Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăтпа усă курса, пĕрне-пĕри пулăшса

26 июля 2014 г.

 

Июлĕн 23-мĕшĕнче Е. Андреев ячĕпе хисепленекен хуçалăх хирне    кÿршĕ хуçалăхсенчен пĕр "Вектор", икĕ "Палессе", икĕ "Агрос" комбайн тата вĕсем çумне çирĕплетнĕ автомашинăсем килсе çитрĕç, "Московская-39" сортлă кĕрхи тулăна вырма пуçларĕç. Асăннă хуçалăхра кĕрхи культурăсене 300 гектара яхăн лаптăк çинчен пухса пÿлмене хывмалла.

 Кунта хальлĕхе ку тĕлĕшпе техника çителĕксĕр, çавăнпа та район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев "çанталăк панипе усă курмалла, пĕр куна та сая ямалла мар, пĕрне-пĕри пулăшмалла" тенине тĕпе хурса, "Свобода", А. Пихтеров,        А. Толстов, П. Толикин  хуçалăхĕсемпе килĕшÿ тунă.

- Сирĕн хуçалăхра паян черетлĕ вырма. Ответлă тапхăра  пĕр тикĕс те çухатусемсĕр ирттерессе шанас килет. Умра кĕр кунĕсем пулнине тĕпе хурса вăхăтпа туллин усă курма тăрăшăр,  - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Владислав Ананьев тыр-пул вырса пухакансене ăнăçу сунса. 

Тырă пусси каюллă мар, çавăнпа та пĕр тан пиçсе çитнĕ тата вăл çум курăкĕсĕр, çавăнпа 200 ытла гектарлă уйра "хир карапĕсем" пĕр тикĕссĕн пычĕç. Кĕске самантрах бункер хыççăн бункер тулчĕ, пĕр автомашина хыççăн тепри йĕтем çине ăсанчĕ.

- Хуçалăхра вунă çул ĕнтĕ гербицидсăр, удобренисĕр ĕçлетпĕр, экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци туса илетпĕр. Апла пулин те тухăç япăх пулманччĕ. Вырма пуçланчĕ кăна-ха, çавăнпа та кăçалхи тухăç пирки калама тăхтăп. Пĕтĕмĕшле пăхсан вара начар мар.  Йĕтеме çĕнĕ тырă йышăнма хатĕрлесе çитертĕмĕр, сортламалли виçĕ агрегат та юсавлă. Унта ĕçлекенсем те пур. Тырă вырнаçтарма  калаçса татăлтăмăр. Паллах, хакĕ пĕчĕкрех, апла пулин те хальтерех вырнаçтарни лайăх, - каласа парать хуçалăх ертÿçи Виталий Семенов лару-тăрупа паллаштарнă май.

Хуçалăхра улăм саппасĕ чылай, çавăнпа та ăна вакласа кăна хăвараççĕ. Хăш культура пулнине шута илсе халăх валли каярах янтăлаççĕ.

Кĕрхи культурăсене ытларах лаптăк çине акса-лартса хăварни лайăх. Çакна ытти çулхи лару-тăру та çирĕплетет. Е. Андреев ячĕпе хисепленекен хуçалăхра  кĕрхи культурăсене 400 гектар çинче акма палăртнă, ку калăпăш ытти çулхи майлах. Уй-хире хатĕрлесе çитернĕ те ĕнтĕ. Кĕçех ĕç шывĕ унта та куçĕ. Пахалăхлă вăрлăх тата сĕрмелли-çунтармалли материал çителĕклĕ.

Р. Илларионова.

Сăн ÿкерчĕксенче:          М. Моисеевпа П. Петров  комбайнерсем (сулахайран сылтăмалла)* "хир карапĕсем" - тырă пуссинче. 

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика