Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кадастр хакĕ мĕн тума кирлĕ?

12 июля 2014 г.

 

Куçман пурлăхăн кадастр хакĕпе çыхăннă ыйтусем редакци почтинче тăтăшах тĕл пулаççĕ. Вулакансене интереслентерекен ыйтусем çине Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕн куçман пурлăхăн кадастр хакне палăртас енĕпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ Татьяна АНТОНОВА хуравлама кăмăл турĕ.

- Манăн Шупашкар районĕнче çĕр участокĕ пур. Иртнĕ çул кăна унăн кадастр хакĕ пĕчĕкрехчĕ. Вăл мĕншĕн улшăннă-ха?

- Иртнĕ çул Чăваш Республикин территорийĕнче ялсен чиккисенчи çĕрсен, промышленность производстви е ытти тĕллевпе усă кураканнисен, çавăн пекех уйрăмах хÿтĕлекен территорисемпе объектсен çĕрĕсен патшалăх кадастр хакĕсене палăртассипе ĕçсем туса ирттернĕ. Кадастр хакĕсене çĕнĕрен палăртнин кăтартăвĕсене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ çирĕплетрĕ, вĕсем кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса вăя кĕчĕç. Çапла вара Чăваш Енре çĕрсен кадастр хакĕ улшăнни вĕсене çĕнĕрен хакланипе çыхăннă.

- Кадастр хакне пĕлмелли пирки калаçнине час-часах илтме пулать. Мĕн тума кирлĕ-ха вăл?

- Çĕр кодексĕпе килĕшÿллĕн çĕрпе усă курнăшăн тÿлес пулать. Тÿлев формисем шутĕнче çĕр налукĕ е аренда тÿлевĕ. Çĕр налукне мĕн чухлĕ тÿлемеллине палăртнă чухне вара çĕр участокĕн кадастр хакне шута илеççĕ. Патшалăх е муниципалитет харпăрлăхĕнче шутланакан çĕр участокĕпе усă курнăшăн аренда тÿлевĕ мĕн чухлĕ пуласси те унăн кадастр хакĕпе çыхăннă. Хăвăрăн çурт-йĕр вырнаçнă территорири патшалăх е муниципалитет харпăрлăхĕнчи çĕр участокне сутăн илнĕ чухне те унăн кадастр хакĕ кирлĕ пулать. Ун чухне шăпах ĕнтĕ çĕр участокĕн кадастр хакне шута илеççĕ.

Çĕр участокне нотариус урлă еткерлĕхе çирĕплетнĕ чухне те патшалăх пошлини мĕн чухлĕ тÿлемеллине çĕр участокĕн кадастр хакне кура палăртаççĕ.

Çапла вара çĕр налукĕн е аренда тÿлевĕн виçи, участока сутăн илмелли хак, çавăн пекех патшалăх пошлини мĕн чухлĕ пуласси çĕр участокĕн кадастр хакĕпе тÿрремĕнех çыхăннă.

Кунсăр пуçне çавна та асăнса хăвармалла. Хальхи вăхăтра капиталлă строительство объекчĕсемшĕн (çурт-йĕр, хуралтă, сооруженисем, вĕçлемен строительство объекчĕсем) налука вĕсен инвентаризаци хакне кура палăртаççĕ. Малашне вара унăн виçине пурлăхăн кадастр хакне кура çирпĕлетме пăхнă. Капиталлă строительство объекчĕсен патшалăх кадастр хаклавне республикăра 2012 çулхи иккĕмĕш çур çулта туса ирттернĕ.

- Кадастр хакĕ пирки сведение ăçта илме пулать?

- Куçман пурлăх объекчĕсен кадастр хакĕ пирки сведенисене кадастр справкин формипе çырса параççĕ. Ун пек справкăна илес тесен "Федеральная кадастровая палата Росреестра" ФГБУ Чăваш Республикинчи филиалне пымалла. Адресĕ: Шупашкар хули, Мускав проспекчĕ, 37-мĕш çурт. Çавăн пекех филиалăн документсем йышăнакан пункчĕсенче тата районсем хушшинчи пайĕсенче те илме пулать. Кадастр справкине тÿлевсĕрех объект ăçта вырнаçнине пăхмасăрах кирек хăш районта та илме май пур. Калăпăр, Йĕпреç районĕнче вырнаçнă пурăнмалли çуртăн кадастр хакĕ пирки справкăна Шупашкарта та илме пултаратăр.

- Çĕр участокне сутас пулсан манăн унăн кадастр хакне шута илмелле-и? Эпĕ ăна унран хаклăрахпа сутма пултараймастăп-и?

- Харпăрлăх хуçи хăйĕн куçман пурлăхне мĕн хакпа сутасси кадастр хакĕпе нихăш енпе те çыхăнман. Кадастр хакĕнчен хаклăрахпа та сутма пултаратăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика