12 июля 2014 г.
Муркаш районĕнчи Очăкасси ялĕ çывăхĕнче археологин икĕ палăкĕ вырнаçнă. Пĕри вăл пăхăр ĕмĕрти улăп тăпри - авалхи масар. Ăна "Тутар çăви" теççĕ. Ку вырăн ялтан çурçĕрелле 3 çухрăмра "Чул тунката варĕ" хĕрринче вырнаçнă. Асăннă улăп тăприне сухаласа пĕтернĕ темелле, халĕ унăн тĕми хирте кăшт кăна палăрать, улăп тăприн малтанхи чиккисене палăртма май çук. Халапсене ĕненес пулсан кунта тутарсемпе çапăçса вилнĕ чăвашсене пытарнă. Тепĕр тĕрлĕ ăнлантарнă тăрăх тутарсене пытарнă, мĕншĕн тесен масарне те халăхра "Тутар çăви" теççĕ. Чăвашсен çар çыннисене вара ялта вырнаçнă çăва çине пытарнă пулать. Вăл пысăках пулман, ĕмĕрсем иртнĕ май ку вырăна хресченсен авăн картисем йышăннă.
Массăллă информаци хатĕрĕсенчи материалсемпе паллашнă май Хусан ханĕсен çар отрячĕсемпе чăваш хресченĕсем хушшинче пулса иртнĕ хирĕç тăрусемпе çапăçусем пирки сахал мар пĕлме пулать. Акă Шупашкар районĕн территорийĕнче пулса иртнĕ çапăçусем пирки çапла çырнисем пур: Самуккасси ялĕ патĕнче (çапăçура тутарсен тăватă çар çыннине вĕлернĕ, вĕсене тÿпемре пытарнă), Юртукасси ялĕ патĕнче (чăвашсем Вутлан улăп тăпри çинче кăвайт чĕртсе паллă панă), Толик Хураски ялĕ патĕнче (Кăкшăм юхан шывĕ çывăхĕнчи Карман вăрманĕнче улăп тăпри - "Тутар тĕми" пур. Унта çапăçура вилнисене хĕç-пăшалĕпе пĕрлех пытарнă). Очăкасси ялĕ патĕнчи хĕрÿ çапăçура нумай çын вилнĕ, вĕсене пысăк шăтăк чавса пĕрле пытарнă. Вил тăпри çине вырнаçтарнă чул 1920-мĕш çулсенче те пулнă.
1958 - 1961 çулсенче Чăваш АССР-ĕнче çĕр чавса археологи шыравĕсем ирттернĕ. Çавăн чухне районти Якаткасси ялĕ çывăхĕнчи "Пичке сăрчĕ" текен вырăнта тĕпчев ĕçĕсем ирттернĕ. Ытти ĕçсем туса ирттернипе пĕрлех Очăкасси ялĕ патĕнчи çăвана та тĕпченĕ. Ун чухне "Чул тунката варĕ" текен вырăнти шырлан ишĕлчĕкĕсенче илемлетме усă куракан хÿре тата шăрçа пайĕсене тупнă. Икĕ тимĕр çĕççе çавăн чухнех тупнă. Вĕсене тĕпчени ку масар XV - XVII ĕмĕрсенче пулнине палăртма май панă. Кунти шырав ĕçĕсене ун чухне тĕпрен илсен П.Т. Трифонов Шупашкар районĕнчи Çĕньялти сакăр çул вĕренмелли шкул ачисемпе пĕрле туса ирттернĕ.
Археологин Очăкасси ялĕ патĕнчи тепĕр палăкĕ вăл - тупăк çинчи араб çырăвĕн палăкĕ.
"Тутар çăви" текен масар вырăнĕнче чул тунката пулнă. Археологин çак палăкĕ пирки çырса кăтартассипе Н.А. Архангельский пысăк ĕç туса ирттернĕ. Вырăнти тавра пĕлÿçĕсен йышăнче унăн ячĕ палăрсах кайман. Асăннă палăкăн çÿллĕшĕ 0,8 метр, сарлакăшĕ 0,4 метр пулнă. Хĕвел анăç енче тункатан çÿлти пайĕ катăлнă, хĕвел тухăç енчи пайĕнче çурăлчăк вырăнсем пулнă. Палăк кăнтăр еннелле кăштах тайăлнă пулнă. Кăнтăр енче палăк çинче арабла çырнисем сыхланса юлнă. Чăваш Республикинчи Красноармейски районĕнчи Мăн Шетмĕ чиркĕвĕн священникĕн Александр Иванович Архангельскийăн (1818 - 1890) ывăлĕ Николай Архангельский çемье йăли-йĕркине тĕпе хурса Шупашкарти тĕн училищинче, Хусанти тĕн академийĕнче пĕлÿ илнĕ. Вăл чылай археологи обществин членĕ шутланнă: Хусан университечĕ çумĕнчи археологи, истори тата этнографи обществин действительнăй членĕ* Петроградри археологи комиссийĕн корреспонденчĕ* чиркÿпе археологи обществин членĕ т. ыт. те. Вăл хăйне В.К. Магницкий вĕренекенĕ тесе шутланă, унпа çырусем çÿретнĕ, хăйĕн литература хайлавĕсем тĕлĕшпе унпа канашланă. Н.А. Архангельский хăйĕн Наци музейĕн фондĕнче упранса юлнă этнографипе краеведени заметкисене шăпах вăл ертсе пынипе çырнă. Н.А. Архангельский хăйĕн хайлавĕсен рецензенчĕсем шутĕнче Н.В. Никольские, К.В. Харламповича, С.А. Терновские асăнать.
1903 çулта вăл Санкт-Петербургри археологи комиссине палăк çинчи араб çырăвĕн текстне вулама пулăшма ыйтупа тухнă. Çав çулах араб çырăвĕсене тĕпчессипе паллă специалист пулса тăракан Н.И. Ашмарин Хусан кĕпĕрнинчи Етĕрне уесне кĕрекен Очăкасси ялне тупăк çинчи чулсем çинчи тухăç çыравĕсене пăхас тĕллевпе çула тухнă. Обществăн пĕрлехи пухăвĕнче ун пирки вăл доклад туса панă. Доклад содержанийĕ паллă мар, Н.И. Ашмарин тухăç çыравĕсене вулама пултарнă е çук - кун пирки те нимĕн те пĕлместпĕр.
Тупăк çинчи чул çине араб графикипе çырса хăварни историпе археологи тĕлĕшпе те, çавăн пекех чĕлхесене тĕпчес енĕпе те питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать.
2007 çулта Атăлпа Ока регионĕн вăтам ĕмĕрти историне тĕпчессин историпе археологи программипе килĕшÿллĕн Чăваш Республикин районĕсенче эпиграфи экспедицийĕ йĕркеленĕ. Экспедици шутĕнче истори наукисен кандидачĕ, Пăлхар патшалăх историпе архитектура заповедник музейĕн ертÿçи Д.Т. Мухаметтшин, Е.П. Михайлов, Гуманитари наукисен чăваш патшалăх институчĕн археологи пайĕн наука аслă сотрудникĕ тата К.В. Иванов (Алантай) тавра пĕлÿçĕ пулнă. Вĕсем ун чухне Очăкасси ялĕнче те пулнă, анчах та тупăк çинчи чул палăка шыраса тупайман.
1985 çулта шыв пăрăхĕсен сечĕ валли траншея чавнă чухне Очăкасси ялĕнчи чиркÿ патĕнчи лаптăкра тупăк çине лартнă чул палăкăн ванчăкне тупнă. Ун çинче арабла çырнин паллисем те пулнă. Ку территори чиркÿ хыçĕнче вырнаçнă.
Асăннă чул ванчăкне тĕпчеме Очăкассине Гуманитари наукисен чăваш патшалăх институчĕн археологи пайĕн сотрудникĕ Е.П. Михайлов килнĕ. Унăн шучĕпе чул ванчăкне урăх вырăнтан илсе килнĕ пулнă. Араб çырăвĕллĕ чул катăкне вăл ытти чулсемпе пĕрле Чăваш наци музейне панă, списокне çырман. Хыççăн çак чул катăкĕн шăпи паллă мар.
Н.В. Никольскийăн ал çырăвĕсен фондне тĕпченĕ май эпир вăл çапла çырса хăварнине шыраса тупрăмăр: "Етĕрне уесĕнчи Очăкасси чиркĕвĕн картишĕнче араб чĕлхипе çырнă палăк пур. Ватă çынсем ăна XII ĕмĕрпе çыхăнтараççĕ. Сăн ÿкерсе илмелле". Страница çинче çÿлте хăçан çырнине палăртни пур: "1926. VIII. 18".
Т.К. Кириллов - чăвашсен революцичченхи паллă поэчĕ тата фольклорисчĕ, тĕн çынни, Н.В. Никольскийăн кĕçĕн хĕрне качча илнĕ пулнă. Вĕсен çемйи пĕчĕк ывăлĕпе пĕрле 1905 - 1917 çулсенче Очăкассинче пурăннă. (Вĕсем патĕнче хăнара пулнă май Николай Васильевич асăннă палăка пăхма пултарнă. - Л.М.).
