19 июля 2014 г.
Хаçат вулакансем ас тăваççех ĕнтĕ, çĕр-шывра халиччен пулман пысăк пĕлтерĕшлĕ проекта пурнăçа кĕртесси - пуйăссем пысăк хăвăртлăхпа çÿремелли "Мускав - Хусан - Екатеринбург" чукун çул магистральне тăвасси пирки иртнĕ çул хĕрÿ калаçусем пынăччĕ. Хаçат редакцийĕ те кун пирки çырсах тăчĕ. Унсăрăн епле-ха. Асăннă трасса Раççейăн 11 субъекчĕн территорийĕ, вăл шутра Чăваш Ен урлă иртмелле вĕт-ха, пысăк хуласене - федераци центрĕсене Мускава, Владимира, Чул хулана, Шупашкара, Хусана, Екатеринбурга пĕр-пĕринпе çыхăнтармалла. Вăл пилот проекчĕ пулса тăрать. Асăннă магистраль 1532 километра тăсăлмалла.
Пуйăссем сехетре 400 километр хăвăртлăхпа çÿреме пултаракан магистрале хута яни пассажирсен çул çÿреме каякан вăхăтне палăрмаллах чакарма май памалла. Калăпăр, ун чухне Мускава 3 сехетре, Хусана 40 минутрах çитме пултарăпăр.
Проекта халăх хутшăннипе анлăн сÿтсе яврĕç. Общественноç, массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем хутшăннипе пысăк канашлу иртнĕ çул Чăваш Ен Транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министерствин конференц-залĕнче пулнăччĕ. Унта министерство, "Скоростные магистрали" ОАО, "Экопроект" ЗАО ГИП, "Томгипротранс" ОАО представителĕсем, Шупашкарпа Етĕрне, Муркашпа Сĕнтĕрвăрри районĕсен представителĕсем хутшăннăччĕ.
Кĕске справка. Чукун çул магистралĕ пирĕн республика территорийĕнче 118,6 километрпа танлашать, Етĕрнепе Муркаш тата Шупашкарпа Сĕнтĕрвăрри районĕсем тăрăх иртет. Муркаш районĕнче вăл 26 километр ытла тăсăлать, Турай, Хорнуй, Муркаш, Çатракасси, Оринин, Ярапайкасси ял тăрăхĕсен территорийĕсем урлă каçать, Турайпа Муркаш тата Кашмаш ялĕсем çывăхĕпе иртет. Пуйăс чарăнмалли станцисем республика территорийĕнче Етĕрнепе Шупашкар çывăхĕнче пулмалла.
Кайрантарах магистральпе çыхăннă калаçусем кăштах шăпланчĕç темелле. Мĕншĕн тесен кун пек пысăк стройка пысăк укçа-тенкĕпе çыхăннă. Сăмах пĕр триллион ытла тенкĕ пирки пырать. Çавна май Раççей Правительстви пилот пректне пурнăçа кĕртессине каярах вăхăта куçарасси пирки пĕлтерчĕ. Çапах та ĕç-пуç çакăнпа вĕçленчĕ темелле мар. Чукун çул магистральне ĕçе кĕртни епле пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине шута илсе "Российские железные дороги" ОАО магистралĕн пĕр сыпăкне тăвассине хăй çине илесси пирки шантарчĕ. Апла пулсан лав вырăнтан тапранмаллах, ку магистраль пулмаллах.
Кĕске справка. Магистраль строительствин пĕрремĕш тапхăрĕ валли "Мускав - Владимир - Чул хула - Шупашкар - Хусан" сыпăка суйласа илнĕ. Унăн тăршшĕ 803 километр. Вăл федерацин 7 субъекчĕн территорийĕ урлă иртет. Кусем вĕсем Мускавпа Мускав облаçĕ, Владимир, Чул хула, Чăваш, Мари тата Тутар Республикисем. Чăваш Енре магистраль Етĕрне, Муркаш, Шупашкар тата Сĕнтĕрвăрри районĕсем урлă та иртет.
Иртнĕ çулах Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура чукун çул магистралĕ иртмелли "коридорти" çĕр лаптăкĕсемпе çыхăннă операцисене йĕркелесе тăрассин ыйтăвĕсемпе çыхăннă йышăнăвне алă пусни пирки пĕлтернĕччĕ. Ун чухне территорисемпе чукун çул магистралĕ иртмелле пирки Муркаш, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар, Етĕрне районĕсен вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене территорисене планлассипе çыхăннă документсене (муниципалитет районĕсен территори планĕсен схемисене, асăннă муниципалитет йĕркеленĕвĕсен йышне кĕрекен ял (хула) тăрăхĕсен генеральнăй планĕсене) çирĕплетнĕ йĕркепе улшăнусем кĕртме сĕннĕччĕ.
Çавна май депутатсен районти Пухăвĕн июлĕн 4-мĕшĕнче иртнĕ черетлĕ 34-мĕш ларăвĕнче пăхса тухма кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусенчен пĕри шăпах ĕнтĕ "Пуйăссем пысăк хăвăртлăхпа çÿремелли "Мускав - Хусан" магистрале картта çинче кăтартнă май Муркаш районĕн территорине планлассин схемине улшăнусем кĕртесси çинчен" пулчĕ. Ку ыйтупа ларура район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - капиталлă строительство тата обществăлла инфраструктурăна аталантарассин пайĕн пуçлăхĕ Владимир Никитин тухса калаçрĕ. Депутатсем ыйтăва сÿтсе явса асăннă схемăна çирĕплетрĕç.
Редакцирен. ВСМ магистраль район территорийĕпе иртекен маршрута кăтартакан карттăна район хаçатĕнче пичетлеме ыйтса хаçат редакцине шăнкăравлакансем пĕрре кăна мар пулнăччĕ. Паян вара вĕсен ыйтăвне тивĕçтерсе ку карттăна пичетлеме май килчĕ.
- магистраль палли.