Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Юлташсем сăра ĕçме мар, спортзала кайма чĕнччĕр»

30 января 2013 г.

Хăш-пĕр çамрăксем пурнăç çине ытла та çăмăлттайла пăхаççĕ. Эрех-сăра ĕçнипе, ытти майпа хăйсене ирĕклĕ тытнипе аслисен ретне кĕретпĕр тесе шутлаççĕ-ши; Çул çитменнисен ĕçĕсен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен районти комисси ларăвĕсенче çакăн пек яшсемпе те, хĕрсемпе те час-часах тĕл пулма тÿр килет. Эрех е сăра ĕçни пĕрремĕш хут пулчĕ, ик-виçĕ çăвар кăна ĕçсе пăхнă – саккуна пăснине çапла каласа «çемçетеççĕ» вĕсем. Чылай чух тата пĕрремĕш хут тесе каласа суйни тÿрех çиеле тухать.

Çатракасси ял тăрăхĕнче пурăнакан пĕр çамрăк та акă иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕн çуралнă кунне паллă тунă – Муркашри гаражсем хыçĕнче сăра ĕçнĕ вĕсем. Техникумра вĕренекенскерĕн ашшĕ кун пеккине малтан сисмен, ĕçнине курман тет. Пиччĕшĕ вара шăллĕне малтан та асăрхаттарма тивнине пĕлтерчĕ. Малтан асăрхаттарнă, халĕ вара пĕрле сăра ĕçме чĕннĕ – çаксем пĕр-пĕринпе ниепле те килĕшсе тăмаççĕ. Тĕрĕсех калать комисси ертÿçи Л. Тарасова: «Юлташсем вĕсем сăра ĕçме мар, спортзала кайма чĕнекеннисем пулччăр», – тесе. Юлташ пулма хамăртан лайăхраххисене суйламалла, тÿрĕ çултан пăрса яманнисене.

Тепĕр «тĕлĕнтермĕш» тĕслĕхпе те паллашма тÿр килчĕ ларура: Çурлатринчен çамрăксем Юнкăпуçĕнчи «Алан» кафене çити чей ĕçме кайнă! Вĕсем хушшинче вара çул çитменнисем те пулнă. Пĕри ав ашшĕпе амăшĕ килте пулманнипе усă курнă темелле. Хăнана кайнăскерсем часах таврăнмасса пĕлсе-ши, юлташĕсене хирĕçлеймен, пĕрле çăмăл машинăпа ларса тухса кайнă. Çитнĕ хайхискерсем «Алана». Çур çĕр иртсен кафере хирĕçÿ тухнă пирки унти ĕçченсенчен пĕри шалти ĕçсен районти пайне шăнкăравласа пĕлтерет. Çапла майпа «тĕл пулаççĕ» те çамрăксемпе пакунлисем.

Ачасене, шанатпăр пулин те, вĕсене тĕрĕслесех тăмалла. Ашшĕпе амăшĕ хăнаран килсен вара ачин пÿлĕмне уçса пăхмасăр питĕ пысăк йăнăш тăваççĕ. Çывăрать-ха тесе шухăшланă вĕсем. Мĕншĕн тесен ку хутĕнче те – пĕрремĕш хут. Амăшĕ хăйĕн айăпне ăнланни, кулянни унăн сăмахĕнчен те, куçĕ шывланнинчен те палăрчĕ. Тепĕр тесен кафе администрацийĕн те вун сакăр çул тултарманнисене çĕрлехи вăхăтра «хăна тума» юрамасть. Куншăн та явап тытмаллине саккунпа пăхса хунă.

Юлташсем çамрăксен пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнаççĕ çав. Çавăнпа та ачан юлташĕсем камсем пулнипе интересленмелле. Тăхăр е вун пĕр класс пĕтернĕ хыççăн çунат айĕнчен вĕçсе тухсан – пушшех те. Техникум-колледжсенче вĕренме пăрахнин сăлтавĕсем те çакăнтах. Акă Шетмĕпуç тăрăхĕнчи пĕр хĕр ача та «тĕрĕс мар компание» лекнĕрен чутах вĕреннĕ вырăнĕпе сыв пуллашайман. Занятисене сиктересси шăп çавăнтан пуçланнă. Юрать ашшĕ-амăшĕ те, пиччĕшĕ те вăхăтра ăнкарса илнĕ çакна.

Ларăва пиччĕшĕпе пĕрле пынăччĕ хĕр ача. Халĕ «хÿресене» татнă пирки пĕлтерчĕ вăл. Пиччĕшĕ вара чăн та йăмăкĕшĕн хытă пăшăрханать, хĕр ачан пуласлăхĕ мĕнле пуласси уншăн пурпĕр мар. Хăй çемьеллĕ ĕнтĕ, ачи-пăчи ÿсет. Апла пурнăçра йăмăкĕшĕн пăшăрханмасăрах ытти ĕçсем çителĕкли каламасăрах паллă. Ку вара калаçăвĕпе те, ответлăхĕпе те, хăйĕн тавра курăмĕпе те тепĕр ашшĕ-амăшĕнчен чылай ирттерет. Тÿрĕ çул çине каялла тăнă йăмăкĕ çакна ăнлантăрччĕ кăна, урăх йăнăш ан тутăрччĕ.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика