16 июля 2014 г.
Афган вăрçине, ытти хĕрÿ çапăçăва хутшăннă республикăри инвалидсен, ветерансен тата вĕсен çемйисен кăçалхи уявĕ Афган вăрçине хутшăнса пуç хунисене асăнса лартнă Москакассинчи палăк умĕнчи митингран пуçланчĕ.
"Пирĕнте патриот туйăмĕ вăйлă пулнипе эпир яланах мăнаçланатпăр. Çулсем иртрĕç пулин те эпир халĕ те пĕрле. Çапла пулма çамрăксене те вĕрентетпĕр. Çак палăк та Афган вăрçине хутшăннисен патриот туйăмĕ çинче никĕсленнĕ республикăри палăксенчен пĕри", - хăйсен тĕп тивĕçне çапла ăнлантарчĕ республикăри "Инвалиды войны" пĕрлешĕвĕн правлени председателĕ Г. Матвеев. Асăннă пĕрлешÿ представителĕсемпе пĕрлех уява ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Г. Германова, Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В. Никитин тата районти ытти ертÿçĕсем те хутшăнчĕç. Пуç хунă юлташĕсене аса илсе кунта шăплăх минучĕ иртрĕ, палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç.
Хыççăн вара ĕç-пуç Каршлăх тăрăхне куçрĕ. Кунта республикăри тĕрлĕ районпа хуларан пухăннă: сăртлă-туллă Афган çĕрĕ çинчи çапăçусене хутшăннисем те, Чечен Республикинчи хĕрÿ çапăçусене хутшăннисем те пурччĕ вĕсен йышĕнче. Нумайăшĕ - çемйисемпех. Вĕсем пĕр-пĕрне курма хавас пулни кашни утăмрах палăрчĕ: пичĕ çинче пурин те йăл кулă çиçетчĕ, чĕрисенчи ăшă кăмăл та "çиеле тухса" палăрса тăчĕ.
Афган вăрçи нумай çемьене пырса тивнĕ. Хăшĕсене вара, хуйхи пĕр пулнăран, пĕрлештернĕ, кăмăлне çирĕплетме, çав хушăрах вĕсем пĕччен маррине туйма пулăшнă. Пирĕн районти 142 яшăн та хăйсен салтак тивĕçне унта пурнăçлама тивнĕ, вĕсенчен çиччĕшĕн кун-çулĕ душман пульли лекнипе татăлнă. Çакна аса илсе Владимир Никитин пурне те мирлĕ пурнăç сунчĕ, район администрацийĕн Хисеп грамотипе Тав çырăвне тивĕçнисене ятран палăртса чысларĕ.
Министр çумĕ Галина Германова вара салтаксен пĕрлĕхне курса чăннипех те савăннине, тĕлĕннине каларĕ: "Вăрçă сирĕн тĕле "лекнĕ". Эсир вара хăвăра шеллемесĕр çапăçнă, анчах паян эсир телейлĕ, савăнăçлă. Сирĕнте мал туртăмлăхпа вăй-хăват палăрса тăрать". Çакăнта ачасем хăйсен ашшĕ-амăшĕсен туслăхне курса ăна хаклама вĕренсе ÿсни пĕлтерĕшлине те палăртрĕ вăл.
Хĕрÿ çапăçусене хутшăннисене ЧНК Президиумĕн членĕ Юрий Зорин тата районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Владислав Данилов та саламларĕç. Владислав Григорьевич ĕнерхи салтаксене сывлăха упрама чĕнсе каларĕ. Унăн та, хăй хирург пулнă май, Афган вăрçинчи снаряд ванчăкĕсемпе операцисенче пĕрре мар "тĕл пулма" тивнĕ. Салтаксем мĕн тÿссе ирттернине курнăскер, Владислав Григорьевич аслисен те, çамрăксен те шăпах çак салтаксенчен паттăрлăха вĕренмелле тесе питĕ тĕрĕс каларĕ.
Вĕренмелли чăнах та нумай. Акă спортпа сывă пурнăç йĕркине халалланă тĕл пулу - уяв чи малтанах туслăха хакламаллине, юлташсене хисеплемеллине, кирек мĕнле лару-тăрура та юлташсене манмалла маррине, пулăшмаллине кăтартса пачĕ. Пĕр пысăк çемье пек пулса кунта спорт ăмăртăвĕсене кашниех тулли кăмăлпа, хаваспа хутшăнчĕ. "Атте, анне тата эпĕ - туслă çемье" тупăшу, шашка-шахмат вăййисем, дартс тата ытти ăмăртура та вăй виçрĕç вĕсем - чи паттăррисем, чи туслисем, патриотсем.
Н. ДИМИТРИЕВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.