Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Хĕллехи" вăхăт патне

26 июля 2014 г.

 

ИНТЕРФАКС пĕлтернĕ тăрăх РФ Президенчĕ В. Путин  "хĕллехи" вăхăт патне таврăнмалли çинчен калакан саккуна алă пуснă.

Саккун кăçалхи октябрĕн 26-мĕшĕнчи 02.00 сехетре вăя кĕрет. Документра палăртнипе Раççейре пурĕ 11 сехет зонине çирĕплетнĕ, сезона кура вăхăта куçарассине пăхса хуман.

Çапла май Раççейри чылай субъектра сехет йĕпписене пĕр хутчен пĕр сехет каялла куçараççĕ те малашне урăх куçармĕç. Сехет зонисенче хăйсен вырăнти вăхăтне Мускав вăхăтне никĕсе илсе шутлĕç.

Аса илтеретпĕр, парламентпа правительство та "хĕллехи" вăхăт пирки ку таранччен пĕрре мар çивĕч калаçу пуçарнă. Халĕ вăйра тăракан "çуллахи" вăхăт 2011 çулти июльтенпе пырать. Ăна ун чухнехи президентăн Д. Медведевăн пуçарăвĕ хыççăн йышăннă пулнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика