12 июля 2014 г.
Çак эрне Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕпе паллă пулчĕ. Июлĕн 8-мĕшĕнче пирĕн республикăра пурĕ 42 çĕнĕ çемье йĕркеленнĕ, вĕсенчен пĕри - пирĕн районта. Кирăпа Михаил Поповсен çемйине (пĕрремĕш сăн ÿкерчĕкре) çак кун тăванĕсем кăна мар, ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем те парне парсах чысларĕç.
Тепĕр кунне ЗАГС пайĕн ырă йăласен залĕнче уява халалланă мероприяти иртрĕ. Кунта районти кашни ял тăрăхĕнчи тĕслĕх пулса тăракан çемьесене йыхравланă. Çак мăшăрсен çемье çавăрнăранпа пурин те 25 çул ытла иртнĕ ĕнтĕ. Çемье çирĕплĕхне кашни мăшăр вăхăтпа тĕрĕсленĕ.
Акă Шетмĕпуç ял тăрăхĕнчи Катăкуйĕнче пурăнакан Ларисăпа Валерий Кирилловсем (иккĕмĕш сăн ÿкерчĕкре) шăп чĕрĕк ĕмĕр пĕрле пурăнаççĕ. "Çемье çирĕп пултăр тесен пĕр-пĕрне ăнланма тата каçарма пĕлмелле", - теççĕ вĕсем. Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ çамрăк уяв пулин те, Кирилловсем уявпа пĕр-пĕрне саламлассине йăлана кĕртме ĕлкĕрнĕ.
Çемье тăнăçлăхĕпе çирĕплĕхĕ çине юлашки çулсенче патшалăх та пысăк тимлĕх уйăрни куç умĕнчех. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В. Ананьев çемьесене саламланă май çакна хăйĕн сăмахĕнче палăртрĕ. Чăнах та пулăшу курăмлă: федерацин тата республикăн амăш капиталĕсем, пособисем, тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕ, çамрăк çемьесене пурăнмалли условисене лайăхлатма пулăшакан программăсем ... Йĕркеллĕ те лайăх пурăнас текен çамрăк çемьесем валли çакă пысăк пулăшу. Анчах та пирĕн хушăра эрех ĕçсе çемьесене йĕркесĕр туса яракан çынсем те пур. Ку ыйту район администрацийĕнче тĕрлĕ шайра иртекен ларусемпе канашлусенче кун йĕркинчен тухмасть, мĕншĕн тесен район администрацийĕ çирĕп çемьесем нумайрах пулччăр, ачасем ырă хутшăнусене курса ÿсчĕр тесе нумай тăрăшать.
"Ачасем çемьере ашшĕ-амăшĕ хирĕçнине нихăçан та ан курччăр, çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ", - тет Ильинка ял тăрăхĕнчи Нина Шишокина. Мăшăрĕпе Олег Ивановичпа пĕрле вĕсем 27 çул пурăнаççĕ, ачисене ÿстерсе ура çине тăратнă ĕнтĕ. Шишокинсем район администрацийĕн Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ çемьесенчен пĕрисем пулчĕç.
Кашни ял тăрăхĕнчи пĕршер çемье çакăн пек хисепе тивĕçрĕ. Москакасси ял тăрăхĕнчи Яндушкинсен çемйипе паллăшнă хыççăн уява чăнах та районти чи лайăх çемьесем пухăннинче иккĕленÿ юлмарĕ. Раисăпа Виталий Яндушкинсем (тăваттăмĕш сăн ÿкерчĕкре) çемье çавăрнăранпа 45 çул çитнĕ. Питĕ килĕшÿллĕ, сăпайлă та хăтлă мăшăр. Çемьере вăрçмасăр пулмасть теççĕ те, Яндушкинсем вара пĕр-пĕринпе нихăçан та хирĕçмен иккен. Апла пулсан вĕсем пуян ăс-хакăллă та. "Ырă тĕслĕх пулнă куç умĕнче: Красновсен çемйине яланах тĕслĕх вырăнне тытнă, вĕсем пек пулма тăрăшнă", - тет Раиса Георгиевна.
Римма Алексеевăнпа Валериан Семенович Красновсен çемйине вара уявра "Юратупа шанчăклăхшăн" медальпе наградăларĕç. Çакăн пек пысăк чыса Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи Слава Семеновнăпа Николай Андреевич Андреевсем тата Катькас ял тăрăхĕнчи Евгения Прокопьевнăпа Андрей Гаврилович Игнатьевсем те (виççĕмĕш сăн ÿкерчĕкре) тивĕçрĕç.
Çакăн пек хастар çемьесем пулни тата çемье хаклăхĕсемпе çемьесен ырă йăлисем патне таврăнни пĕлтерĕшлĕ пулнине районти ашшĕсен канашĕн ертÿçи, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ - "Сывлăх" ФСК директорĕ А. Куликов та палăртрĕ. Çак ырă уяв сăваплă Петрпа Февронийĕн тĕслĕхне пирĕн куç умне кăларнине аса илтерсе вăл пурне те ырăлăхпа телей сунчĕ.
Ачасен правин районти уполномоченнăйĕ, Владимирски Турă Амăшĕн турăшĕн Муркашри чиркĕвĕн настоятелĕ Федор атте те салам сăмахĕсем каларĕ.
Хĕрарăмсен районти канашĕн ертÿçи Л. Тарасова вара районти иртнĕ çур çулти демографи лару-тăрăвне тĕслĕхе илсе пирĕн районта телейлĕ çемьесем пурпĕр ытлараххине çирĕплетрĕ. "Сирĕн ырă тĕслĕхе курса сирĕн ачасем те, ыттисем те çемйисенче йĕркеллĕ те ырă хутшăнусене кăна çул паччăр", - терĕ вăл.
Муркашри ветерансен хорĕ вара шăпах çакăн пек хутшăнусем пирки пĕр юрă хыççăн теприне уяв тăршшĕпех шăрантарчĕ.
Н. Николаева.