Гуманитари наукисен чăваш патшалăх институчĕн наука архивĕнче авалхи вăхăтра Очăкасси ялĕ таврашĕнче тупнă тупăк çинчи ытти чул палăксем пирки çырнисем те пур. Акă Йĕрĕхкасси ялĕ патĕнче "Ĕлĕкхи масар" текен вырăн пур. Унта "Чул тунката" пулнă теççĕ. Çавăн çинче 8 - 10 паллăпа çырни пулнă. Асăннă чула Очăкасси ялĕнчи чиркĕве илсе кайнă пулать, унпа чиркÿ крыльци тума усă курнă. Ун вырăнне вара тип çырма чулне вырнаçтарса хунă.
Кун пирки К.В. Элле çапла ăнлантарса çырать. Язычество тĕнне ĕненекенсен таса шутланакан хатĕрĕсене православи чиркĕвĕсене илсе каяс туртăм пулни паллă. Çавна та палăртса хăвармалла. Ялти чиркĕве Очăкасси ялĕнче пурăнакансен таса вырăнĕнче - "Киремет картинче" туса лартнă.
Çавна каласа хăварасшăн. Кунта сăмах пĕр палăк пиркиех пырать. Ялтан çурçĕр еннелле вырнаçни те, Йĕрĕхкасси ялĕ патĕнчи те пĕр палăках тесе шутлатăп. Йĕрĕхкасси ялĕ те Очăкассинчен çурçĕрелле вырнаçнă. К.В. Элле ку палăксем пирки вырăнти паллă "археолог" Н.А. Архангельский çырăвĕ тăрăх çырса кăтартать. Асăннă палăксем пирки çырса кăтартнисем пĕр пекех. Çакă паллă: асăннă палăка пăхма Очăкасси ялне Н.И. Ашмарин хăй килнĕ, К.В. Элле ку палăка хăй курни пирки вара çирĕплетни çук.
Очăкасси ялĕнче шыв пăрăхĕсен системине юсанă чухне тупнă араб çырăвĕллĕ чул палăкăн катăкне шыраса тупас тĕллевпа Е.П. Михайловпа Чăваш наци музейĕнче те, Шупашкарти литература музейĕнче те пултăмăр. Анчах ăна ниепле те тупма май килмерĕ. Анчах та çак чул палăка тупас шанăçа çухатмастпăр-ха.
Очăкасси ялĕ таврашĕнче пурăнакансем ун чухне пĕтĕм Раççее пăлхатнă историн тĕрлĕ тапхăрĕпе пулăмĕсем витĕр тухнă. Сахал мар хĕсĕрленĕ тата ирĕксĕрленĕ пулсан та вĕсем хуçăлман, чăтнă, ăрусен ирĕклĕхне сыхласа хăварнă, шанăçа çухатман. Аркатма çăмăл, çĕнĕрен тума йывăр.Тав Турра, ялти чиркÿ çуртне пĕтĕмпех аркатса пĕтерме май паман. Очăкасси ялĕнчи чиркÿ çĕнĕрен аталанса пыни савăнтарать. Унччен тупăк çинчи араб çырăвĕллĕ чул пулнă вырăна юпа лартрăмăр. Йывăçран тунă çак юпа скульптури хамăр тăрăхăн иртнĕ вăхăчĕсене аса илме, çак вырăнта пурăннă халăхăн авалхи культурине чĕртсе тăратма, çынсен хаклăлăх паллисене сыхласа хăварма май патăрччĕ.
Чăвашсен паллă писателĕ, "Древние болгаро-чуваши" кĕнеке авторĕ Юхма Мишши ку пулăм пирки çапла каларĕ: "Ку палăка Очăкасси ялне пуçарса яраканĕ, чăвашсен паллă сотникĕ, вырăс влаçне аталантарассишĕн тăрăшнă Отучка (Очака) Ботаков ячĕпе лартнă пулма пултарать. Вăл вăхăтра паллă пăлхар-чăваш çыннисен тупăкĕсем çине лартнă палăксем çине çырнă чухне араб çырулăхĕпе усă курнă...".
Ку гипотезăна историксен те, археологсен те, тавра пĕлÿçĕсен те малалла тĕпчемелле. Çакă вăл Очăкасси енче пурăнакансемшĕн питех те интереслĕ. Эпир тĕрĕслĕх çулне куратпăр. Вăл пирĕн умра.
Л. МОРОЗОВ,
Раççей Юстици министерствин суд экспертизин федерацин
Чăваш Республикинчи бюджет
учрежденийĕн пуçлăхĕ,
юридици наукисен кандидачĕ.