Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лайăххи нумай, çитменлĕх те пур

26 июля 2014 г.

 

- Кăткă пек ĕçлеççĕ,  чун савăнса тăрать, - терĕç районăн Хисеплĕ гражданинĕсем В.С. Красновпа В.И. Вязов Е.А. Андреев ячĕллĕ хуçалăх уйĕнче иртнĕ юн кун. Умлăн-хыçлăн 5 комбайн Муркаша пырса кĕнĕ çĕрти сылтăмри уйра кĕрхи тулла вырса çапать. Çак мăнаçлă ĕç шавĕ мĕн тери чуна çывăххине сăмахпа каласа та пама çук. Çак кун ветерансем район администрацйĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕпе - экономика, ял хуçалăх аталанăвĕн тата муниципалитет харпăрлăхĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен управленийĕн ертÿçипе В.К. Ананьевпа шăпах ял хуçалăх предприятийĕсене рейда тухрĕç.

 Мĕнле ĕçлет паянхи ăру? Мĕнпе сывлать ял ĕçченĕ; Çак ыйту кăсăклантарчĕ вĕсене.

Паян вара районти ял хуçалăх предприятийĕсен уйĕсенче хĕрсех сенаж-силос тăваççĕ. Тыр-пула пухса кĕртес ĕç те хĕрсех пырать. "Уяр кунăн кашни саманчĕпе туллин усă курмалла. Кирлĕ пулсан, ытти хуçалăхсен пушаннă комбайнĕсемпе усă курмалла. Вĕсен ертÿçисемпе килĕшÿ тумалла", - терĕ ытлари кун ял хуçалăх предприятийĕсен тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура  район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев.

Каланă - тунă. Шăп та лăп тепĕр кунне Е.А. Андреев яч. хис. хуçалăхра умлăн-хыçлăн 5 комбайн вырмана тухрĕ. Иккĕшĕ "Свобода" хуçалăхăн, ыттисем Пихтеров, Толикин, Толстов хресчен (фермер) хуçалăхĕсен. 

- Вăхăта сая ярас мар тесе халь хамăн хуçалăхри автомашинăна чĕнсе илтĕм, - терĕ А.Н. Пихтеров  водитель кабинăран тухсан. Ĕçе районта çапла пĕр-пĕрне пулăшмалла йĕркеленипе кунта ĕçлекен хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертÿçисем те питĕ  кăмăллă.

- Пире çапса илнĕ тыррăн 20 процентне параççĕ. Мĕншĕн ĕçлес мар, - теççĕ вĕсем.

Лаптăкĕ те пĕчĕк мар кунта - 250 га. Çитменнине кунта тырри те, халăхри пек каласан, йăтăнать кăна. 33 центнертан та  иртет тухăçĕ пĕр гектар пуçне.

 - Тухăçĕ тата ытларах тухатчĕ-и удобренисемпе усă курсан; Тепĕр çул тĕрĕслесе пăхатăп. Ял хуçалăх ертÿçисен канашлăвĕнче палăртнă пек, эксперимент туса пăхатăп-ха. Çак уйăн çуррине удобренипе усă курса, тепĕр çуррине паянхи пек майпа ĕçлесех акăпăр, - тет хуçалăх ертÿçи В.И. Семенов.

Çĕре сухаламасăр акмалли мелпе асăннă хуçалăхра чылай ĕçлеççĕ ĕнтĕ. Çак меслет вĕсене типĕ те шăрăх çулсенче те ытлашши "çапсах хуçмарĕ". Паян вара тухăçпа  савăнтарать кăна кĕрхи тулă. Тĕрĕссипе çак уйра, Виталий Иосифович каланă тăрăх, 10 çул удобрени сапман. Тулă çапла тухăçлă çитĕнесси пирки малтан шухăшламан та вăл.

Сăмах май каласан, Е.А. Андреев яч. хис. хуçалăх ăнăçу çулĕпе утма пуçларĕ юлашки çулсенче. Пĕлтĕрхи çула та тупăшлă вĕçлерĕ. Утта та кунта палăртнинчен кăçал та пĕлтĕрхи пекех 2 хута яхăн ытларах хатĕрлерĕç. Кĕрхи культурăсем акма 400 га çĕр хатĕрленĕ те.

Ăнăçлă мирлĕ ĕç шавĕпе хăпартланнă ветерансем  "Оринино" уйнелле çул тытрĕç. Кунта та комбайнсем хĕрсех тырă выраççĕ. 4 комбайнран иккĕшĕ Акимов хресчен (фермер) хуçалăхĕн, пĕри - "Востокран".

-Уй тепĕр вĕçне анса хăпарсан бункер тулать, - кăмăллăн калаçать "Восток" комбайнерĕ Валерий Уткин.

"Оринино" хуçалăх - районта ура çинче çирĕп тăракан хуçалăхсенчен пĕри. Çыннисем кунта ĕçлеме юратаççĕ. Выльăх апатне хатĕрленĕ çĕрте те хуçалăхăн мĕн пур специалисчĕсем ĕçлеççĕ.

Силоса та палăртнинчен 30 процента яхăн ытларах хатĕрлерĕç. Хуçалăх кĕрхи культурăсем акма çĕр хатĕрлессипе те  лайăх ĕçлет. Çур акине те кунта ытти хуçалăхсенчен маларах тухса маларах вĕçлерĕç ĕçсене. Халиччен усă курман çĕрсене те  ĕçе кĕртрĕç. Анчах та кунта пусă çаврăнăшне кĕртмен çĕр лаптăкĕсем татах та юлнă иккен.

- Пур çĕрпе кирлĕ пек усă куртарас килет, - теççĕ ветерансем.

Кĕрхи культурăсем акма çĕр хатĕрленĕ чух та, çитес çул çур акинче те асăннă хуçалăхра çакна асра тытаççĕ пулĕ-ха.

Çакăн пек паянхи куна усă курмасăр хăварнă çĕрсем Ильинка, Шетмĕпуç, Катькас ял тăрăхĕсенче те нумай-ха.

 Вулакансем астăваççĕ пулĕ, икĕ çул каялла республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пирĕн районта пулнă чухне, кунта республика шайĕнчи канашлу ирттернĕ чухне, çапла каланăччĕ: "Пĕр тăваткал метр çĕр лаптăкĕ те усă курмасăр пушă выртмалла мар".

Пирĕн район шăпах çак задачăна мала хурать те. Юлашки 3 çулта кăна халиччен усă курмасăр выртнă çĕрсене 2 пин гектар ытла ĕçе кĕртрĕç. Ку енĕпе уйрăмах лайăх ĕлекенсене те асăнса хăварас килет. Юнкă ял тăрăхĕнчи çĕрсене "Юнкă" (малтан ВаСем" теттĕмĕр) чикĕллĕ явпаплăхлă общество нумай ĕçе кĕртрĕ. "Путь Ильича" агрофирма" чикĕллĕ яваплăхлă общество Хорнуй ял тăрăхĕнчи çĕрсене йĕркене кĕртсе çитернĕ хыççăн Ярославка тата ытти ял тăрăхĕсенчи çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртрĕ. Ку енĕпе Элĕксене те "пулăшать". 2 комбайн халĕ унта акнă тыр-пула пуçтарать. Афанасьев Х(Ф)Х те Ярославка ял тăрăхĕнчи çĕрсене нумай ĕçе кĕртрĕ. Çатракасси ял тăрăхĕнче ку енĕпе Сретинский Х(Ф)Х ăнăçлă ĕçлет. Кунта Чкалов яч. хис. хуçалăх та тăрăшать ку енĕпе. Ярапайкасси ял тăрăхĕнчи çĕрсене "Бездна", Катькас ял тăрăхĕнчи çĕрсене "Гея" Х(Ф)Х ял хуçалăх çаврăнăшне сахал мар кĕртрĕç. Ку ĕç халĕ малалла пырать.

Çĕр лаптăкĕсене "инвентаризацилес" ĕç те малалла пырать. Ун вăхăтĕнче шăпах тĕллевлĕ усă курман çĕрсем те куç умне "сиксе" тухаççĕ. Апла пулсан, пушă выртакан çĕрсене йĕркене кĕртессипе лару -тăру татах та лайăхланмалла. Çитес çул вĕсем çинче те тыр-пул кашласа ÿсессе, вĕсенче те паянхи пек мирлĕ ĕç шавĕ, комбайн сасси кĕрлесе тăрасса шанас килет.

Л. Павлова.

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика