12 июля 2014 г.
Патшалăх статистикин федераци служби 2020 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне хатĕрленме тытăнать. Пысăк калăпăшлă çак ĕçе хатĕрленнĕ май туса ирттерекен пĕрремĕш пысăк мероприяти вăл 2015 çулта çĕр-шывра пурăнакансен микроçыравне ирттересси пулса тăрать.
Кун пек практика çĕнĕлĕх мар. Тĕп çыравсем хушшинче нумай ыйтусемпе кулленхи тата тулли информаци пухас тĕллевпе суйласа илнĕ вырăнсенче килти хуçалăхсене тĕпчесси тĕнчери чылай çĕр-шывра сарăлнă. Çапла тума ООН та сĕнет. 2015 çулта микроçырав ирттерни черетлĕ çырав ирттериччен çынсен социаллă сийĕпе демографи тĕлĕшпе актуаллă информаци илме май парĕ.
Микроçырав ирттернĕ май çынсен хуçалăхĕсем пирки сведенисем пухмалли информацин хальхи çĕнĕ технологийĕсемпе пуçласа усă курса пăхма палăртаççĕ. Кусем вĕсем Интернет сетĕнче электрон çырав ыйтăвĕсене хуравласси, çавăн пекех пĕрле илсе çÿремелли планшет компьютерĕсемпе усă курасси.
Черетлĕ çыравра даннăйсене автоматизаци мелĕпе тишкерме тулли тата пахалăхлă информаци илес тĕллевпе çырава йĕркелекенсем хальхи чи çĕнĕ информаци технологийĕсемпе усă курма палăртаççĕ. Интернет-çырав ирттерессипе Америкăн, Канадăн, Болгарин, Эстонин опыт пур ĕнтĕ.
2010 çулта Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне ирттернĕ чухне çĕр-шывра пĕтĕмпе 143,2 млн. çынна шута илнĕ пулнă (Чăваш Енре - 1252,6 пин çынна), вăл шутран 3,6 млн. çынна (Чăваш Енре 39,6 пин çынна) шута илнĕ чухне администраци ресурсĕсен даннăйĕсемпе усă курнă. Çакна "Пĕтĕм Раççери халăх çыравĕ çинчен" Саккунпа пăхса хунă. Ку ушкăна çырава хутшăнма килĕшмен граждансем кĕреççĕ. Çырав даннăйĕсене пухакан пынă чухне вĕсем е килте пулман, е алăк уçма килĕшмен.
Даннăйсене дистанци мелĕпе пухассине ĕçе кĕртни ĕç-пуçа самай çăмăллатать. Респондентсем кирек хăш вăхăтра та килтен тухмасăрах çырав листисене тултарса информацие тишкерекен центра ярса пама пултараççĕ. Кунсăр пуçне даннăйсене оперативлă илнĕ пирки вĕсене тишкерме тата пĕтĕмлетÿсем тума каякан вăхăт та самай кĕскелет. Çырав ирттерекенсен пĕрле илсе çÿремелли планшет компьютерĕсем пулсан кирлĕ пĕтĕм информацие тÿрех электрон мелĕпе вырнаçтараççĕ, çапла вара ăна тĕпчес ĕç те тÿрех пуçăнать.
Унчченхи пекех çырав даннăйĕсене ятарлă хут бланк çине кĕртсе пухасси те сыхланса юлать. Çакна чи малтанах планшет компьютерĕсемпе усă курни тĕллевлĕ мар тата тăкаклă пулса тăракан уйрăм ялсем пирки каламалла. Уйрăм тĕслĕхсенче хут çинчи ыйтăм листисенчи даннăйсене кайран электрон мелĕ çине куçарма пултараççĕ. Çавăн пекех çырав ыйтăвĕсене стационар çырав участокĕсенче те хуравлама май пулĕ.