Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаксем июльтен ÿсрĕç

19 июля 2014 г.

 

Июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа коммуналлă услугăсемшĕн тÿлесси ÿсрĕ. Ку улшăнăва çынсем иртсе пыракан уйăхшăн тÿленĕ чухне августра  туйса илĕç. Асăннă çĕнĕлĕхпе тĕплĕнрех  паллаштарма район администрацийĕн экономика тата агропромышленность комплексĕн аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕнчен  Н. Костинăран ыйтрăм.

- Нина Марксовна, коммуналлă услугăсемшĕн тÿлесси мĕн чухлĕ ÿсрĕ?

- Чăваш Республикин конкурентлă политикăпа  тарифсен патшалăх службин йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн район шайĕнче июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ăшăшăн тÿлесси 2,2 процент, сивĕ шывшăн тата  таса мар шыва юхтарса янăшăн 4,8 процент, электроэнергишĕн 4 процент, газшăн 4,2 процент  хăпарнă. 

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн иртсе пыракан уйăхăн пĕрремĕш кунĕнчен пуçласа   электроэнергин пĕр киловачĕшĕн 1,83 тенкĕ тÿлĕпĕр, хуларисем - 2, 61 тенкĕ.

Газпа усă курнăшăн вара хуларисемпе ялтисем пĕр шайрах тÿлеççĕ,  1 кубла метршăн - 4,68854 тенкĕ. Коммуналлă услугăсемшĕн мĕн чухлĕ хăпарни иртнĕ уйăхри квитанципе çак уйăхрине танлаштарнинчен те курăнать. Енчен те ăнланманлăх пулсан асăннă услугăсемпе ĕçлекен органсенчен те  ыйтма пулать. Çавăн пекех Чăваш Республикин çурт-йĕр патшалăх инспекцийĕнче те татăклă хурав парĕç.

- Çак самант та маншăн кăсăклă. Нумай хваттерлĕ çурта ăшăпа тивĕçтернĕшĕн хĕлле те, çулла та тÿленĕ. Тепĕр тесен, кулăшла, паллах, çуллахи вăхăтра çурт-йĕре хутса ăшăтмастпăр. Çынсем кун пирки чылай калаçрĕç, вĕсен ыйтăвне шута илнĕ-и?

-   Çынсен пăшăрханăвне тĕпе хунă тесен тĕрĕс пулĕ. Августăн 1-мĕшĕнчен пуçласа хутса ăшăтмалли тапхăрта кăна ăшăшăн тÿлеттереççĕ, кунта вара çуртри пĕтĕмĕшле счетчик кăтартăвне тĕпе хураççĕ.

 Енчен те нумай хваттерлĕ çуртра çакăн пек счетчик лартман пулсан услугăшăн тÿлесси нормăпа килĕшÿллĕн пулса пырать. Августăн 1-мĕшĕнчен çĕнĕ нормативпа тÿлесси октябрь уйăхĕнчен вăя кĕрет. Çапла вара август тата сентябрь уйăхĕсемшĕн ăшăшăн тÿлеттермеççĕ. Палăртса хăваратăп, август уйăхĕнче  çулталăкăн пĕрремĕш çурринче нумай хваттерлĕ çуртра ăшăпа усă курнăшăн çак çуртри пĕтĕмĕшле счетчик кăтартăвĕсене тĕпе хурса хăш-пĕр хушма тÿлевсем пулма пултараççĕ.

- Нина Марксовна, коммуналлă услугăсемшĕн тÿлесси район территорийĕнчи ял тăрăхĕсенче пĕр пек пулса пырать-и?

-  Çÿлерех асăннă услугăсемпе тивĕçтересси ял тăрăхĕсенче тĕрлĕрен пулса пырать. Ăна Чăваш Республикин конкурентлă политикăпа  тарифсен патшалăх служби йĕркелет.  Çĕнĕлĕх вăя кĕнĕ тапхăртан пуçласа, тĕслĕхрен,   сивĕ шыпа тивĕçтересси Муркаш ял тăрăхĕнче пĕр кубла метршăн - 13, 35 тенкĕ,  Москакасси ял тăрăхĕнче - 8 тенкĕ те 28 пус* таса мар шыва юхтарса кăларнишĕн  Муркаш ял тăрăхĕнче  пĕр кубла метршăн - 26 тенкĕ те11 пус, Москакассипе Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕсенче - 31 тенкĕ 86 пус* ăшă энергийĕн пĕр гигакалоришĕн пурин те 1367 тенкĕ 06 пус тÿлеме тивĕ. Çавăн пекех йăлари хытă каяша пĕр кубла метр тиесе ăсатнăшăн 230 тенкĕ тÿлĕпĕр.

 

Р. Илларионова калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика