23 июля 2014 г.
1967 çулта çуралнă е кĕçĕнрех граждансен 2015 çул вĕçлениччен йышăну тăвас пулать: пухăнакан пенсие йĕркелемелле е пĕтĕм взноссене пенсин страхланă пайĕ валли уйăрмалла;
2015 çултан тытăнса пенсин пухăнакан пайĕ пенсин хăйне уйрăм тĕсĕ пулса тăма тивĕç. Ăна гражданин хăйĕн ирĕкĕпе йĕркелет. Пухăнакан пенсие Раççей Пенси фончĕ те, çавăн пекех патшалăх тытăмне кĕмен пенси фончĕсем те йĕркелеме пултараççĕ.
Енчен те гражданин пухăнакан пенси валли асăннă срокчен пĕрре те пулин заявлени çырса панă е çырса парать пулсан, унчченхи пекех страховани взносĕсен 6 проценчĕ çавăн валли кайса тăрĕ, 10 проценчĕ - страхланă пенси валли. Çын пухăнакан пенсие йĕркелеме килĕшмест пулсан, ĕç паракан Пенси фондне страховани взносĕсене 16 проценчĕпех страхланă пенси валли куçарса тăрĕ.
Енчен те граждансем пенсин пухăнакан пайне сыхласа хăварасшăн пулсан, вĕсен 2015 çул вĕçлениччен хăйсен пухăнакан пенсине Раççей Пенси фончĕн кирек хăш территори уравленийĕнче инвестицилесси пирки заявлени çырса памалла.
Çавăн пирки аса илтеретпĕр. 2014 çултан тытăнса ертсе пыракан компание е патшалăх тытăмне кĕмен пенси фондне (НПФ) суйласа илесси пирки заявлени çырса парассин йĕрки улшăнчĕ. Унччен ăна патшалăх тытăмне кĕмен пенси фончĕсенче те çырма ирĕк пулнă, халĕ вара пĕр пенси фончдĕнчен тухса тепĕрне кĕме е ертсе пыракан компание суйласа илме заявление РФ Пенси фончĕн кирек хăш клиент службинче çырас пулать. Заявление нотариус çирĕплетнĕ пулсан почтăпа та ярса пама май пур. Патшалăх тытăмне кĕмен пĕр пенси фондĕнчен тухса тепĕрне кĕресси пирки заявленисене нумай функциллĕ центрсенче те йышăнаççĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен кăçал республикипе 9636 заявлени (районĕпе 82) йышăннă. Вăл шутран 48 проценчĕ (республикипе 32 процент) хăйсен пухăнакан пенсийĕсене РФ Пенси фондĕнчен патшалăх тытăмне кĕмен пенси фончĕсене куçарма кăмăл тунă. Заявительсенчен республикипе 49 проценчĕ (районĕпе 33 процент) патшалăх тытăмне кĕмен пĕр пенси фондĕнчен тепĕр пенси фондне куçас тенĕ, патшалăх тытăмне кĕмен пенси фончĕсенчен каялла РФ Пенси фондне куçакансем республикипе 2 процент тата районĕпе 29 процент. Ертсе пыракан компанисене суйласа илессипе заявленисем районĕпе 6 процент, республикипе 1 процентран каярах йышăннă.
РФ Пенси фончĕн
районти управленийĕ.