Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Варнава Митрополит - Муркашра

16 июля 2014 г.

Петрав - Православи Чиркĕвĕн пысăк уявĕсенчен пĕри. Çак кун Владимирски Турă Амăшĕн турăшĕн Муркашри чиркĕвĕнче иртнĕ праçник Литургине Шупашкар тата Чăваш Митрополичĕ Варнава ертсе пычĕ.

Варнава Митрополит ирхи сакăр сехет тĕлне Муркаша çитрĕ. Владимирски Турă Амăшĕн турăшĕн Муркашри чиркĕвĕ умĕнче ăна чиркĕве пухăннă халăхпа тата священниксемпе пĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕ.

Варнава Митрополит ертсе пынипе праçник Литургине ирттернĕ хыççăн Петрпа Павел апостолсен кунĕнчи молебен та иртрĕ.

Владимирски Турă Амăшĕн турăшĕн Муркашри чиркĕвĕн настоятелĕ Федор атте праçник кĕллине ирттернĕшĕн Митрополита тав турĕ. Митрополит Федор аттене тата кĕлле хутшăннă çынсене праçникпа саламласа архиепископ сăмахне каларĕ, пурне те пил пачĕ.

Районти тĕрлĕ кĕтесре пурăнакансем çак кун чылаййăн кĕлле хутшăнчĕç. Чиркÿре аслисемпе пĕрлех вырсарни шкулне çÿрекен ачасене те курма май пулчĕ.

Шупашкар тата Чăваш Митрополичĕ Варнава çак кунах Орининти юсаса çĕнетекен чиркĕве те çитсе курнă.

Н. Димитриева.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика