12 июля 2014 г.
"Муркаш полицейскийĕсем çур çулти ĕç кăтартăвĕсемпе республикăра пĕрремĕш вырăн йышăнаççĕ. Çапах та лайăхран та лайăххи патне туртăнма кăмăл пĕтмелле мар, тепĕр тесен ĕçри хăш-пĕр енсем тимлĕх ытларах ыйтаççĕ", - çакна палăртса пуçларĕ ларăва ЧР тăрăх Шалти ĕçсен министерствин следстви управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ И. Афанасьев. Полицейскисен хăйсен тĕп тивĕçĕсене пурнăçланипе пĕрлех çынсемпе лайăх хутшăнмаллине те, пĕлтернĕ хыпарсене вăхăтра тимлĕх уйăрмаллине те аса илтерчĕ. Муркашри полици пайĕн çур çулти ĕçне тишкерекен ларура вара лайăххи çинчен мар, пурнăçласа çитерейменни пирки ытларах калаçрĕç, мĕншĕн тесен сăлтавсене тишкерсен кăна малаллахи çул-йĕре тĕрĕс палăртма пулать.
Районти полици пайĕн пуçлăхĕ М. Мясников иртнĕ тапхăра кăтартса паракан ĕç-хĕл çинче чарăнса районти криминоген лару-тăрăвне цифрăсем урлă та илсе кăтартрĕ. Унăн докладĕнчен преступленисен хисепĕ те, çынсенчен килекен хыпарсен шучĕ те кăшт чакни палăрчĕ: 174 преступлени пулнине регистрациленĕ, çынсенчен 2709 хыпар йышăннă. Çак вăхăтрах вара килекен корреспонденцисем нумайланнă. Ку шалти ĕçсен пайĕ патшалăх услугисемпе электрон майпа тивĕçтернипе çыхăннă. Хальхи вăхăтра çакăн пек 37 услугăпа тивĕçтереççĕ, пирĕн районта 15 услугăпа тивĕçтерме май пур.
Пирĕн районти полицейскисен преступленисене уçса парассине ятарлă критерипе "лайăх" тесе хаклани савăнтарать паллах, анчах та преступленисен йышĕнче çынна хирĕç тунă преступленисем тата çемьере, йăлара тухакан преступленисем нумаййи пăшăрхантарать. Массăллă мероприятисенче йĕркене пăснă тĕслĕхсем пулман пулин те, общество вырăнĕсенче тунă преступленисен хисепĕ те ÿснĕ. Полицейскисем акă район территорийĕнче çынна вĕлернĕ 3 тĕслĕх пулнине, çыннăн сывлăхне пĕлсе тăрсах йывăр сиен кÿнĕ 6 тĕслĕх (4-шĕ - çемьесенче тухнисем) пулнăран хăйсен çитменлĕхĕсене кураççĕ.
Çавăнпа та профилактика ĕçне вăйлатмалли пирки сăмах ахаль тухмарĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан районти сакăр ял тăрăхĕнче лару-тăру япăхланнă. Çавна май участковăйсен ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тата профилактика канашĕсемпе тачăрах çыхăнса ĕçлесси пирки те каларĕç ларура. Участковăйсем тенĕрен. И. Афанасьев каланă тăрăх штат хисепне ÿстересси пирки сăмах çук, çавăнпа та кашни ял тăрăхĕнчех штатра тăман сотрудниксем пулмалли куç кĕрет. Халăх дружинникĕсене те массăллă мероприятисенче кăна мар, куллен урамра курсан аван пулмаллине палăртрĕ вăл.
Пирĕн районта ÿсĕрле тунă преступленисем нумай. Кун пирки шалти ĕçсен пайĕнчи лару-канашлусенче кăна мар, район шайĕнчи ытти мероприятисенче те тăтăшах аса илтерсе профилактика ĕçне анлăлатмаллине калаççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев ку тĕлĕшпе пурнăçлакан ĕçсем çинче кĕскен чарăнса тăчĕ. Акă 2012 çултах район администрацийĕ çумĕнчи профилактика канашĕн йышăнăвĕпе ЧР Патшалăх Канашне çырупа та тухрĕç. Тĕллевĕ аптекăсенче, лавккасенче тата почтăра спирт пур шĕвеке (халăхра - "фанфурик") сутма чарасси пулнă. Кăçал акă районти предпринимательсемпе канашланă хыççăн çак шĕвеке сутакан тепĕр виçĕ точка кăна юлнă-ха. Кашнинпе уйрăммăн калаçса кăна йĕрке тума пулать, çак шĕвеке сутма чаракан саккун хальлĕхе çук. Çакна шута илсе профилактика ĕçне пурнăçлаççĕ те районта.
Преступленисене асăрхаттарма тата уçса пама пулăшакан тепĕр ен - видеокамерăсем вырнаçтарни. Çакна ăнланма ыйтса шалти ĕçсен пайĕ те предпринимательсем патне çырусемпе тухать, тĕл пулса та калаçать. Çак ĕç-пуçăн та усси пур: предпринимательсем те, районти икĕ райпо ертÿçисем те май килнĕ таран видеокамерăсем вырнаçтараççĕ. Район урлă М7 трасса иртнĕрен вара И. Афанасьев суя купюрăсене тупса палăртакан техникăна та лавккасенче тата автозаправкăсенче вырнаçтарма сĕнчĕ. Ял çынни кĕçех çĕр улми тата ытти пахча çимĕçе сутма пуçлать. "Чĕрĕ" укçана алла илнĕ чух хушма хуçалăх тытакансен уйрăмах асăрханмалла. Улталанă тĕслĕхсем ку таранччен пĕрре кăна пулманнине те аса илтерчĕ вăл.
Ларура полици пайĕн уйрăмĕсен ертÿçисем те тухса калаçрĕç. Кашнин сăмахĕнчех профиликтика ĕçĕ тĕпре пулмалли палăрчĕ.
Н. Николаева.