26 июля 2014 г.
Чăваш Республикин конкурентлă политикăпа тарифсен патшалăх службин йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн республика шайĕнче июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ăшăшăн, шывшăн, таса мар шыва юхтарса кăларнăшăн, электроэнергишĕн, газшăн тÿлесси ÿсни пирки хаçатăн иртнĕ номерĕсенче çырнăччĕ. Коммуналлă услуга хакĕсенче çĕнĕлĕх татах та пур. Вĕсемпе паллаштарма "Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн ертсе пыракан компанийĕ" чикĕллĕ яваплăхлă обществăн директорĕ Николай Любимов кăмăл турĕ.
- Николай Валентинович, нумай хваттерлĕ çуртра ăшă энергине шута илекен счетчик лартман пулсан услугăшăн тÿлесси нормăпа килĕшÿллĕн пулса пырать, çапах та çакă мĕнрен килет-ха?
- Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн кăçалхи 211 номерлĕ постановленийĕпе килĕшÿллĕн ăшă энергийĕшĕн тÿлесси çĕнĕ нормативпа пурнăçланать. Коммуналлă услугăсен çирĕплетнĕ нормативне тĕпе хурса 2014 - 2015 çулсенчи тапхăртан пуçласа хутса ăшăтмалли тапхăршăн кăна тÿлетпĕр, ку тапхăра çичĕ уйăх кĕрет. Нумай хваттерлĕ çуртра ăшă энергийĕпе усă курнăшăн нормативпа тÿлесси çак çурта хăш çулта хута янинчен килет: 1999 çулччен е ун хыççăн.
- Тÿлевре çуртăн хутне шута илеççĕ-и?
- Çĕнĕ йĕркепе çакăнта çĕнĕлĕх кĕртнĕ. Нормативпа тÿлесси çын çуртăн миçемĕш хутĕнче пурăннинчен килет. Иккĕмĕш хутра пурăнакансен вăтам ÿсĕмĕ 19,5 процентпа танлашать. Виççĕмĕш тата ун хыççăнхи хутра пурăнакансен тÿлевĕ вара пĕчĕкрех пулать.
Тĕслĕхрен, иккĕмĕш хутри 32,7 тăваткал метрлă пĕр пÿлĕмлĕ хваттере хутса ăшăтнăшăн пĕр уйăхра 2105, 50 тенкĕ е хутса ăшăтмалли тапхăрта 14738,50 тенкĕ тÿлемелле. 48,9 тăваткал метрлă икĕ пÿлĕмлĕ хваттершĕн пĕр уйăхра - 3148,60 тенкĕ е хутса ăшăтмалли тапхăрта - 22040,20 тенкĕ.
Çÿлерех асăннă калăпăшлă виççĕмĕш хутри пĕр пÿлĕмлĕ хваттершĕн уйăхне 1323,2 тенкĕ е хутса ăшăтмалли тапхăрта 9262,40 тенкĕ кăларса хума тивĕ. 48,9 тăваткал метрлă икĕ пÿлĕмлĕ хваттершĕн пĕр уйăхра 1978,73 тенкĕ е 13851,11 тенкĕ - хутса ăшăтмалли тапхăрта.
- Нумай хваттерлĕ çуртра капиталлă юсав ĕçĕ ирттерме вара мĕн чухлĕ тÿлеме тивĕ?
- Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн иртнĕ çулхи 513 номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн нумай хваттерлĕ çуртри харпăрлăхçăсен пĕрлехи çак пурлăха - çурта - капиталлă юсав туса хăтлăх кĕртме 2014 çулта пĕр тăваткал метршăн - 5 тенкĕ те 20 пус, 2015 çулта - 5 тенкĕ те 50 пус, 2016 çулта - 5 тенкĕ те 80 пус тÿлемелле пулĕ.
Р. МАКАРОВА калаçнă.