19 июля 2014 г.
2014 çулхи ултă уйăхра пирĕн районта васкавлă пулăшу бригадисем пурĕ 3201 хут çула тухса сасартăк йывăр чирлесе ÿкнĕ, йывăр суранланнă çынсене пулăшу панă. Унсăр пуçне 565 çын васкавлă пулăшу уйрăмне хăй тĕллĕн пынă.
Васкавлă пулăшу чĕнмелле пулсан хальхи вăхăтра ăна темиçе номерпе шăнкăравласа та чĕнсе илме пулать. Васкавлă пулăшу чĕнсе илме килти стационар телефонпа пĕтĕм Раççейĕпех, çав шутра пирĕн районта та, 03 тата 030 номерсемпе шăнкăравламалла, кĕсье телефонĕпе пулсан - 030 тата 103 номерсемпе. Унсăр пуçне пĕтĕм Раççейĕпех, пирĕн районта та, 112 МЧС номерĕпе те шăнкăравласа тухма пулать. Шăнкăрава диспетчер йышăнать, тÿрĕ линипе тÿрех васкавлă пулăшу уйрăмне пĕлтерет (çав телефон номерĕпе урăхла нимĕнле шăнкăрав та килмест). Асăннă номерсене кашни кун тенĕ пекех радиопа та, телевизорпа та калаççĕ. Муркашри тĕп больницăн васкавлă пулăшу уйрăмне тата Мăн Сĕнтĕрти филиалне хушма тепĕршер телефон та лартса панă. Вĕсен номерĕсем: 62-0-03 тата 69-5-03. Васкавлă пулăшу чĕнсе шăнкăравланă чух калаçу пĕтĕмпех компьютер çине çырăнса юлать. Кайран калаçăва ярса итлеме те май пур.
Хальхи вăхăтра темиçе номерпе те васкавлă пулăшу чĕнсе илме пулать пулин те, çынсем тĕрĕс шăнкăравлама пĕлмен тĕслĕхсем те курма пулать. Шăпах çавсем пире, васкавлă пулăшу уйрăмĕнче ĕçлекенсене, шăнкăравсене йышăнмастăр тесе ÿпкелеме пăхаççĕ. 03, 030, 103,112 номерсемпе шăнкăрав йышăнакан ятарлă çынсем пур. Шăнкăрава йышăнакан фельдшер талăкĕпех ĕçлет. Вăл телефонпа васкавлă пулăшу бригади çитиччен мĕн тумаллине те ăнлантарса пама пултарать. Çак фельдшер кăшт ытларах ыйтса пĕлнĕшĕн хирĕç кăшкăрса тăкма кирлĕ мар. Кăшт ытларах пĕлни пире ĕçре пулăшать кăна. Тепĕр чухне, сăмахран, харăсах темиçе çын суранланнă пулсан, адреспа тÿрех икĕ васкавлă пулăшу бригади тухса каять, унччен вара фельдшер больницăри врачсене йывăр суранлă е йывăр чирлесе ÿкнисене йышăнма хатĕрленмелли çинчен пĕлтерет, криминал характерлă шăнкăрав чухне вара - полици сотрудникĕсене те. Телефонпа шăнкăрав йышăннă чухне чирленĕ çыннăн çулне ыйтнăшăн та çилленмелле мар - пирĕншĕн ватти-вĕтти те çавах, эпир пурин патне те пыратпăр. Çамрăксен, ваттисен, ачасен - хăйсен чирĕсем, эпир çул ÿсĕмне çавăнпа ыйтатпăр. Тата çак даннăйсене тÿрех "компьютера" кĕртмелле. Çакна çирĕп тата çийĕнчех тĕрĕслесе тăраççĕ.
МЧС телефон номерĕпе шăнкăравласан та кăшт ыйтса пĕлеççĕ: миçе çын аманнă, мĕн пулнă... Çакă вĕсене хăш службăсене пĕлтермеллине пĕлме кирлĕ.
Телефонпа шăнкăравланă чухне миçемĕш кил, ăçтан пырсан лайăхрах тата хăвăртрах çитме май пуррине ăнлантарсан та питĕ лайăхчĕ. Вара пирĕн чирлĕ е суранланнă çын пурăннă вырăна шыраса çÿресе вăхăт та иртмест. Васкавлă пулăшу бригади çитиччен килти йытта кăкарсан е хупса хурсан та аван пулмалла.
Юлашкинчен çакна каласа хăварасшăн: ан чирлĕр, сывлăха упрăр, вăхăтра чир-чĕртен юсанма тăрăшăр, вара васкавлă пулăшу сире сахалрах кирлĕ пулĕ.
Н. Артемьева,
васкавлă пулăшу
уйрăмĕн ертÿçи.