕ. Çавăнпа та пĕр çынсемех темиçе хутчен те инспекторсен куç тĕлне пулатчĕç. Темиçе хутчен те асăрхаттарма тиветчĕ вара вĕсене.
Палăртмалла, Ветеринари çинчен калакан саккунсене пăснăшăн должноçри çынсене 30-40 пин тенкĕлĕх, организаци-хуçалăхсене 300-500 пин тенкĕлĕх штрафлама пултараççĕ. Паянхи штрафсен виçи йĕркене хăнăхтарать пулĕ.
Çав арçынна та, выльăх сутнă çынсене те явап тыттарма тивнĕ. Вĕсене выльăха ветеринари докуменчĕсемсĕр сутнăшăн 500 тенкĕлĕх штрафланă. Тĕрĕсрех каласан, çапла пулса тухать, выльăха сутакана та, туянакана та кирлĕ документсем хатĕрлемесен, явап тыттараççĕ.
Асра тытăр, груз хуçин водителе çула тухиччен ветеринари свидетельстви памалла.
Ветеринари правилисемпе килĕшÿллĕн выльăха хăвăр пурăнакан районта вырнаçнă ялтанах туянсан та асăннă документ кирлĕ. Сирĕн ялта кам выльăх тухтăрĕнче ĕçлени те пĕлтерĕшлĕ. Районтан района куçарас чухне - сăмахсăрах çак хута илмелле.
Выльăхран хатĕрленĕ апат-çимĕç тĕлĕшпе те ятарлă документ кирлĕ. Утă-улăм е комбикорм туяннă чухне те çакнашкал хутпа тивĕçтермелле.
Асăннă документсем пулмасан вара грузсем япăх пахалăхлă шутланаççĕ, вĕсене сутма юрамасть, утилизацилемелли е тĕп тумалли кăна юлать.
Акă тата Элĕк районĕнче кăрлач уйăхĕнче Туркменистан çыннине тытса чарнă. Вăл Вăрнар районĕнчен Чул хула облаçне икĕ выльăх какайне илсе кайма тухнă. Анчах ветсанэкспертиза туман тата кирлĕ документсем пулман унăн. Какая тÿрех лабораторие ăсатнă. Йĕркене пăснă тĕслĕх çинчен вара какая илсе кайнă регионти Россельхознадзорăн управленине пĕлтернĕ. Телее, какай çиме юрăхлăскер пулнă.
Тепĕр хут çакна аса илтерес килет:
- район территорийĕнче 4-мĕш формăллă ветеринари справки кирлĕ,
- районтан илсе тухса Раççей территорийĕ тăрăх каяс чухне 1-мĕш, 2-мĕш, 3-мĕш формăллă ветеринари свидетельствисем илмелле.
1-мĕш формăллине выльăх тĕлĕшпе, 2-мĕш формăллине какай тата выльăхран хатĕрленĕ продукци тĕлĕшпе, 3-мĕш формăллине чĕр чун апачĕ тĕлĕшпе ветеринари ĕçченĕсем параççĕ.
Инспекторсем досмотрсем те ирттереççĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, апат тата унта хушмалли япаласен 49 партин пахалăхне хакланă. Выльăх тата унран хатĕрленĕ продукцие турттарнă чухне ветеринари йĕркисене пăхăнманшăн 14 протокол çырма тивнĕ, 17,5 пин тенкĕлĕх штрафланă.
Н. Емельянова,
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн чикĕри ветеринари контролĕн пайĕн пуçлăхĕ.