19 июля 2014 г.
Паллă ĕнтĕ, хальхи вăхăтра граждансен çырăвĕсемпе, сĕнĕвĕсемпе, çăхавĕсемпе ĕçлесси те район администрацийĕн пĕлтерĕшлĕ ĕçĕ-хĕлĕн енĕсенчен пĕри пулса тăрать. Мĕншĕн тесен кашни çырурах конкретлă çын шăпи. Паллă ĕнтĕ, çырусем тĕрлĕрен пулаççĕ. Çапах та вĕсенчен ытларахăшĕнче çынсем хамăрăн пурнăçа лайăхрах тăвас, экономикăпа социаллă пурнăçа аталантарас, тĕрĕслĕхе çиеле кăларас ыйтусене хускатаççĕ. Çавăнпа та район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕпе Александр КРАСНОВПА тĕл пулнă май райхаçат сотрудникĕ В. ШАПОШНИКОВ шăпах ĕнтĕ район администрацийĕнче граждансен çырăвĕсемпе тата ыйтăвĕсемпе ĕçлесси мĕнле пулса пыни пирки сăмах пуçарнă.
- Александр Валерианович, кăçалхи пĕрремĕш çур çул итогĕсене пĕтĕмлетес пулсан граждансенчен район администрацине килекен çырусем пирки мĕн калама пултаратăр?
- Иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, кăçалхи январь - июнь уйăхĕсенче ял çыннисенчен килекен çырусен шучĕ ÿсрĕ. Пĕлтĕр пĕрремĕш çур çулта 52 çыру килнĕччĕ пулсан, кăçал вăл 8 ытларах пулчĕ. Çырусен шучĕ ÿсни япăх пулăм теместĕп. Çакă çынсем вырăнти влаç органне шаннине, ĕненнине кăна кăтартать.
Çынсене меллĕрех пултăр, вĕсен кулленхи ыйтăвĕсене вырăнсенчех татса пама май килтĕр тесе район администрацийĕ пĕрлехи информаци кунĕсемпе анлă усă курма тăрăшать. Уйăхсерен пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх пăхакансен кунĕсене йĕркелетпĕр. Çирĕплетнĕ ятарлă графикпа килĕшÿллĕн район администрацийĕн ответлă ĕçченĕсем ял хуçалăх предприятийĕсенчи выльăх-чĕрлĕх комплексĕсемпе фермисене тухса çÿреççĕ, вĕсен коллективĕсемпе тĕл пулаççĕ, кулленхи тĕрлĕрен ыйтăва татса пама пулăшаççĕ. Нумай ыйтăва вырăнсенчех татса пама май килет пулсан, уйрăмах проблемăллă, тĕпчемелли ыйтусене шута илетпĕр, кайран вара авторĕсене хурав паратпăр.
- Мĕн ытларах хумхантарать-ха паян çынсене; Çырусене анализ туни мĕн çинчен калать?
- Граждансен çырăвĕсен содержанийĕпе характерне кура вĕсене район администрацийĕн структура подразделенийĕсене çирĕплетсе паратпăр. Пĕр çыру та тимлĕхсĕр юлмасть. Çырури ыйтусене татса парасси мĕнле пулса пынине тĕрĕслесех тăратпăр.
Граждансенчен ытларахăшĕ коммуналлă тата йăла пулăшăвĕн ыйтăвĕсене çĕклет. Кун пеккисем отчетлă тапхăрта 16 çыру пулчĕ е 26 процент. 12 çырура строительство, 8-шар çырура ял хуçалăх аталанăвĕн тата пурăнмалли çурт-йĕр, 4 çырура вĕренÿ ыйтăвĕсене хускатаççĕ.
- Конкретлăрах каласан мĕнле ыйтусем пирки сăмах пырать?
- Ку тапхăршăн коммуналлă тата йăла пулăшăвĕн ыйтăвĕсем актуаллă пулса тăраççĕ. Кусем вĕсем чи малтанах çынсене электричествăпа, ăшăпа, газпа, шывпа, топливăпа тивĕçтерессин, таса мар шывсене юхтарса кăларассин ыйтăвĕсем.
Çу кунĕсенче ялан тенĕ пекех хăш-пĕр ялта шыв çитменни палăрать. Мĕншĕн тесен шăрăх çанталăкра çынсем пурте хăйсен пахчисене шăвараççĕ. Пысăк нагрузкăпа ĕçлеме тивнĕ пирки шыв уçламалли башньăсен насусĕсем те юрăхсăра тухкалаççĕ. Федерацин 131-ФЗ № "Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелессин пĕтĕмĕшле принципĕсем çинчен" Саккунĕпе килĕшÿллĕн çынсене шывпа, электричествăпа, газпа, ăшăпа тивĕçтерессин ыйтăвĕсем вырăнти ял тăрăхĕсен компетенцийĕнче шутланаççĕ. Çавăнпа та асăннă ыйтусене татса парассипе ял тăрăхĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеме тивет.
Çуллен район территорийĕнче çул сахал мар тăваççĕ тата юсаççĕ пулин те, çул ыйтăвĕ те кун йĕркинчех юлать-ха. Асфальт сарнă йĕркеллĕ çулсем хальхи вăхăтра пур çĕрте те çук. Çул тăвасси вара пысăк укçа-тенкĕпе çыхăннă. Район бюджетĕнче пурин валли укçа-тенкĕ çитеймест. Çыру авторĕсене кун пирки ăнлантарса панă.
Ял хуçалăхĕпе çыхăннă ыйтусенче çĕр участокĕсем уйăрас енĕпе тавлашуллă самантсем пирки сăмах пырать, ял хуçалăх производство кооперативĕсен, коллективлă сад юлташлăхĕсен ĕçне-хĕлне пырса тивекеннисем пур.
Пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕсемпе çыхăннă ыйтусене уйрăм пĕрлештернĕ. Кусем вĕсем - хăйсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерме ыйтакансем тата çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатасшăннисем.
- Александр Валерианович, çырусемпе корреспонденцисем хăш ял тăрăхĕсенчен ытларах килеççĕ-ха?
- Чи нумаййи Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчен пулчĕ. Кунтан килнĕ 10 çырăва регистрацилерĕмĕр. Ильинкăпа Москакасси ял тăрăхĕсенчен 8-шар, Катькас ял тăрăхĕнчен 5 çыру пулнă. Çавăн пекех Шупашкар хулинче пурăнакан граждансенчен район администрацине 10 çыру килчĕ. Пĕтĕм шутран коллективпа çырнă çырусем 13 пулнă.
- Çырусенчи ыйтусене татса парасси мĕнле шайра пулни пирки пĕр-ик сăмахпа та пулин каласа хăварсамăр.
- Процентпа хак парас пулсан, граждансен çырăвĕсенчи ыйтусене 11 процент тивĕçтерме май килнĕ, 84 процентĕнче çыру авторĕсене тивĕçлĕ хурав панă, вăхăтне кура çырусен 5 процентне пăхса тухассине виççĕмĕш квартала куçарнă. Çавна кăна каласа хăварасшăн. Район администрацийĕнче граждансен пĕр çырăвĕ те çухалмасть, вĕсен пĕр ыйтăвĕ те асăрхамасăр юлмасть. Кун пирки çирĕплетсех калама пултаратăп.