Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фермăри хĕл кунĕсем

30 января 2013 г.

Вăрăм çула тухсан тĕл пулнă пĕрремĕш çын çул ăнăçлăхне е кăнттамлăхне палăртать тет те халăх сăмахлăхĕ, ку хутĕнче те халăх каларăшĕ тÿрре килчĕ. Рейд ушкăнĕпе эпир малтанах Суворов яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕн Çатракассинчи ĕне тата сысна фермисене çитсе куртăмăр. Кунта эпир йывăрлăхран хăраман, ĕçчен, малашлăха пăхса вăй хуракан çынсене тĕл пултăмăр. Чун савăнчĕ, нумай хуçалăхри курăмлă çитменлĕхсем хушшинче пĕр пĕлĕт айĕнчех Çатракассисем мал туртăмлă ĕçлени алă усмасан ÿсĕм çулĕ никамран та пăрăнманни пирки каларĕ.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн аталанăвĕ – кашни хуçалăх экономикинех тĕреклетмелли çул-йĕр. Апла пулсан ун çине тимлĕх те ытларах уйăрмалла. Суворов яч. хис. хуçалăхра çапла тăваççĕ те. Эпир çитнĕ кун Геннадий Васильев ертсе пыракан сысна ферминче те, ĕçсене Валентина Макарова йĕркелесе пыракан ĕне сарайĕсенче те юсав ĕçĕсем пыратчĕç. Юсавçăсем урайсене юсассипе тата пÿлĕмсене хутса ăшăтассине çĕнĕлле йĕркелессипе çанă тавăрса вăй хуратчĕç.

– Выльăхран тупăш ытларах илес тесен вĕсем тĕлĕшпе те тимлĕхĕ нумайрах кирлĕ. Çакна эпир пурсăмăр та ăнланатпăр. Çавăнпа пирĕн сарайсенче хĕл сиввине пăхмасăрах юсав ĕçĕсем чарăнса лармаççĕ: кивелнĕ урайсене улăштарас ĕç пырать. Çĕр-шыв ял хуçалăхне аталантарасси енне туллинрех çаврăнасса шанса выльăх-чĕрлĕх отраслĕ çине тимлĕх ытларах уйăратпăр. Производство пулсан малалла çирĕппĕн пăхма пуласса шанатпăр. Хĕл кунĕсенче выльăхсен йышне сыхласа хăварасси тата продукци илессине тивĕçлĕ шайра тытасси – пирĕн умри тĕллев. Çакна ĕненсе куллен ĕçе тухатпăр та ĕнтĕ, – терĕ Суворов яч. хис. хуçалăхăн сысна фермин заведующийĕ Г. Васильев.

Çу кунĕсенче хĕле тĕплĕ хатĕрленĕ сарайсенче Çатракассисем паян 800 пуçа яхăн сысна тытнипе пĕрлех 481 пуç мăйракаллă шултра выльăх усраççĕ. Вĕсенчен 211 пуçĕ – сумалли ĕнесем. Хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ Галина Васильева пĕлтернĕ тăрăх кооператив выльăхсен кĕтĕвне хĕл каçа чакарма шухăшламасть. Вĕсем валли хатĕрленĕ апат выльăхсене тивĕçлĕ шайра хĕл каçарма çитсе пымалла. «Хĕле тĕплĕ хатĕрленни сĕт сăвасса та, ÿт хушасса та çуллахинчен чакарса яма памастех», – тет вăл. Хуçалăх хĕле кĕнĕ тапхăрти 3 уйăхра 282 тонна сĕт сунă. Пĕр ĕне пуçне талăкра тивекен вăтам сăвăм паян районĕпе те чи пысăкки – 18 килограмм. Фермăра пур ÿсĕмри выльăхсене те тутлăхлă япаласем тĕлĕшпе шайлашуллă рацион туса панă. Тырă сенажĕпе утă пахалăхĕ чи лайăххи çеç. Ĕнесем тĕлĕшпе профилактика ĕçĕсене тусах тăнăран тата апат çителĕклĕ пулнăран хĕл каçа кунта сăвăм тивĕçлĕ шайрах юласси пирки пĕр иккĕленÿ те çук. Çак пĕтĕмлетĕве эпир ферма заведующийĕ Валентина Макарова каласа панинчен турăмăр. Таса ĕмĕт пурнăçа кĕрсен тем пекехчĕ.

Çĕнĕлĕхсем тенĕрен. Ĕне ферминче иртнĕ çул вĕçĕнче душ пÿлĕмне хута яни, кунтах кĕпе-йĕм çумалли машина вырнаçтарни, кану пÿлĕмĕсенче телевизорсем пулни, хуçалăх паян сарайсене хутса ăшăтмалли çĕнĕ система хута ярассипе тимлени Çатракассисем хĕл сивви умĕнче алă усманнине çирĕплетеççĕ. Эпир пулнă кун фермăра ĕç вăйĕ çитмест тенине илтмерĕмĕр тата пуррисем пурте хăйсен ĕç вырăнĕсенче тăрăшнине куртăмăр.

Хуçалăх хĕл сиввине парăнмасть тенине çирĕплетекен тепĕр тĕслĕх. Хĕле кĕнĕренпе вырăнти вăйсемпех ферма валли утă упрамалли пысăк ангар туса пĕтернĕ.

Уйрăм сăмах Александр Афанасьевăн хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи сысна отраслĕ пирки. Сивĕ хĕл кунĕсене пăхмасăрах кунта выльăхсен йышне чакарасси пирки калаçу та çук. Паян хуçалăхăн сарайĕсенче 1000 пуçа яхăн сысна. Кунта та строительство ĕçĕсем хĕл тесе чарăнса ларман. Иртнĕ çул сыснасем тытмалли 3 сарай хута янă пулсан, паян кунта административлă çурт тăвассипе ĕçлеççĕ.

– Тĕллевĕсем пысăк. Ырă канаш паракансем те чылай пулни пире пĕр вырăнта ларма памасть. Фермăра ĕçлекен хăйне килти пек туйтăр тесе тăрăшатпăр, – терĕ капиталлă юсав ĕçĕсем пыракан çурта кĕрсен Александр Аркадьевич фермер Любовь Петровна мăшăрĕ çине ăшшăн пăхса.

Хĕллехи тапхăр выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче ĕçлекенсемшĕн чи ответли шутланать. Çак вăхăтра фермăсене те, выльăхсене те тухăçлă хĕл каçарма епле хатĕрленни тĕрĕсленет.

– Выльăхсене çарантан сарайне кĕртиччен фермăри хуçалăх ĕçĕсене туллин туса ирттертĕмĕр. Планпа пăхнă зооветеринари ĕçĕсене сиктерсе хăвармарăмăр. Сывă выльăх – продукци никĕсĕ, – терĕ пирĕнпе пĕрле сарайсемпе иртнĕ май Л. Афанасьева.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн аталанăвĕнче малашлăх куракан ĕçченĕн сăмахне хирĕçлеме май çук.

РЕЙД УШКĂНĔ:

Н. КОСТИНА,

район администрацийĕн экономикăпа АПК аталанăвĕн пайĕн ертÿçи;

Т. АЛЕКСЕЕВА,

район администрацийĕн экономикăпа АПК аталанăвĕн пайĕн тĕп эксперт-специалисчĕ;

А. БЕЛОВ,

район хаçачĕн экономика пайĕн редакторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика