19 июля 2014 г.
- Хамăрăн пĕр пÿлĕмлĕ хваттере сутса тăвансенчен виçĕ пÿлĕмлине туянас тетпĕр. Анчах та пĕр пÿлĕмлĕ хваттерте çул çитмен ачасен пайĕсем пур. Кун пек чухне документсене хатĕрленĕ вăхăтра проблемăсем пулма пултараççĕ теççĕ. Тĕрĕсех-и?
Ыйту çине Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçин çумĕ Ирина ПУДОВА хуравлама кăмăл турĕ:
- Енчен те сутакан хваттер çул çитмен çамрăк харпăрлăхĕнче шутланать е çамрăкăн хваттерте пай пулсан, унăн саккунлă представителĕсен малтан çавна валли опекăпа попечительство органĕнчен ирĕк илмелле. Кунпа пĕрлех вăйра тăракан законодательствăпа килĕшÿллĕн сутас-туянас ĕçсене çул çитменнисем хушшинче тата вĕсен саккунлă представителĕсен çывăх тăванĕсем хушшинче туса ирттерме юрамасть. Асăннă пурлăх çул çитмен çамрăкăн харпăрлăхĕнчине пăхмасăрах çурт-йĕре парнеленĕ е усă курма тÿлевсĕр панă чухне кăна кун пек чару çук.
Çывăх тăвансем шутне камсем кĕнине Раççей Федерацийĕн çемье кодексĕн 14-мĕш статйинче палăртнă. Ку шута ашшĕ-амăшĕпе ачисем, аслашшĕсем, асламăшĕсем тата мăнукĕсем, пиччĕшĕсемпе шăллĕсем тата аппăшĕсемпе йăмăкĕсем кĕреççĕ.
Хваттере сутнă чухне хыççăнах е çав вăхăтрах тепĕр хваттер туянни кирлĕ. Ачан пайĕнче е харпăрлăхĕнче шутланакан пурлăха сутса янă тĕле унăн харпăрлăхне куçман пурлăх, çĕр лаптăкĕ çирĕплетни ачан пурлăх тĕлĕшĕнчи прависене лайăхлатнин шутне кĕрет. Уйрăм тĕслĕхсенче унчченхи чухлĕ пай е çурт-йĕр туянасси вырăнне опекăпа попечительство органĕсем ачан харпăр хăй счечĕ çине уйрăм сумма укçа куçарттарасси пирки услови лартма пултараççĕ.
Çапла вара çÿлте каланине шута илсен çул çитмен ачасен пайĕнчи хваттере сутас тесен сирĕн опекăпа попечительство органĕнче ирĕк илес пулать. Çул çитмен ачасен харпăрлăхĕнчи пурлăха сутассин условийĕсене те опекăпа попечительство органĕнче палăртмалла.