Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хатĕрленÿ ĕçĕсем пуçланчĕç

23 июля 2014 г.

 

2020 çулта пĕтĕм Раççей шайĕнче халăх çыравне ирттерме палăртнă. Ăна йĕркеллĕ хатĕрленсе ирттерес тĕллевпе çĕр-шывра çитес çул микроçырав ирттерме пăхнă. Ун пирки тĕплĕнрех патшалăх статистикин федераци службин районти пайĕн ертсе пыракан эксперт специалистне Зоя Иосифовна ВИНОГРАДОВĂНА каласа пама ыйтрăм:

- 2015 çулхи октябрь уйăхĕнче Раççей Федерацийĕн пур субъектĕнче те федерацин статистика тишкерĕвне, тепĕр майлă каласан халăхăн микроçыравне ирттереççĕ. Асăннă мероприятин тĕллевĕ - ачасем çуралассине ÿстерес, мăшăрсен тата çемье институтне çирĕплетес, çынсем вилессине чакарас, мигрантсене çĕнĕ вырăнта пĕрлешсе хутăшса пурăнма социаллă условисем туса парас, çынсен тĕрлĕрен демографи тата экономикăпа социаллă ушкăнĕсен пурнăç пахалăхне ÿстерес тĕллевпе патшалăх ирттерекен демографи политикин эффективлăхĕ пирки актуаллă официаллă статистика информацийĕ илесси.

Пĕтĕм Раççей Федерацийĕпе илес пулсан уйрăм кил-çуртра пурăнакан 2,8 млн. çынна ыйтса тĕпчеме палăртаççĕ. Ку вăл пĕтĕм халăхăн 2 проценчĕ пулать. Чăваш Республикинче 28 пин çынна ыйтса тĕпчеме пăхнă.

Халăхран ыйтса тĕпчессине переписчиксем 2015 çулхи октябрĕн 1 - 31-мĕшĕсенче туса ирттереççĕ. Вĕсем ун чухне суйласа илнĕ вырăнсене лекнĕ çурт-йĕрте пурăнакансем патне çитĕç, портативлă планшет компьютерĕсемпе усă курса даннăйсене ыйтса тĕпчемелли электрон листасене кĕртĕç.

Микроçырав ирттерме Чăваш Республикинче 71 шутлав участокĕ суйласа илнĕ. Вăл шутран 40 участок хуласен территорийĕсенче тата 31 участок ялсенче. Пирĕн район территорийĕнче икĕ участок суйласа илнĕ. 4.2.5 номерлĕ шутлав участокĕ Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче пулать. Микроçырава Мăн Сĕнтĕр ялĕнче ирттереççĕ. 1.3.5 номерлĕ шутлав участокĕ Йÿçкасси ял тăрăхĕнче. Микроçырава Тури Панкли тата Анатри Панкли ялĕсенче пурăнакансене хутшăнтараççĕ.

Кăçалах микроçырав ирттерессипе çыхăннă тĕрлĕрен мероприятисен комплексне пурнăçлама палăртатпăр. Сентябрьтех регистраторсем пурăнмалли çурт-йĕрпе ытти хуралтăсене пăхса тухĕç, даннăйсене вырăнсене тухса тĕрĕслĕç, пурăнмалли çуртсен адресĕсене палăртĕç.

Чăваш Республикинче тата муниципалитет йĕркеленĕвĕсенче халăхăн микроçыравне хатĕрленсе ирттерме Чăвашстата шаннă.

В. ШАПОШНИКОВ калаçнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика