30 января 2013 г.
пĕтĕмлетрĕç хăйсен пурнăç çулне кĕр мăнтăрĕпе ылтăн туй уявланă Екатерина Митрофановна Васильевăпа Петр Христофорович Иванов. Нумай калаçма юратмаççĕ ĕç ветеранĕсем, анчах вĕсен кашни сăмахĕнче ĕç тата пурнăç опычĕ палăрать. «Суворов ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕн территорийĕнчи ялсенче пурăнакан Зоя Поликарповнăпа Юрий Алексеевич Толстовсем те, Елизавета Александровнăпа Альберт Иосифович Смородиновсем те иртнĕ çул хăйсен ылтăн туйĕсене уявларĕç. Кашниех хамăр тăрăхшăн ятлă çынсем», – терĕ тăван хуçалăх пурнăçĕпе тата унта ĕçленĕ ĕçченсен, паян пурăнакан ватăсен кун-çулĕпе кăсăклансах тăракан Петр Христофорович.
Кил хуçисем диван çине вырнаçнă май пирĕн шăкăл-шăкăл калаçу вăй илсе, анлăланса пычĕ. Тÿрех калатăп, манăн паянхи пĕлĕшсене тăван ялта, хуçалăх территорийĕнче тата районта çеç мар, унăн тулашĕнче те пĕлекен чылай.
...Уй-хир урлă вуншар çухрăм автомашина хăваласа çитнĕ кил. Пÿртелле иртетĕп. Ыранхи кунпа пурăнма хăнăхнă ватăсем паян та алă усса лармаççĕ. Малашлăхпа пурăнаканăн ĕçĕ тупăнсах тăрать. Килти хушма хуçалăхра хăйсене хĕрĕпе кĕрÿшĕ, ывăлĕпе кинĕ тата тăватă мăнукĕ пулăшасса çеç шанмаççĕ ĕç ветеранĕсем – хăйсем те тăрăшаççĕ. Ял çинче çирĕп пурнăçпа пурăнасси ытларах хăйсенченех килет тесе шутлаççĕ ватăсем.
– Ылтăн туй уявларăмăр та пĕтĕм пурнăç куç умне кинори пек тухрĕ. Нимĕн те манăçман, йăлтах асра, анлă пурнăçăмăрта нимĕншĕн те пит хĕретмелли çук. Атте-анне ятне ямарăмăр, вĕсем хушнине хамăр пурнăçра пурнăçларăмăр. Çавăнпах-тăр Турри ылтăн туй уявлама та мехел пачĕ, – лăпкăн та кăмăллăн калаçать Петр Христофорович. – 93 çулта пурнăçран уйрăлнă анне – Татьяна Викторовна – çак çуртра хăй хыççăн вучах ан сÿнтерĕр тесе вилсе кайрĕ те вăл хушнине пурнăçа кĕртрĕм. Хамăн ĕç ĕмĕрĕн ытларах пайне Шупашкарта ĕçлесе пурăннине пăхмасăрах ватлăх çулĕсенче атте-анне килне килсе тĕплентĕм...
Петĕр мучи Тушкассинче колхозниксен 9 ачаллă çемйинче çуралса ÿснĕ. Нумай ачаллă çемьере 5-шĕ çеç пурăннă. 1935 çулта çуралнă Петĕр вара – кĕçĕнниччĕ. Ĕçе юратакан çемьере кĕçĕнни – ачашши тесе арçын ачана ачалăх çулĕсенчех ĕçрен уйăрман. Хăй çитĕннĕ май ĕç тĕлĕшĕпе те яваплăхĕ ÿссех пынă унăн.
Çĕр-шыври çĕнĕ йĕркелÿсем Мăн Чурашри шкулта вĕреннĕ ачана пурнăçра çамрăклах ял хуçалăхне механизацилес ыйтупа пăхтарнă. Çапла вара шкул хыççăн 1952 çулхи кĕркунне 17 çулхи яш Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумне техник-механика вĕренме каять те 4 çултан алла диплом илет. Çул çитнипе 3 çул Совет Çарĕнче службăра пулнă хыççăн киле таврăнсан ĕнерхи салтак «хурçă ута» çăварлăхлать. Хăй ĕçне лайăх пĕлекен тракториста часах Етĕрнери патшалăх техника надзорĕнче асăрхаççĕ, унта ĕçлеме илсе каяççĕ. Ăста специалист пур çĕрте те кирлĕ çав. Çулталăкран Суворов ячĕпе хисепленекен колхозăн пĕрлехи пухăвĕн йышăнăвĕпе П. Иванова тăван хуçалăха тĕп инженер пулса ĕçлеме илсе килеççĕ.
Шăпа тени кашни çыннăнах пур çав. Хăйĕн мăшăрĕпе Екатерина Митрофановнăпа тĕл пулнине тата ĕç ĕмĕрĕн ытларах пайне хулара ĕçлесе ирттернине саккăрмĕш теçеткепе пыракан арçын Турă çырни тет.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсен вĕçĕнче П. Иванов тĕп инженера Шупашкара ял хуçалăх техникин республикăри пĕрлешĕвне колхозри ял хуçалăх машинисем валли саппас пайсем шырама яраççĕ. Турă çырни алăк умнех килет тени пулса тухать те. Базăна çитсен Петр Христофорович Екатерина Митрофановнăпа паллашать. Ĕмĕрлĕх тĕл пулу пулать çакă. Мĕншĕн тесен 3 çул туслă çыхăну тытнă хыççăн вĕсем çемье çавăраççĕ. Ку тĕле ял каччине те çак пĕрлешÿре ĕç вырăнĕ сĕнеççĕ. Чун ыйтнинчен, шăпа панинчен пăрăнмасть арçын. Петр Христофорович ял хуçалăх предприятийĕсене çĕнĕ техникăпа тивĕçтерессипе ĕçлекен инженер пулса вăй хума пуçлать. Куçăмсăр майпа ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă арçын инженертан пай пуçлăхĕ таран ÿссе çитет. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен тимлет вăл çак ĕçре.
Кашни çемьен хăйĕн вăрттăнлăхĕсем пур. Ман умра ларакан ĕçченсем ăна мана пĕрремĕш уçса памарĕç пулĕ тетĕп. Анчах 50 çул ытла каяллахи пĕрремĕш тĕл пулу астăвăмра çулсем иртсен те ватăлмасть-мĕн.
– Çав кунхине саппас пайсем шырама кайсан базăна çитсе алăк уçса кĕтĕм те умра тăракан хĕре курсан çухалса кайрăм. Нимех те калаймарăм пулĕ, анчах пĕрре курсах юратса пăрахрăм. Кĕçех пурнăçăм та ĕçлеме çавăнта илсе çитерчĕ. 3 çул туслă çыхăну тытнă хыççăн 1962 çулхи чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕнче çемье çавăртăмăр, – мăшăрĕ çине ăшă кулăпа пăхса сăмахлать асатте.
– Чăнах та çав кун ялтан килнĕ инженерпа тĕл пулсан унпа пĕрлешсе хĕрпе ывăл çуратса ÿстерсе ылтăн туйччен пурăнасси пирки ĕмĕт те пулман. Анчах мана вăл пĕрре курсах килĕшрĕ. Сăпайлăччĕ те малашлăхпа пурăнатчĕ вăл. Пĕрлешме тăрсан час-часах Иванов тĕл пулнăран хушаматăма улăштармарăм, – каласа парать мăшăрĕнчен 5 çул кĕçĕн асанне.
Екатерина Митрофановна – хамăр районти Вомпăкасси хĕрĕ. 6 ачаллă çемьере çуралса ÿснĕскер ашшĕне астумасть те. Вăл çулталăк тултаричченех ашшĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине тухса кайнă та Мускава хÿтĕлесе пуçне хунă. Çемьере кĕçĕнни пулнă Катя Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкул хыççăн Шупашкарти ял хуçалăх техникин пĕрлешĕвне кайса ĕçе вырнаçать. Ĕçленĕ хушăрах пĕлÿ илсе тĕп экономиста ÿссе çитет. Чĕрĕк ĕмĕре яхăн çакăнта вăй хурать вăл.
– Ĕçрен пăрăнса ларман. Çемье çавăрнă, ача çуратнă, вĕреннĕ, ачасене те пĕлÿ панă. Паян иксĕмĕр те хамăр пурнăçа пăхса киленетпĕр. Никама та усал туман эпир, никам умĕнче те пит хĕретмелли çук, – терĕ сĕтел хушшинчен тăрса Екатерина асанне.
Манăн çĕнĕ пĕлĕшсем Турай ял тăрăхĕнчи Тушкасси ялĕнче пурăнаççĕ терĕм те Петр Христофоровичăн пиччĕшсем те ялтах тĕпленни пирки виçĕ сăмах: пĕри кÿршĕре пурăнать, тепри кăшт катарах.
Ашшĕ-амăш килне сÿнме паман асаттепе асанне яла пурăнма килсен 14 çул ĕне тытнă, сысна ĕрчетнĕ, чăх-чĕп, хур-кăвакал усранă. Паян та вĕсен сарайĕнче 2 качака, кăвакалсемпе чăх-чĕп пур. «Вĕсемпе ĕçлесе хамăрăн вăхăта ирттеретпĕр. Ĕçсĕр ларма хăнăхманскерсене пире паян вĕсемпе хутшăнни те пысăк тĕкĕ», – терĕç Екатерина Митрофановнăпа Петр Христофорович мана ăсатма тухнă май.
...Кил хушши алăкне хупиччен вĕсем çине тепре çаврăнса пăхрăм. Ĕç ветеранĕсем иккĕшĕ те Аслă вăрçă çулĕсен ачисем. Çити-çитми пурнăç та, выçлăх та, ачаллах çĕр ĕçне кÿлĕнни те, йывăрлăхсене пăхмасăрах пĕлÿ çулĕпе утни те, çутă малашлăха шанса ачасем çуратса ÿстерни те – йăлтах вĕсен шăпи, Тăван çĕр-шывăн йывăр çулĕсенчи шăпи, район шăпи. Вĕсем паян пурте тачă çыхăнура.
А. БЕЛОВ.