Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юсав ĕçĕсем пуçланчĕç

19 июля 2014 г.

 

Шкулсемпе ача сачĕсенче çулталăк тăршшĕпех пурнăç вĕресе тăрать. Вĕренÿ çулĕ вăхăтĕнче ача-пăча шăв-шавĕ тăрать пулсан, çуллахи вăхăтра вĕренÿ учрежденийĕсенче юсав ĕçĕсем иртеççĕ. Кăçал та пирĕн районта пысăк калăпăшлă ĕçсем туса ирттерме палăртнă.

Район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн хуçалăхпа эксплуатаци ушкăнĕн пуçлăхĕ Н. Андреева каланă тăрăх хăш-пĕр объектра юсав ĕçĕ пуçланнă та ĕнтĕ. Москакассинчи "Колокольчик" тата Орининти "Золушка" ача сачĕсенче юсав ĕçĕсене пурнăçлакан подрядчика аукционсем урлă палăртнă. Çапла вара "ТАА-Сервис" пĕрлешÿ, В. Масин ИП тата "Великий лес" пĕрлешÿ ĕçлеме тытăннă. Москакассинче модуль котельнăйне туса хута ямалла, Орининта чÿрече блокĕсене, балкон алăкĕсене улăштармалла, электромонтаж ĕçĕсене туса ирттермелле. Ку ĕçсем валли укçа-тенкĕне район бюджетĕнчен уйăрнă: 2197000 тенкĕ тата 800000 тенкĕ", - пĕлтерчĕ Надежда Арсентьевна.

Каламалла, кăçалхи юсав ĕçĕсем валли пĕтĕмĕшле илсен укçа-тенкĕне район бюджетĕнчен уйăрнă, федераци бюджетĕнчен - тĕллевлĕ программăсемпе килĕшÿллĕн Ярапайкасси шкулĕнчи спортзала юсаса çĕнетме 820000 тенкĕ ("Создание условий для занятий физкультурой и спортом в 2014 г."), Мăн Сĕнтĕрти шкулта тĕплĕ юсав ĕçĕсем пурнăçлама ("Доступная среда" программа) 1652375 тенкĕ тата "Золушка" ача садĕнче хушма вырăнсем йĕркелеме 2000000 тенкĕ уйăрса панă.

Асăннă вĕренÿ учрежденийĕсемсĕр пуçне Сыпай шкулĕнче çивитти улăштарма, Ярапайкасси шкулĕнче урай, мачча юсама, электромонтаж ĕçĕсене пурнăçлама,  "Путене" ача садĕнче чÿрече блокĕсене тата балкон алăкĕсене улăштарма, Анаткассинчи пуçламăш шкул - ача садĕнче чÿрече блокĕсемпе электропроводкăсене улăштарма, Шатракасси, Тойкилтĕ тата Ильинка шкулĕсенче çивитти юсама, "Березка", "Солнышко"  ача сачĕсенче чÿрече блокĕсене улăштарма, Москакасси шкулĕнче модуль котельнăйне туса хута яма палăртнă. Çакна валли укçа-тенкĕне пĕтĕмпех район бюджетĕнчен уйăрнă. Нумайăшĕнче аукцион иртнĕ, подрядчиксем паллă. Апла ĕçсене пахалăхлă пурнăçлассипе тата вĕсене вăхăтра вĕçлессипе тимлемелли кăна юлать.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика