Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ипотека йĕркелессинчи çĕнĕлĕхсем

19 июля 2014 г.

Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса ипотека килĕшĕвне сделка шутне кĕртсе регистрацилемеççĕ. Куçман пурлăх правине чикĕлесе хывнă салука кăна регистрацилеççĕ. Ипотека çинчен калакан килĕшÿпе ипотекăна салук параканпа салук илекен хушшинчи пĕрлехи заявление тĕпе хурса патшалăх регистрацийĕ тăваççĕ.

Енчен те килĕшÿпе куçман пурлăхăн темиçе объектне саклата хураççĕ пулсан, куçман пурлăхăн ипотекăна паракан кашни объекчĕ тĕлĕшпех харпăрлăх правине чикĕленине регистрацилеме тивĕç.

Харпăрлăх правине чикĕлесе ипотекăна регистраци тунăшăн патшалăх пошлини тÿлемелле. Уйрăм çынсен вăл 1 пин тенкĕпе, организацисен 15 пин тенкĕпе танлашать.

Юридици пĕлтерĕшлĕ ĕç тăвасси пирки пĕр харăсах темиçе тÿлевçĕ ыйтупа тухнă тата вĕсенчен пĕрин те çăмăллăхсем валли право çук пулсан, вĕсем патшалăх пошлинине пĕр пек пай тÿлеççĕ.

Сăмахран пĕр объект тĕлĕшпе ипотека килĕшĕвне 2014 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ хыççăн уйрăм çынпа организаци (калăпăр банк) хушшинче тунă пулсан, патшалăх пошлинине банкăн 7500 тенкĕ, уйрăм çыннăн 500 тенкĕ тÿлемелле. Çапла вара патшалăх пошлинин пĕтĕмĕшле сумми 8 пин тенкĕпе танлашать.

Енчен те юридици вăйĕнчи организацисем 2014 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ хыççăн тунă ипотека килĕшĕвĕнче куçман пурлăхăн виçĕ объекчĕ пирки сăмах пырать пулсан, патшалăх пошлинине кашни объектшăнах 15 пин тенкĕ тÿлес пулать.

Ипотека килĕшĕвне патшалăх регистрацийĕ тума кирлĕ маррине шута илсе 2014 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса салук килĕшĕвĕн условийĕсене улăштаракан килĕшÿ тунă чухне хушусемпе улшăнусене ипотекăн регистраци çыравне кĕртмелле пулать. Улшăнусене килĕшÿ тăвакансен пĕрлехи заявленине кура регистрацилеççĕ.

Ипотекăн регистраци çыравне улшăнусем кĕртнĕшĕн патшалăх пошлини тÿлемелле. Вăл 200 тенкĕпе танлашать, ăна енсем пĕр пек пайсемпе тÿлеççĕ.

Ипотекăн регистраци çыравне улшăнусем кĕртнĕ хыççăн патшалăх регистраторĕ кун пирки заявительсене çырупа уведомлени ярса парса пĕлтерет. Хушма килĕшÿ çине регистраци штампĕсем лартмаççĕ.

Ипотека тĕлĕшпе харпăрлăх правин Патшалăхăн пĕрлехи реестрне салук хывакан тата салук илекен пирки, ипотека хатĕрĕ, салукпа тивĕçтерекен обязательствăсене пурнăçлассин вăхăчĕ, салукпа тивĕçтерекен обязательство сумми е ку суммăна палăртмалли ытти йĕркепе услови пирки çырса хураççĕ. Çавăнпа та çакна шута илес пулать: ипотека килĕшĕвĕн условийĕсене улăштарнă май пур чухне те ипотекăн регистраци çыравне улшăнусене кĕртмеççĕ.

Акă РФ Граждан кодексĕн 339-мĕш статйине çакăн пек положени кĕртнĕ. Тĕп обязательство шутне кĕрекен условисем пирки калаçса татăлнă тесе шутлантăр тесен салук килĕшĕвĕнче малашне обязательствăпа тивĕçтерекен услови пулса тăрасси пирки килĕшÿре асăнни кирлĕ. Çавăнпа та килĕшÿ тăвакан енсем кредит килĕшĕвĕн (займ килĕшĕвĕн) условийĕсене улăштараççĕ тата вĕсем ипотека условийĕсене пырса тивмеççĕ пулсан, улшăнусене регистрацилеме регистраци органне пыма кирлĕ мар. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика