Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Субсидилемелли йĕрке улшăнать

19 июля 2014 г.

 

РФ Ял хуçалăх министерстви ялта продукци туса илекенсене субсидилемелли йĕркене çитес çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса улăштарма палăртать.Сĕт нумайрах суса илес ыйтупа Ижевск хулинче ирттернĕ канашлура çакна РФ ял хуçалăх министрĕ Николай Федоров пĕлтернĕ.

Хресченсем патшалăх уйăракан субсидие унчченхинчен хăвăртрах илме пултарччăр тесе ÿлĕм ăна тÿрремĕнех тавар туса илекенсен счечĕ çине куçарма тĕллев лартаççĕ. Халĕ çакă банксем урлă пулса пынă пирки уйăхĕ-уйăхĕпе вăхăт иртет.

Н. Федоров çĕр-шывран чĕр тавара чикĕ леш енне ăсатакансене субсиди пама чарăнмалла тенĕ.

Аграрисем çавăн пекех анлăн сÿтсе явакан ыйту - РФ Правительствин Председателĕн çумĕ Аркадий Дворкович Раççей Ял хуçалăх, Экономика аталанăвĕн, Промышленноç министерствисене чĕрĕ сĕтĕн чи йÿнĕ сутлăх хакне палăртассине сÿтсе явса Правительствăна сĕнÿ тăратма хатĕрлесси. Унăн пресс-служби вице-премьер ыйтăва тишкерме хушнине июлĕн 11-мĕшĕнче пĕлтернĕ. Кунпа пĕрлех асăннă министерствăсене ял хуçалăхне 2020 çулччен аталантармалли программăна улшăнусем кĕртме сĕнÿсем хатĕрленĕ чух АПК-ра тавар туса илекенсен инвестици проектне пурнăçа кĕртме илекен кредит процентне патшалăх субсидилессине пĕрремĕш вырăна кăларма хушнă.

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика