Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăртлă-туллă … - ним те мар

23 июля 2014 г.

 

Сăртлă-туллă вырăнсенче чупассипе июлĕн 20-мĕшĕнче Мари Эл Республикин уçă ăмăртăвĕ иртнĕ. Горномарийски районĕнчи Виловатово ял тăрăхĕнчи старта тухма пирĕн район команди те малтанах хатĕрленнĕ иккен.

- Эпир çак ăмăртăва пĕрремĕш çул кăна хутшăнмастпăр. Ачасем те ăна пысăк кăмăлпа кĕтеççĕ, унта хутшăнма тăрăшсах хатĕрленетпĕр, - пĕлтерчĕ Вячеслав Киселев тренер. - Атăл хĕрринчи Аламнер тăвĕ çинче йĕркеленĕ трасса ачасемшĕн питĕ йывăр: 200 метр тата 300 метр çÿллĕш тăвалла хăпармалли вырăнсем пур, апла пулин те пирĕн воспитанниксем чăтăмлăхпа палăрчĕç. Муркаша лайăх результатсемпе таврăнтăмăр.

Ăмăртăва Раççейăн тĕрлĕ республикинчен спортсменсем йышлăн хутшăннине, çакна май кашни ÿсĕмрех тупăшу хĕрÿ пулнине калать Вячеслав Федорович. Апла пулин те 6 çухрăмлă дистанцире Роман Куликов 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Çак çĕнтерÿ вара Ромăшăн уйрăм пĕлтерĕшлĕ: вăл, 1999-2000 çулсенче çуралнисен ÿсĕмĕнче ăмăртнăскер, хăйĕн результачĕпе 1997-1998 çулсенче çуралнисене те кая хăварма пултарнă иккен.  Кăçалхине шутласан çак ăмăртура вăл пурĕ виçĕ хутчен çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Кĕçĕнреххисен ÿсĕмĕнче тупăшнă Анжела Федорова та 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Йывăр трассăна парăнтарса Анна Милютина 2-мĕш, Ваня Степанов 3-мĕш вырăна тухнă.

Ачасен çитĕнĕвĕсенче тренерăн тÿписĕр пулмасть. Апла В. Егорова ячĕллĕ спорт шкулĕн Вячеслав Киселевпа Игорь Смирнов тренерсен тăрăшулăхĕ те куç умĕнчех. Çуллахи каникулăн малтанхи уйăхĕнче вĕсем Муркаш шкулĕ çумĕнчи спорт профильне суйласа илнĕ ачасен лагерĕнче вăй хучĕç. Спортри хăш-пĕр нормативсене ачасем лагерь сменин пуçламăшĕнче тата вĕçĕнче мĕнле пурнăçланине танлаштарса пăхсан ачасем кунĕн-çĕрĕн тренировкăра пулнă тейĕн. Халĕ, лагерь вĕçленнĕ хыççăн та, пулас спортсменсене хăйсен вĕрентекенĕсемпе пĕрле кашни эрнерех Тойкилтĕ ялĕ çывăхĕнче курма пулать - вĕсен тренировкисем кунта иртеççĕ. Çак вырăна сăртлă вырăнта чупма сукмак пурришĕн, кунти асфальт çул çинче машинăсем сайра çÿренипе те суйласа илнĕ.

Ачасен спорт туртăмне ашшĕ-амăшĕ ăнланни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Акă Петр Белов (хаçат вулакансене унăн ывăлĕсен - Игорь тата Сергей Беловсен çитĕнĕвĕсем пирки те тăтăшах пĕлтерсе тăратпăр) ывăлĕсемшĕн спорт паллă вырăн йышăнмаллине вĕсем пĕчĕк чухнех шутланă. Пĕчĕкрен спортпа туслаштарнă, халĕ вара ăмăртусене пĕрле тухса çÿрет кăна мар, ачасен ушкăнне çула тухма та яланах пулăшу кÿрет. Акă Горномарийски районĕнчи ăмăртăва хутшăнма та вăл транспортпа пулăшнă.

Çакăн пек тăрăшуллă тренерсемпе ăнланакан ашшĕ-амăшĕ ытларах пулсан вара Муркаш ячĕ те спорт тĕнчинче час-часах янăрĕ.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика