Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçĕ кăткăс, яваплăхĕ пысăк

12 июля 2014 г.

 

Урăхла май çук, шăпах çак сăмахсемпе хак пама пулать почта çыхăнăвĕн системинче паян вăй хуракансен ĕçне-хĕлне тишкернĕ май. Шухăшласа кăна пăхар, мĕн кăна кĕмест пулĕ паян почтамт пурнăçлакан тивĕçсем шутне: хаçат-журналне çырăнтарасси те, периодика изданийĕсемпе пĕрлех çыру-корреспонденцисене, бандероль-посылкăсене вулакансемпе адресатсем патне çитерсе парасси те, пенсионерсене пенси укçипе тивĕçтересси те, газпа, электроэнергипе, телефонпа усă курнăшăн тата ытти тĕрлĕ укçа тÿлевĕсем йышăнасси те, почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсенче çынсене куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтересси те. Татах ытти вун-вун пулăшу ĕçне асăнма пулать. Вăл шутра - "Форсаж" программăпа усă курса çĕр-шывăн пĕр кĕтесĕнчен тепĕр кĕтесне пĕр сехет хушшинче электрон мелпе кирек епле сумма укçа куçарса пама пултарнине те.

Çак ответлă отрасльте вăй хуракансен районти ертÿçипе - федераци почта çыхăнăвĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн Муркаш почтамчĕн пуçлăхĕпе Нина ПРАВДИНĂПА тĕл пулнă май коллектив умри задачăсене татса парассипе мĕнле ĕçлесе пынипе, çыхăну ĕçченĕсем хăйсен професси уявне мĕнле кăтартусемпе кĕтсе илнипе интересленмесĕр пултараймарăм. Хаваспах килĕшрĕ Нина Игнатьевна каласа пама:

- Чăннипех те кăткăс вăхăтра пурăнатпăр. Куллен шыравра пулма, майсем шырама тивет. Апла пулин те эпир туса пыракан ĕç халăхшăн епле пĕлтерĕшлĕ пулнине самантлăха та манмастпăр. Çакă вăй парать те йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма, япăх мар çитĕнÿсем тума.

Сире, хаçат ĕçченĕсене, паллă ĕнтĕ, çырăнтару кампанийĕн итогĕсем интереслентереççех тесе шухăшлатăп. Халĕ кăна периодика изданийĕсене кăçалхи иккĕмĕш çур çул валли çырăнтармалли тапхăра вĕçлерĕмĕр. Тÿрех каласа хăвармалла, пирĕнтен килмен сăлтавсемпе хаçат-журналăн çырăнтару тарифĕсене самай ÿстерме тивнĕ май çырăнтару çăмăллăнах иртмерĕ. Апла пулин те ума лартнă задачăна пурнăçлама пултартăмăр, иккĕмĕш çур çул валли хаçат-журналăн пĕтĕмĕшле тиражĕ чакмарĕ. Çырăнтару сумми енĕпе плана 108 процент тултартăмăр, тĕрлĕрен тÿлевлĕ пулăшу мелĕсемпе тивĕçтерессипе - 131,4 процент. Ытти пур енĕпе те план-заданисене ăнăçлă пурнăçласа пыратпăр.

Май килнипе усă курса хамăрăн хастар ĕçченсене, пирĕнпе çирĕп çыхăну тытакан клиентсене пĕрле килĕштерсе ĕçлесе пынăшăн тав сăмахĕ калас килет. Пĕрле пулсан кăна пур ыйтăва та татса пама пулать.

Хамăрăн клиентсене шантарсах çавна каласа хăварасшăн. Патшалăх почти яланах сирĕншĕн, сирĕн ыйтăвăрсене лайăхрах тивĕçтерессишĕн ĕçленĕ, малашне те çаплах пулĕ.

