23 июля 2014 г.
Çак кунсенче Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçланнăранпа 100 çул çитнине палăртаççĕ. Манăн алăра сăн ÿкерчĕк. Вăл пĕр ĕмĕр каялла тунăскер. Ăна Мăн Сĕнтĕрте пурăнакан рисовани учителĕнче ĕçленĕ Валентина Константиновна Бочкарева усрать. Унăн ашшĕ, Константин Гаврилов, художник пулни çинчен хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ. Сăрăпа ĕçлеме пултарнисĕр пуçне вăл фото ĕçне те вĕреннĕ. Хăй укçипе ятарласа фотоаппарат туяннă.
Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçланичченех ăна салтака илеççĕ. Ун чухне Хусанта резерври полк тăнă. Салтаксене çар ĕçне вĕрентнĕ. Унсăр пуçне патша çарĕ валли кĕçĕн офицерсем хатĕрлекен курссем те ĕçленĕ. Чăвашран тухнă вĕреннĕ çынсем унта пĕлÿ илсе кайран фронтра командирсем пулса çапăçни çинчен кĕнекесенче вуласа пĕлме пулать.
Çакăн пек резерври полкра службăра тăнă та К.Г. Гаврилов. Вăл оформитель тата фотограф тивĕçĕсене пурнăçланă, должноçĕ - мастеровой. Мĕнле вырăнлă сăмах.
Паллах, салтаксене 1914 çултанпа фронта янă. Кашнине хăйĕн шăпи кĕтнĕ. Бочкаревсен кивĕ сăн ÿкерчĕксен альбомĕнче ун чухнехи вăхăта сăнлакан сăн ÿкерчĕксем сахал мар. Пысăк пахалăхлă пулнăран, чуна хумхантарнăран усранă пулас вĕсене К.Г. Гаврилов.
Константин Гаврилович Турай ял тăрăхĕнчи Çулав ялĕнче çуралнине асăнса хăварар. Патша çарне ăна 1910 çулхи сентябрĕн 18-мĕшĕнче илнĕ. Унăн тăван шăллĕсем те Пĕрремĕш тĕнче вăрçи витĕр тухнă. Ананий Новгород кĕпĕрнинчи Окуловкăра çар госпиталĕнче фельдшер пулнă, Василий Хĕвел анăç фронтĕнче передовойĕнче çапăçнă. Тăшман газ ярса атака ирттерсен унăн куç курасси япăхланнă. Кайран вăл чаплă кĕслеçĕ пулнипе палăрнă.
Çулавра халĕ К.Г. Гавриловăн мăнукĕ Григорий Алимович пурăнать, Турайра - аппăшĕн Евдокийăн хĕрĕ Инна Яковлева.
Кивĕ сăн ÿкерчĕксем, вĕсене ятарласа картун хут çине çыпăçтарнă пирки, çĕтĕлмеççĕ. Авалхи сăн ÿкерчĕксем ун чухне пурăннă çынсен ăшри туйăмĕсене аванах уçса параççĕ. Çулсем иртнĕ май вара вăл вăхăт историе кĕрсе юлать.
Тамара ВЕРЕНДЕЕВА.
Шупашкар хули.