Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Продукци туса илессине ÿстермелле, вырмана ăнăçлă ирттермелле

23 июля 2014 г.

 

Ĕнер, июлĕн 22-мĕшĕнче, район администрацийĕнче пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертÿçисем вырмана ирттерес ыйтупа пĕрлехи канашлăва пухăнчĕç. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев уçрĕ тата ертсе пычĕ. Чи малтанах вăл ял хуçалăх ĕçĕнчи ку таранчченхи ĕçе тишкерсе хакларĕ, çавăн пекех ответлă вырма тапхăрне ирттересси çинче чарăнчĕ.

- Выльăх-чĕрлĕх йышĕ тата унран туса илнĕ хăш-пĕр продукци калăпăшĕ чакни пăшăрхантарать. Çакăн сăлтавĕ, паллах, тĕрлĕрен.  Кашни ĕçе вара вăхăтра тума тăрăшмалла, «симĕс ĕç çи» пынипе пĕрлех вырма тапхăрĕ те пуçланчĕ. Паянхи куна "Путь Ильича" агрофирма тата А. Пихтеровăн хресчен (фермер)  тата «Оринино» хуçалăхĕсем вырмана тухрĕç, - терĕ Ростислав Николаевич  тĕп самантсем çинче чарăннă май.  

Оперативлă кăтарту тăрăх çак тапхăр тĕлне талăкри вăтам сăвăм 13,4 килогрампа  танлашать, ку  иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 0,5 килограмм ытларах. 6 хуçалăхри сăвăм районти вăтам кăтартуран пысăкрах. Енчен те Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăхри пĕр ĕне пуçне тивекен сăвăм 19,9 килогрампа танлашать пулсан, "Передовик" хуçалăхра - 6,4 килограмм.

Ял хуçалăх предприятийĕсем çулталăкăн пĕрремĕш çурринче  сĕт сутса 21 миллион тенкĕ тупăш илнĕ, анчах та çак продукцие туса илесси "Ударник" тата "Передовик" хуçалăхсемшĕн тăкаклă пулнă. Аш-пăш туса илесси иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен палăрмаллах  чакнă. 

Пĕтĕмĕшле илсен пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем меллĕ çанталăкпа туллин усă курса выльăх апачĕ янтăлаççĕ. Хăш-пĕр хуçалăхра вырмана хатĕрленессин юлашки тапхăрĕ пырать: юсав ĕçĕсене вĕçлесси, комбайнсене механизаторсемпе комплектласси, ĕç килĕшĕвĕсем туса  хире тухса кайиччен хăрушсăрлăх мероприятийĕсем ирттересси.

- Уй-хире 42 комбайн тухмалла, вăл шутран пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче 32 комбайн, ытти - хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче. Пĕр комбайн пуçне вырма ĕçĕн калăпăшĕ 360 - 370 гектар чухлĕ лекмелле, - паллаштарать пĕтĕмĕшле ĕç-хĕлпе  район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Владислав Ананьев.

Тырă типĕтмелли тата сортламалли техника  9 хуçалăхра пур, "Путь Ильича" агрофирмăрине иртнĕ çул хута янă, ку енĕпе халĕ  "Бездна" чикĕллĕ яваплăхлă обществăра тимлеççĕ. Ответлă тепĕр тапхăр вăл - тырă ампарĕсене дезинфекцилесси. Çак ĕçе кам тума ĕлкĕреймен,  пĕр куна та кая хăвармасăр пурнăçламалла. Çитес çулхи тухăç пирки шухăшлакансем вара кĕрхи культура валли çĕр хатĕрленĕ те ĕнтĕ. Çак ĕçе туманни малалла аталанма тĕллев тытманнипех танлашать. "Передовик" тата Мичурин ячĕллĕ агрофирма ку енĕпе çителĕксĕр ĕçленине палăртмалла.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев "Ударник" хуçалăхри лару-тăрупа уйрăммăн кăсăкланчĕ.

- Вырма ĕçĕ валли 3 комбайн хатĕр, кĕрхи культурăсене 400 гектар çинчен, çурхи культурăсене 1 пин те 100 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Кĕрхи культурăсене 450 гектар çине акса хăварма планларăмăр, - каласа парать асăннă хуçалăх ертÿçи В. Федоров.

 Вырма ĕçĕ уйрăмах ответлă тапхăр, çавăнпа та кунта ĕç хăрушсăрлăхне пăхăнни, ку тĕлĕшри техникăна юсавлă тытни тата комбайна техосмотр витĕр кăларни пысăк пĕлетрĕшлĕ. Çакă çыннăн кун-çулĕпе те çыхăннă. Апла пулсан кунта  уйрăмах ертÿçĕн тимлĕ пулмалла. Çакă тата ку тĕлĕшри ытти самант çинче Гостехнадзорăн районти инспекцийĕн ертÿçи Сергей Николаев чарăнчĕ.

- Çапла вара мĕн лартса ÿстернине меллĕ самантпа усă курса пĕр пăтăрмахсăр кĕске тапхăрта пухса илер, кĕрхи культурăсене вăхăтра акса хăварар. Çак ĕçсене маларах вĕçленисен ыттисене те пулăшасчĕ, - тесе вĕçлерĕ канашлăва Ростислав Николаевич.

Хăрушсăрлăх пирки асăннăран вырăнсенче хуçасăр, çурма ишĕлнĕ, усă курман объектсем - складсем, фермăсемпе сарайсем тата çакăн йышши ытти çуртсем -  çинчен те асăнмалла. Вĕсем те  хăрушлăх кăларса тăратма пултараççĕ. Çитменнине тата асăннă  объектсем ялсен сăп-сăпатне те илемсĕрлетеççĕ. Çавăнпа та вĕсем тĕлĕшпе тивĕçлĕ документ тумалла, арендăна памалла е пачах та сÿтсе пуçтармалла. Çавăн пекех ытти чылай ыйту  хускалчĕ канашлура.

Р. Илларионова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика