16 июля 2014 г.
Районти тепĕр 15 çын пурăнмалли условисене лайăхлатма иртнĕ эрнере субсиди илчĕ. Вĕсен йышĕнче çамрăк специалистсем те, çамрăк çемьесем те, çак категорисене кĕмен ялта пурăнакан çынсем те.
Иртнĕ 10 çулта "Социальное развитие села до 2013 года" программăпа ялта пурăнакан тата ĕçлекен районти 161 гражданин тата 87 çамрăк çемье пурăнмалли условисене лайăхлатнă. Çакна валли патшалăх пирĕн района пурĕ 74 миллион ытла тенкĕ уйăрса панă.
Кăçалтанпа вара "Устойчивое развитие сельских территорий на 2014 - 2017 годы и на период до 2020 года" федераци тĕллевлĕ программи ĕçлеме тытăнчĕ. Асăннă 15 çын - 9 çамрăк çемьепе çамрăк специалист тата ялта пурăнакан 6 гражданин - шăпах çак программăпа килĕшÿллĕн шаннă пулăшăва кĕтсе илчĕ. Малтанхи çулсенче çамрăк специалистсен тÿлев калăпăшĕ пысăкрах пулнă пулсан, халĕ пурин те пĕр пек.
Субсидие тивĕçни чăнах та телей: акă Чуманкасси ял тăрăхĕнчи Васильевсем те, Катькас ял тăрăхĕнчи Хохловсем те ăна 2008 çултанпах кĕтнĕ. "Паллах, эпир паян питĕ савăнатпăр. Çак курăмлă пулăшушăн чи малтанах район администрацине тав тăватпăр", - теççĕ субсидие тивĕçнисем.
Свидетельствăсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев парса чысларĕ. Ку таранччен харăсах çакăн чухлĕн свидетельство илни пулманнине палăртса вăл уйăрса паракан укçа-тенкĕпе тĕллевлĕн тата вăхăтра усă курмаллине аса илтерчĕ. "Эсир малашне те района аталантарассинче тÿрĕ кăмăлпа вăй хурасса шанатăп. Лайăх аталанса пыракан районăн çеç çакăн пек программăсене хутшăнса пурнăç условийĕсене татах та лайăхрах тума май пур", - терĕ вăл.
Н. Николаева.