Тав сăмахĕ чи хакли теççĕ. Çитсе килекен професси уявĕ умĕн манăн Муркаш почтамчĕн Муркаш тата Етĕрне районĕсенчи почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсен коллективĕсене, ертÿçисене ятран асăнсах тав сăмахĕ калас килет. Вĕсем йышлă пулни савăнтарать. Кусем вĕсем Муркаш районĕнчи Муркашри (Эльвира Репина), Ярапайкассинчи (Людмила Жирнова), Шурчари (Алена Антонова), Ваçкассинчи (Августина Степанова), Йÿçкассинчи (Эльза Алексеева), Тренккăри (Неонила Васильева), Мăн Хураçкари (Елена Толикина), Мăн Сĕнтĕрти (Юлия Киселева), Юнкăри (Марина Карпова), Етĕрне районĕнчи Тури Ачакри (Валентина Матвеева), Хучашри (Татьяна Волкова), Уйкас Асламасри (Надежда Матвеева), Мăн Явăшри (Галина Алексеева), Пушкăртри (Надежда Гаврилова), Засурскинчи (Валентина Айватрова), Урпашри (Ольга Ильина), Кивĕ Тинкешри (Любовь Андреева), Чирĕккассинчи (Лариса Петрова), Янăмри (Альбина Чернова) уйрăмсем.

Професси уявĕ умĕн пирĕн ĕçченсенчен чылайăшĕ тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисемпе дипломсене, Тав хучĕсене тивĕçме пултарчĕ. Акă почта çыхăнăвĕн Йÿçкассинчи уйрăмĕн ертÿçине Эльза Алексеевăна почта çыхăнăвĕн республикăри управленийĕн Хисеп хăмине кĕртнĕ. Чăннипех те тивĕçлĕ вăл çакна.

Раиса Варламова - почта çыхăнăвĕн Муркашри уйрăмĕн 1-мĕш класлă почтальонĕ. Унăн çыхăну сферинчи пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 35 çул. Сортировщицăра, почта çыхăнăвĕн операторĕнче те тăрăшнă. Вăл федерацин "Раççей почти" патшалăх унитари предприятийĕн Хисеп грамотине илме тивĕç пулчĕ.

Почта çыхăнăвĕн Етĕрне районĕнчи Ирçери уйрăмĕнче почтальонра вăй хуракан Ольга Орловăн ĕç стажĕ 12 çул. Вăл та план-заданисене яланах ирттерсе тултарма тăрăшать. Ăна почта çыхăнăвĕн республикăри управленийĕн Тав çырăвне илме тивĕçнĕ ятпа саламлас килет.

Хисеп грамотипе укçан парнене Етĕрне районĕнчи Пушкăртри уйрăм ертÿçи Надежда Гаврилова тивĕçрĕ. Çыхăну ĕçĕнче вăл 17 çул ĕнтĕ. Вăл ертсе пыракан коллектив яланах малтисен ретĕнче.

Етĕрне районĕнчи Янăмри уйрăма Альбина Чернова 26 çул ертсе пырать. Çыхăну сферинчи ĕç стажĕ унăн 31 çул. Урпашри уйрăмра вара Ольга Шашкина почтальон пулса 30 çул тăрăшать. Вĕсене почта çыхăнăвĕн республикăри управленийĕн Тав çырăвĕсене парса хавхалантарнă.

Почта çыхăнăвĕн Етĕрнери уйрăмне Людмила Алексеева 2008 çултанпа ертсе пырать. Унччен вара 1994 çултан тытăнса почта çыхăнăвĕн аслă инструкторĕнче тăрăшнă. Пултарулăхĕпе хастарлăхне кура ăна "Çыхăну маçтăрĕ" хисеплĕ ят панă.

Производствăра кăна мар, общество, профсоюз ĕçĕсене хастар хутшăнакансем, спорт мероприятийĕсенче республика шайĕнче те пысăк çитĕнÿсем тăвакансем те çук мар. Акă Мăн Сĕнтĕр уйрăмĕн почта çыхăнăвĕн операторĕ Татьяна Васюкова çыхăну ĕçченĕсен профсоюзĕн республикăри комитечĕн Хисеп грамотине тивĕçме пултарчĕ. Профсоюз ĕçĕнче кăна мар, спортра та муттур. Йĕлтĕрпе чупассипе, шывра ишессипе республика шайĕнчи ăмăртусене те хутшăнать, çитĕнÿсем тăвать.

Муркаш почтамчĕн почта илсе çÿрес тата улăштарас енĕпе ĕçлекен почтальонĕ Александр Григорьев та спортпа туслă. Çыхăну сферинче вăй хуракансем хушшинче ăмăртса конькипе чупассипе Раççей шайĕнчи ăмăртусенче уйрăм зачетра 2-мĕш, команда зачетĕнче 3-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. Коллективсенче çавăн пек хастар та маттур ĕçченсем пулни ыттисене те мал туртăмлă пулма хавхалантарать.

Коллективăн ĕçлеслĕх туйăмĕ япăх теместĕп. Ĕç условийĕсем лайăхланса пыраççĕ. Ку тĕлĕшпе почта çыхăнăвĕн республикăри управленийĕн пулăшăвĕ курăмлă. Ытларах çĕрте çыхăну уйрăмĕсенче капиталлă юсав, реконструкци ĕçĕсем туса ирттернĕ. Ĕçлеме тата çынсен ыйтăвĕсене туллинрех тивĕçтерме майсем лайăхланса пыраççĕ. Ĕç укçине илес пулсан, ăна пурнăçлакан ĕç калăпăшне кура вăхăтра тÿлесе тăраççĕ. Уйăхне икĕ хутчен параççĕ.

Коллективлă килĕшÿре пăхса хăварнă пек пĕчĕк тупăшлă çемьесене пулăшассине, ветерансене чыслассине манăçа кăларма шутламастпăр. Ĕç ветеранĕсене çуллен Почта кунĕ ячĕпе, ытти паллă кунсемпе саламласси ырă йăлара. Хамăр патра ĕçлекен çынсен çывăх тăванĕсене юлашки çула ăсатма, çамрăксене вĕренме кайма пулăшассине пăхса хунă. Пулăшу кирлĕ пулсан процентсăр кредит уйăрса паратпăр, вĕренме кăмăл пуррисене тÿлевлĕ вĕренÿ отпускĕсемпе тивĕçтеретпĕр.

Хамăр умра тăракан тĕп задачăсем пирки манма шутламастпăр. Раççей почтин тĕп задачи вăл - почтăна тупăшлă ĕçлеттересси, клиентсен ыйтăвĕсене туллинрех те пахалăхлăрах тивĕçтересси, эффективлă тата технологи енчен вăйлă компани туса хурасси.

Чăннипех те эпир пурнăçлакан ĕç ответлă та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хамăрăн клиентсене, Муркаш тата Етĕрне районĕсенче пурăнакансене вара шантарсах çапла калама пултаратăп. Малашне те пĕрле пуласчĕ. Эпир вара сирĕн кулленхи ыйтусене татса парас тесе хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тăвăпăр. Малашне те сирĕн çырусене, корреспонденцисене, хăвăр çырăнса илекен хаçат-журнала вăхăтра илсе тăмалла пултăр тесе тăрăшăпăр. Çыхăну уйрăмĕсенче вара сире малашне те кăмăллă кĕтсе илĕç, кăмăлпах ăсатса ярĕç. Килтен ытлашши тухса çÿреймен ватă çынсене малашне те куллен кирлĕ таварсемпе киле пырсах тивĕçтерĕпĕр. Киле пырса хаçат-журнал çырăнтарасси, Ф-47 формăллă ятарлă бланксемпе газпа тата электроэнергипе, телефонпа усă курнăшăн укçа тÿлевĕсем илесси те унчченхи пекех сирĕншĕн чăрмавлă пулмĕ.

Ыран Раççей почтин кунне паллă тăватпăр. Ку вăл çак системăра ĕçлекенсен уявĕ кăна мар тесе шутлатăп. Уяв кунĕпе почта çыхăнăвĕн хаклăран та хаклă ĕçченĕсемсĕр пуçне çак ĕç ветеранĕсене, хамăрăн хаклă клиентсене, хаçат-журнал илсе тăракансене, эпир кÿрекен пулăшу мелĕсемпе усă куракансене пурне те çак уявпа чĕререн тухакан чи ăшă та ырă сăмахсемпе саламлатăп. Пурсăра та сире çирĕп сывлăхпа ăнăçу, телей, çемйĕрсенче килĕшÿпе çураçу сунатăп, малашне те яланах пĕрле пуласса шанса тăратăп.

В. ШАПОШНИКОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика